Нумаях пулмасть Атиллăпа Мария Балтаевсем авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса Шупашкарта чӑваш туйĕ кĕрлеттернĕ. Машӑрлану керменне хĕр – тухьяпа, каччă ҫĕлĕкпе шупăр тӑхăнса пынă. Атиллăпа Мария туя ҫакнашкал ирттерме тахçанах шухăшланӑ. Иккĕшĕнче те чӑваш юнĕ чупнăран урăхла тума пултарайман вĕсем.
- Мӑшӑрӑмпа иксӗмӗр Питĕрти А.Л.Штиглиц ячĕллĕ ÿнерпе промышленность академийĕнче вĕренетпĕр. Эпир шăпах унта паллашрӑмӑр. Сарӑ вӑрӑм ҫуçлĕ чиперккене пĕрре курсах саврӑм. Вӑл та пĕрремӗш тĕл пулуpax мана килĕштерчĕ. Мария Красноярск хулинчен. Унӑн кукамӑшĕ Галина Васильевна Çĕрпу районӗнчи Ӗмпӗрт Туса ялĕнче пурӑнать. Пулас мӑшăр чӑваш иккенне пĕлсен питĕ хĕпĕртерĕм. Туй çинчен сăмах пуçарсан ăна чӑваш йӑли-йĕркине тĕпе
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 1400 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 27.07.2017
| Рейтинг: