Трак енри шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ йышăннă планпа килĕшỹллĕн, чỹк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Трак вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн иккĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. Палăртса хăвармалла, методика пĕрлешĕвĕн ĕçне иртнĕ вĕренỹ çулĕнчен Пикшик шкулĕнче тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен, аслă категориллĕ учитель Людмила Анатольевна Тихонова ертсе пырать. Ларăва тăван районти шкулсенчен çеç мар, кỹршĕллĕ Çĕрпỹ районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсем те хутшăнчĕç. Пĕрле пуçтарăнса “Шкул ачисен проект ĕçĕ-хĕлĕнче этнопедагогикăна воспитани хатĕрĕ пек усă курасси” темăна сỹтсе яврĕç. Шкулсенче халăх педагогикине тĕпе хурса ĕçлесе пыракан пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ учительсем сăмах илчĕç. Хăйсен опычĕпе паллаштаракансен йышĕнче Юлия Егоровна Кузьминапа Ираида Николаевна Антонова (Трак вăтам шкулĕ) тата Светлана Валерьевна Петровăпа Вера Вениаминовна Васильева (Упи вăтам шкулĕ) пулчĕç. Ларăвăн иккĕмĕш пайĕнче Трак ен тата Çĕрпỹ районĕсен вĕрентекенĕсем “Этнопедагогика тата çĕнĕ стандарт килĕшсе тăраççĕ-и е çук?” ыйту тавра методика кĕперĕ йĕрке
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 1940 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 27.11.2017
| Рейтинг:
Иртнĕ эрнере Трак вăтам шкулĕнче Геннадий Никандрович Волков академика асăнса чыслав уявĕ иртрĕ. Çак чаплă уява хамăр тата Çĕрпỹ районĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те хутшăнчĕç. Асăннă шкулта хăнасене чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн 16 класра чаплă ăсчахăмăра халалласа кăмăл урокĕсем иртрĕç. Эпĕ вара 2 “б” класра вĕрентекен Н.И. Данилова “Г.Н. Волков — чăваш çĕрĕн мăнаçлăхĕ” темăпа ирттернĕ класс сехетĕнче пулса куртăм. Вĕренỹ пỹлĕмĕнче Геннадий Никандровичăн пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан пуян выставка йĕркеленĕ. Доска çине ачасене ăса вĕрентекен “ĕç çынна илем кỹрет” ваттисен сăмахне çырса хунă. Класс сехечĕ илемлĕ чăваш кĕвви янăранинчен тата ачасене чăвашла сывлăх суннинчен пуçланчĕ. Ун хыççăн экран çине чăваш халăхĕ, Чăваш ен, Чăваш Республикин символĕсем çинчен калакан слайдсем пĕрин хыççăн тепри ылмашăнса тухса тăчĕç. Слайдсенчи шухăшсем учитель сăмахĕпе тата ачасен илемлĕ вуланă сăввисемпе пуянланса пычĕç. Чăваш Республикин гимнĕ янăраса кайсан вара ачасем ăна ура çине тăрса мăнаçлăн юрларĕç. Чăваш Республикин картти çинче Красноармейски районĕ хăш вырăнта вырнаçнине те ăнланса юлчĕ
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 1897 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 27.11.2017
| Рейтинг: