Каллех календарӗн юлашки страницине хупмалли, паллӑ пулӑмсене, тунӑ ҫитӗнӳсене аса илмелли, малашлӑха илсе каякан ҫулсене тепӗр хут хакламалли вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫӗнӗ вунӑ ҫуллӑха ҫул уҫакан, вӗҫленекен ҫулталӑк Чӑваш Еншӗн, пирӗншӗн пуриншӗн мӗнлерех пулчӗ. Пирӗн ӗҫченсем — чӑн-чӑн патриотсем — ҫине тӑнипе тата иртнӗ ҫулсенче ӗҫленипе республика ансат мар вӑхӑтра Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи пысӑк инвесторсемшӗн хӑйӗн илӗртӳлӗхне упраса хӑварма кӑна мар, ӳстерме те пултарчӗ. Ҫакна ҫирӗплетекенни — тӗрлӗ сферӑра чӑнласах пысӑк проектсем пурнӑҫлама тытӑнни. Хӗвел модулӗсем кӑларакан тӗнче шайӗнчи завод строительстви пырать. Пӗрлех наукӑпа тӗпчев центрӗ пулать. Ҫавна май Раҫҫей экономикин ҫӗнӗ отраслӗ ҫуралать — хӗвел энергетики. Испани бизнесӗн пирӗн ҫĕршыв промышленноҫӗн аталанӑвне хывакан чи пысӑк инвестицийӗ Чӑваш Ене килет. Миллиард-миллиард тенкӗ укҫа хывни пире лайӑх ӗҫ укҫиллӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, мӗн пур шайри бюджетсене ҫирӗплетме май парать. Патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр фончӗ вӑй илсе пырать, вӑл пулӑшнипе ҫӗр-ҫӗр ҫемье ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса памалли хушма майсемпе усӑ курма та ӗлкӗрчӗ. Вӑхӑтра йышӑннӑ мерӑсем кризис тапӑнӑвне хирӗҫ тӑма пулӑшрӗҫ. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерессине патшалӑх енЧен хушма пулӑшу кӳни пин-пин ҫынна ӗҫлев енӗпе тухса тӑнӑ ҫивӗч ыйтусене татса пама, хӑйсен ӗҫне пуҫарма, малтанах профессие вӗренме, ҫапла майпа конкуренци авӑрӗнче путасран сыхланма пулӑшрӗ. Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗнче республикӑри аграрисем лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарчӗҫ. Экспертсем паха тата экологи енӗпе таса тесе хаклакан ял хуҫалӑх продукцийӗ туса кӑларассине ӳстерме пултарчӗҫ. Отрасль ҫитӗнӗвӗсем, эпир ку енӗпе тимлӗ пулни инвесторсене илсе килме пулӑшать, вӗсем агропромышленноҫ комплексӗн тухӑҫлӑ ӗҫлекен предприятийӗсене йӗркелес ӗҫе пысӑк укҫа хываҫҫӗ. Яваплӑха туйса ҫакна палӑртасшӑн: эпир тёпе хуракан тӗллевсене пурнӑдгассине нимӗнле кризис пулӑмӗсем те ура хураймӗҫ. Ҫак шутра — ҫӗнӗ йышши сывлӑх сыхлавӗ, паха вӗрентӳ, хуласемпе ялсенче ӗҫлеме тата канма хӑтлӑ условисем туса хурасси. Вӗҫленекен ҫулталӑкра Чӑваш Ен картти ҫинче ҫӗнӗ физкультурӑпа спорт комплексӗсем, шкулсем, культура учрежденийӗсем, общество инфратытӑмӗн объекчӗсем ҫуралчӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ача ҫуратасси ӳснипе тата ҫынсем вилесси чакнипе ҫыхӑннӑ туртӑмсем ҫирӗп. Эпир сирӗнпе пӗрле вӑй хунин кӑтартӑвӗсене вӗҫленекен ҫулталӑкра Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви пысӑка хурса хакларӗ. Чӑваш Ен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлне уйрӑмах тухӑҫлӑ тесе хакланӑ пилӗк регион шутне кӗчӗ. Анчах умра пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем нумай-ха? Вӗсен шутӗнче — экологие тӗпе хурса ҫӗнӗлӗхсемпе ҫине тӑрса усӑ курасси, экономика тьггӑмне ҫӗнӗлле йӗркелесси. "Электрон правительствин" элеменчӗсене ёҫе кӗртессине малалла тӑсни Чӑваш Ене ҫынсемшӗн май пур таран хӑтлӑ "справкӑсӑр республика" туса хума тивӗҫ. Чӑвашсем "ырлӑхран тарман'' теҫçĕ. Иккӗленместӗп: Тӑван ҫӗр-шыва юратни, уншӑн тӑрӑшни, хуласемпе ялсенче пурӑнакансен прсфессионализмӗпе ырми-канми ӗҫӗ пирӗн тӑрӑха тата та илӗртӳллӗрех тумалли никӗс пулса тӑрӗ. Ытарма ҫук ырӑ та нумайччен кӗтнӗ Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсен ячӗпе сире чун-чӗререн саламлатӑп!
Асамлӑ ҫак кунсенче кашниех пӗтӗмлетÿсем тӑвать, малашнехи тӗллевсене палӑртать. Ҫывхарса килекен Вӗрентекен ҫулталӑкӗнче эпир тата та нумай пархатарлӑ та ырӑ ӗҫ туса Чӑваш Ене хӑтлӑрах та илемлӗрех тӑвасса, экономика хӑватне ӳстерессе, ҫӗнӗ производствӑсем йеркелессе, хуҫалӑх ĕҫ-хӗлне вӑйлӑрах аталантарасса шанатӑп. Пирӗн тӗп тӗллев — тӑван тӑрӑхра пурӑнма лайӑх та тивӗҫлӗ майсем туса парасси. Кашни ҫын республикăмӑрпа мӑнаҫланма пултартӑр. Ҫӗнӗ ҫулта сирӗн çутӑ та пысӑк ӗмӗтӗрсем пурнӑҫланса пыччӑр! Ҫирӗп сывлӑх, çӗнӗ ӑнӑҫусем, иксӗлми вӑй-хал, юрату тата телей сунатӑп!
Чӑваш Республикин Президенчӗ Н. ФЕДОРОВ.
Çыпăçтарнисем: |