Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак ен - Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович аслă категориллĕ учитель, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Конкурс материалĕсен рецензенчĕ - Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ Виноградов Ю.М. профессор.
Акă, 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче районсем хушшинчи "Çамрăк ăсчах-2011" V инçет вăйă конкурс пуçланать. Вăйă конкурс йĕркине çакăнта тупма пулать: http://aschah.chuvash.org/blog/index.php?entryid=3
Вăйă конкурс икĕ турпа иртет. Пĕрремĕш тур - куçăмсăр тур. Вăл инçет майпа "Çамрăк ăсчах-2011" вăйă конкурсăн сайчĕ урлă иртет, ака уйăхĕн 14-мĕшĕччен пырать. Иккĕмĕш тур - куçăм тур. Вăл ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Красноармейски иккĕмĕш
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 748 | | Комментарисем (4)|
Хăш кун хушнă: 27.03.2011
| Рейтинг: