Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 19:50
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Раштав » 2 » А.Московский: «ШАДРИКОВ МАНШĂН КОНКУРЕНТ МАР...»
    А.Московский: «ШАДРИКОВ МАНШĂН КОНКУРЕНТ МАР...»
    19:18
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    – Чăнах та, музыка пĕлĕвĕ çук манăн, эпĕ икĕ кун çӳренĕ музыка шкулне (кулать). Шкулта вĕреннĕ чухне эпир ушкăн аталантарса ятăмăр. Кайран вара, ЧПУра чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ чухне, дуэт йĕркелерĕмĕр. Çапла пуçланса кайрĕ те манăн артист пурнăçĕ.
    – Пирĕн вулакансем интересленеççĕ: «Московский» – вăл Елчĕк каччин чăн хушамачĕ е хушма ят?
    – Московский вăл – чăн хушамат. Манăн мăн асатте Мускавра патша патĕнче 25 çул хĕсметре тăнă. Унтан яла таврăнсан ăна Мускав Иванĕ тесе чĕнме пуçланă. Çапла ĕнтĕ пирĕн хушамат йĕркеленнĕ. 
    – Юрланисĕр пуçне эсĕ ăçта тата кам пулса ĕçлетĕн? 
    – Эпĕ ăс енĕпе кая юлса пыракан ачасен шкулĕнче ĕçлетĕп. Вĕсене актер ăсталăхне, юрлама вĕрентетĕп. Ачасем гитара, балалайка лайăх калаççĕ. Çав ачасен пичĕсем çинче йăл кулă курсан, манăн хамăн та чун савăнать.
    – Хăв гастроле тухса кайсан вĕсене кам вĕрентет?
    – Ачасем пĕлеççĕ эпĕ юрăç пулнине. Вĕсене урăх никам та вĕрентмест. Мана кĕтеççĕ.
    – Эсĕ шоу-бизнесра пĕрремĕш çул мар. Чăваш артисчĕсенчен кама палăртма пултаратăн?
    – Сергей Павлов, Вячеслав Христофоров сцена çинче хăйсене мĕнле тытни, вĕсем концерчĕсенче куракансене хавхалантарни кăмăла каять.
    – Юлашки вăхăтра эсĕ вырăсла та юрланине асăрхарăмăр. Мĕнпе çыхăннă çакă тата чăваш концертĕнче вырăсла юрлани пирки мĕн шутлатăн?
    – Вырăсла юрлама рейтинга ӳстерес, концерта вырăссем те çӳреччĕр тесе тытăнтăм. Чăваш концертĕнче пĕр-икĕ юрă вырăсла юрласан пăсмасть. Халĕ нумайăшĕ çапла тăваççĕ ĕнтĕ. Анчах та ытларах чăваш юррисем çине пусăм тумалла тесе шутлатăп. 
    – Эсĕ çемье çавăрнă çын. Каласа пар-ха хăвăн çывăх çыннусем çинчен?
    – Манăн арăм – Регина, ырă кăмăллă, яланах мана ăнланать, пулăшать. Ноябрĕн 19-мĕшĕнче эпир пĕрлешни 4 çул çитрĕ. Ывăл – Богдан, 3 çулта, садика çӳрет. Пĕчĕк хĕр – Яна, 7 уйăхра.
    – Тата нумай çынна кăсăклантаракан ыйту. Эсир Алексей Шадриковпа мĕнле хутшăнура? Сире конкурентсем теме пулать-и?
    – Пире, чăнах та, Шадриковпа конкурентсем тесе шутлаççĕ. Çак йăнăш шухăша сирес тесе 2 çул каялла эпир пĕрле концертсем ирттереттĕмĕр. Çывăх юлташсем тесе калаймастăп, çапах та конкурентсем те мар. Йăлтах лайăх.
    – Сирĕн гастроль турĕсем вăрăм. Уйăхне миçе кун килте пулатăр?
    – Чăнах та, концертсем нумай. Уйăхра 7-10 кун килте пулмастпăр та пулĕ. Акă халĕ те Тутарстанра пĕр эрне юрлатпăр: Аксура, Нурлатра, Анат Камăра, Элметре, Çырчаллинче пултăмăр. Пире пур çĕрте те ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Çырчаллинче вара эпĕ хама килти пек туятăп. Çак хулара çав тери кăмăллă чăваш каччисемпе хĕрĕсем. Концертсем хыççăн нумай ăшă туйăм юлать. Çакăншăн тавтапуç. Тата «Сувар» хаçата пысăк ăнăçу сунатăп. Яланах çакăн пек кăмăллă пулăр. Вулакансем нумай пулччăр.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 767 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.7/14 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)