Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе Раççей шайĕнчи ХХ юбилейлă “Кĕмĕл сасă” конкурс-фестиваль иртрĕ. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче чаплă лару-тăрура пулчĕ. Çак кашни çул ирттерекен конкурс-фестивале Раççейĕн 6 регионĕнчен, хамăр республикăри 8 районтан пурĕ 30 çамрăк хутшăнчĕ. Конкурс кăнтăрла 11 сехетре пуçланчĕ. Пултаруллă яш-кĕрĕме ăнăçу сунса Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Культура министерствин пай пуçлăхĕ Кирилл Павлов, ЧНК вице-президенчĕ, конкурсăн жюри председателĕ Валерий Клементьев саламларĕç. Жюри пайташĕсем хушшинче анлă музыка пĕлĕвĕ илнĕ специалистсем пулчĕç, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин директорĕ Светлана Белоус, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Станислав Кондратьев, “Паха тĕрĕ” фирма директорĕн çумĕ Маргарита Павлова, чăваш эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Алина Федорова тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, ЧНК ыркăмăллăх фончĕн директорĕ Павел Вязов. Вĕсем конкурса килнĕ маттур çамрăксем хăйсене сцена çинче тĕрĕс те çыпăçуллă тытма пĕлнине, чĕрĕ сасăпа уççăн та тĕрĕс юрлама пултарнине хакларĕç. Каçхине вара, 18 сехетре, Раççей шайĕнчи чăваш эстрада юррисен “Кĕмĕл сасă” конкурс-фестивалĕн гала-концерчĕ пуçланчĕ. Кунта конкурсра ăнăçлă юрласа çĕнтернĕ чăваш çамрăкĕсем, тĕрлĕ çулсенче çак фестиваль çĕнтерỹçисем пулнă, халĕ хăйсене эстрадăра тупнă юрă ăстисем сцена çине тухса хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç. Гала концерта вĕçлеме Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова, жюри председательне Валерий Клементьева тата жюри членĕсене сцена çине йыхравларĕç. Юбилейлă фестивале хутшăннă çамрăксене пурне те Дипломсемпе хаклă парнесем парса чысларĕç, ырă сăмахсемпе хавхалантарчĕç. Чăваш наци конгресĕ 20-мĕш хут ирттернĕ “Кĕмĕл сасă” чăваш эстрада юррисен Раççей шайĕнчи фестивальне Красноармейски районĕнчен Анфиса Витальевна Москалева хутшăнчĕ. Вăл “Тăрна” ятлă чăваш халăх юррине илемлĕ шăрантарчĕ. Анфиса Витальевна Красноармейски шкулĕнче вĕреннĕ, шкулти “Кăмăлпи” фольклор ансамбльне (ертỹçи — Зинаида Михайлова) çỹренĕ, чăваш халăх юррисене питĕ ăста юрланă. 1997 çулта çак фольклор ушкăнĕ Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялĕнче, Хушăлка ял уявĕнче пулнă, хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. 1998 çулта вара çак пултаруллă ушкăна Чăваш наци конгресĕ Германи çĕр-шывĕнче ирттернĕ “Чăваш культурин Берлинри кунĕсене” хутшăнтарнă. Унта сакăр хĕр ачапа тăватă арçын ача куракансене хăйсен юрлас-ташлас ăсталăхĕпе паллаштарнă, чăваш халăхĕн илемлĕ çи-пуçне, çепĕç чĕлхине, хаваслă юрри-кĕввине кăтартса пама пултарнă. Анфиса шкулта вĕ-реннĕ чухне тата музыка шкулне те, “Заволжский” клубĕн Михаил Дмитриев ертсе пыракан ушкăна та юрлама çỹренĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, врач профессине алла илнĕ. Юрă-кĕвĕпе вара халĕ те туслă. Анфиса Витальевнăна Раççей шайĕнчи “Кĕмĕл сасă-2019” конкурс-фестивале хастар хутшăннăшăн тав тăватпăр, хăйĕн юратнă ĕçĕнче те, юрă-кĕвĕ тĕнчинче те çитĕнỹсем, ăнăçу, ырлăх-сывлăх та телей сунатпăр.
З. Михайлова. Çыпăçтарнисем: |