Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 21:00
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2017 » Чӳк » 27 » Методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ
    Методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ
    18:04
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Трак енри шкулсенче ĕçлекен чăваш чĕлхи вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕ йышăннă  планпа килĕшỹллĕн, чỹк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Трак вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн иккĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. Палăртса хăвармалла, методика пĕрлешĕвĕн ĕçне иртнĕ вĕренỹ çулĕнчен Пикшик шкулĕнче тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен, аслă категориллĕ учитель Людмила Анатольевна Тихонова ертсе пырать. Ларăва тăван районти шкулсенчен çеç мар, кỹршĕллĕ Çĕрпỹ районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсем те хутшăнчĕç. Пĕрле пуçтарăнса “Шкул ачисен проект ĕçĕ-хĕлĕнче этнопедагогикăна воспитани хатĕрĕ пек усă курасси” темăна сỹтсе яврĕç. Шкулсенче халăх педагогикине тĕпе хурса ĕçлесе пыракан пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ учительсем сăмах илчĕç. Хăйсен опычĕпе паллаштаракансен йышĕнче Юлия Егоровна Кузьминапа Ираида Николаевна Антонова (Трак вăтам шкулĕ) тата Светлана Валерьевна Петровăпа Вера Вениаминовна Васильева (Упи вăтам шкулĕ) пулчĕç. Ларăвăн иккĕмĕш пайĕнче Трак ен тата Çĕрпỹ районĕсен вĕрентекенĕсем “Этнопедагогика тата çĕнĕ стандарт килĕшсе тăраççĕ-и е çук?” ыйту тавра методика кĕперĕ йĕркелерĕç, ыйту-хурав мелĕпе ĕçлесе пĕр-пĕрин пĕлĕвне ỹстерчĕç, этнопедагогика çĕнĕ стандартпа килĕшсе тăтăр тесен шкул ачисене асăннă темăпа проект ĕçĕсем çыртарни вырăнлă пулнине пĕ-тĕмлетсе хăварчĕç. Лару хыççăн икĕ район вĕрентекенĕсем Трак вăтам шкулĕнче вăй хуракан учительсем хатĕрленĕ кăмăл урокĕсенче пулчĕç. Раççей вĕренỹ академийĕн академикĕ Г.Н. Волков çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă уява хутшăнни те кашнин асĕнче ырă аса илỹсемпе тăрса юлчĕ. Вĕрентекенсемшĕн çак кун тухăçлă иртрĕ. Тăван халăхăмăрăн тăван чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Трак вăтам шкул администрацийĕпе учителĕсене, шкул ачисене асăннă куна çỹллĕ шайра ирттерме пултарнăшăн, туйăмсен авăрĕнче чуна тăванла чỹхентернĕшĕн, чăваш йăли-йĕркине пăхăнса хăйсене хисеп тунăшăн çĕре çити пуç таятпăр.

    И. Козлова.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1934 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)