Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 19.12.2024, 19:28
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2017 » Чӳк » 27 » Ăсчахăмăра халалласа — кăмăл урокĕсем
    Ăсчахăмăра халалласа — кăмăл урокĕсем
    17:52
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Иртнĕ эрнере Трак вăтам шкулĕнче Геннадий Никандрович Волков академика асăнса чыслав уявĕ иртрĕ. Çак чаплă уява хамăр тата Çĕрпỹ районĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те хутшăнчĕç. Асăннă шкулта хăнасене чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн 16 класра чаплă ăсчахăмăра халалласа кăмăл урокĕсем иртрĕç. Эпĕ вара 2 “б” класра вĕрентекен Н.И. Данилова “Г.Н. Волков — чăваш çĕрĕн мăнаçлăхĕ” темăпа ирттернĕ класс сехетĕнче пулса куртăм. Вĕренỹ пỹлĕмĕнче Геннадий Никандровичăн пурнăçĕпе пултарулăхне çутатса паракан пуян выставка йĕркеленĕ. Доска çине ачасене ăса вĕрентекен “ĕç çынна илем кỹрет” ваттисен сăмахне çырса хунă. Класс сехечĕ илемлĕ чăваш кĕвви янăранинчен тата ачасене чăвашла сывлăх суннинчен пуçланчĕ. Ун хыççăн экран çине чăваш халăхĕ, Чăваш ен, Чăваш Республикин символĕсем çинчен калакан слайдсем пĕрин хыççăн тепри ылмашăнса тухса тăчĕç. Слайдсенчи шухăшсем учитель сăмахĕпе тата ачасен илемлĕ вуланă сăввисемпе пуянланса пычĕç. Чăваш Республикин гимнĕ янăраса кайсан вара ачасем ăна ура çине тăрса мăнаçлăн юрларĕç. Чăваш Республикин картти çинче Красноармейски районĕ хăш вырăнта вырнаçнине те ăнланса юлчĕç ачасем. Надежда Ивановна Красноармейски районĕ тăрăх виртуаллă экскурси ирттерчĕ. Трак ен çыннисем юрă-ташăра питĕ ăста пулнине кура ачасем чăваш ташши те ташласа кăтартрĕç. Красноармейски салинче икĕ вăтам шкул пуррине те асăнса хăварчĕ учительница. Трак шкулĕн кун-çулĕпе те кĕскен паллаштарчĕ, шкула килсе çỹренĕ паллă çынсем çинчен каларĕ. Тăван шкул историне пуянлатма пулăшнă çынсенчен пĕри вăл — Геннадий Никандрович Волков этнопедагог. Вăл чăннипех те Чăваш çĕр-шывĕн мухтавлă ывăлĕ. Çак шухăша çирĕплетсе Надежда Ивановна ачасене Геннадий Волков çинчен видеофильм кăтартрĕ. Халăх вĕрентĕвĕнче ачасене пурнăçа вĕрентмелли чи кирлĕ 7 пил пулни çинчен ăнлантарчĕ. Вĕсенчен пĕри кирек мĕнле ырă ĕçе те тăрăшса та юратса тумаллине пĕлтерет. Çавăнпа та ачаранах ĕçе хăнăхмалла, ĕç çынна илем кỹнине манса каймалла мар. Малалла вĕрентекен ачасене Г. Волковăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, выставкăри кĕнекесене кăтартрĕ. Ун хыççăн иккĕмĕш класс ачисем Геннадий Никандровичăн “Юмахпа хĕ-вел” хайлавĕ тăрăх инсценировка выляса па-чĕç. Ачасем Трак шкулĕн кун-çулĕпе çыхăннă виртуаллă экскурсире те пулса курчĕç. Г. Волков Трак шкулне килни çинчен видеофильм пăхрĕç. Шкулта этнопедагогика музейне уçни пысăк пĕл-терĕшлĕ пулăм пулнине те, шкулта кăмăл урокĕсем ирттернине те асăнса хăварчĕ вĕрентекен. Урокра ачасем чăваш кĕвви-çеммипе хускану саманчĕсем те ирттерчĕç. Урок вĕçленес умĕн Геннадий Никандрович пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнипе хурланса вĕренекенсем пĕр самант шăп тăчĕç. Класс сехетне пĕ-тĕмлетсе вĕрентекен хĕр ачасемпе арçын ачасене çынсемшĕн ырă ĕç тăвакан паллă çынсене асра тытмаллине, пурнăçра вĕсенчен тĕслĕх илмеллине, пурин те ĕçчен те пултаруллă, ырă та хастар пулмаллине асăрхаттарса хăварчĕ. Класс сехечĕ ăнăçлă та кăмăллă, пуян шухăшлă иртрĕ. Надежда Ивановна калаçăва ачасен ỹсĕм шайне, вĕсен ăнкарулăхне шута илсе питĕ ăста йĕркелесе пычĕ. Вăл ачасемпе ăшшăн та çепĕççĕн, ăслăн та кăмăллăн калаçрĕ. Ачасемпе вĕрентекен хушшинче ăнланулăхпа туслăх, ыр кăмăллăхпа юрату, пулăшу туртăмĕпе ăшă туйăм пурри сисĕнсе тăчĕ. Пĕр класс сехетĕнчех ачасем нумай çĕннине пĕлни, хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарни — вĕрентекенĕн педагогика маçтăрлăхĕпе пысăк пултарулăхне палăртать. Шкул ачисемпе кăмăл урокĕсем ирттерни — пархатарлă та сăваплă ĕç. Вăл Г. Волковăн ырă шухăшĕсемпе сумлă ĕçне малалла тăсни. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче халăх ăслăлăхĕпе халăх вĕрентĕвĕ яланах тĕп вырăнта пултăр.

    З. Михайлова.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1891 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 0.0/0 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)