Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе Раççей шайĕнчи ХХ юбилейлă “Кĕмĕл сасă” конкурс-фестиваль иртрĕ. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче чаплă лару-тăрура пулчĕ. Çак кашни çул ирттерекен конкурс-фестивале Раççейĕн 6 регионĕнчен, хамăр республикăри 8 районтан пурĕ 30 çамрăк хутшăнчĕ. Конкурс кăнтăрла 11 сехетре пуçланчĕ. Пултаруллă яш-кĕрĕме ăнăçу сунса Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Культура министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов, ЧНК вице-президенчĕ, конкурсăн жюри председателĕ Валерий Клементьев саламларĕç. Жюри пайташĕсем хушшинче анлă музыка пĕлĕвĕ илнĕ специалистсем пулчĕç, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин директорĕ Светлана Белоус, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Станислав Кондратьев, “Паха тĕрĕ” фирма директорĕн çумĕ Маргарита Павлова, чăваш эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Алина Федорова тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, ЧНК ыркăмăллăх фончĕн директорĕ Павел Вязов. Вĕсем конкурса килнĕ маттур çамрăксем хăйсене сцена çинче тĕрĕс те çыпăçуллă тытма пĕлнине, чĕрĕ сасăпа уçç
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 427 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 07.04.2019
| Рейтинг: