Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 21:11
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2017 » Утă » 27 » Чăваш туйĕнче йÿçĕ! мар, тутлă! тесе кăшкăрнă
    Чăваш туйĕнче йÿçĕ! мар, тутлă! тесе кăшкăрнă
    12:47
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж1

    Фоторепортаж2

    Нумаях пулмасть Атиллăпа Мария Балтаевсем авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса Шупашкарта чӑваш туйĕ кĕрлеттернĕ. Машӑрлану керменне хĕр – тухьяпа, каччă ҫĕлĕкпе шупăр тӑхăнса пынă. Атиллăпа Мария туя ҫакнашкал ирттерме тахçанах шухăшланӑ. Иккĕшĕнче те чӑваш юнĕ чупнăран урăхла тума пултарайман вĕсем.

    - Мӑшӑрӑмпа иксӗмӗр Питĕрти А.Л.Штиглиц ячĕллĕ ÿнерпе промышленность академийĕнче вĕренетпĕр. Эпир шăпах унта паллашрӑмӑр. Сарӑ вӑрӑм ҫуçлĕ чиперккене пĕрре курсах саврӑм. Вӑл та пĕрремӗш тĕл пулуpax мана килĕштерчĕ. Ма­рия Красноярск хулинчен. Унӑн кукамӑшĕ Гали­на Васильевна Çĕрпу районӗнчи Ӗмпӗрт Туса ялĕнче пурӑнать. Пулас мӑшăр чӑваш иккенне пĕлсен питĕ хĕпĕртерĕм. Туй çинчен сăмах пуçарсан ăна чӑваш йӑли-йĕркине тĕпе хурса ирттересси пирки калаҫрăмӑр. Ҫавӑнпа тӗрлĕ кĕнеке шĕкӗлчерӗмӗр, - калаҫӑва пуçларĕ Атилла.

    Тĕлĕнмелле те, вĕсен туйĕ эрех-сӑрасăр иртнӗ. Балтаевсем килте вĕретнĕ сӑра та ĕҫмеçҫĕ. Хӑнасем эрех-сӑрасӑр кӗрекене епле йышӑннӑ-ши?

    - Тус-тăван савӑнӑҫа пĕрле пайларӗ. Хамăр ҫеҫ мар. Хӑнасем те пирĕнпе пĕрле такмак каласа чун каниччен ташларӗҫ. Туйра эрех-сӑра ҫуккипе яланхилле "йӳçĕ!» мар, «тутлă!» тесе кӑшкӑрчĕҫ. Пирĕн уяв виҫĕ куна тӑсӑлчӗ. Пĕрремӗш кунхине ЗАГСра ҫырӑнтӑмӑр. Уяв кĕрекине лариччен аттепе анне ҫăкӑр-тӑварпа кĕтсе илчĕç, пил пачĕҫ. «Телей» ансамбль уяв тӑршшĕпех туи юррисене шӑрантарчĕ. Полина Борисовӑпа унӑн ашшӗ те пире саламласа хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчĕҫ. Туя сӗрме купӑс калакана та чĕнтӗмĕр. Уяв вӗҫӗнче анне Марийăн тухйине хывса хушпу тăхăнтартрӗ. Ҫывăх ҫыннăм тумсене хатĕрлеме нумай пулăшрĕ: манăн кĕпепе шупă­ра, ҫӗлĕке вăл хăй ӑсталарĕ. Марийăн тухйипе хушпăвне кӗмĕл тенкĕсенчен хатӗрлерĕ. Кунта та аннен тӳпи пысӑк. Хĕр кĕпине пĕр фабрика ĕçченĕсем чӑваш тĕррипе илемлетрӗҫ. Хӑнасене чӑваш тĕрриллӗ тортпа сӑйларӑмӑр. Иккӗмĕш кунхине - ҫӑнӑхтара - сурăх пусса какай шÿрпи пĕҫертĕмĕр. Туйӑн

    виҫҫӗмӗш кунне Елчĕк районĕнчи Питтĕпел ялĕнче пурăнакан асанне патĕнче ирттертĕмĕр, - малалла сӳтӗлчĕ калаҫу ҫамхи.

    Атилла 3 ҫулта чухнех ÿкерме тытӑннӑ. «Манӑн асатте тимĕрçĕ пулнӑ, мӑн асатте кӑмака купаланă. Мӑн-мӑн асаттен тетĕшĕ те - ӑста тимӗрçĕ. Атте Николай Балтаев - ЧР тава тивĕҫлĕ художникĕ, пичче, Асамат - меда­льер. Эпир пурте тӑван халӑхшӑн тăрӑшатпăр. 7 ҫулта чухне Шупашкарти Г.С.Лебедев ячӗллĕ чăваш наци лицей-интернатра ӑс пухма тытӑнтӑм. Унта аккордеон тата фортепьяно калама вĕрентӗм Лицей хыҫҫăн Чехири Турное хулинчи ӳнер училишинче ӑс пухрӑм. Асамат унтах гравировщике вĕренчĕ», - хăйӗн пултарулӑхӗпе паплаштарчĕ Атилла. _

    2014 ҫулта каччӑ Атилла тронне тунӑ. Ку унӑн диплом ӗҫӗ пулнӑ. Ҫак ĕҫ халĕ те Чехири училищĕре упранать. Атиллӑн ăна Чăваш Ене илсе килес шухăш пур. Яш тимӗртен пурнăҫ йывӑçне, телей кайăкне, камин инструменчĕсене çакмалли хатĕр-хĕтĕре, решетке, арча, чечексем, пӑлан, 26 хĕç тата ытти япалана ăсталанӑ. Ма­лашне вӑл тăван халăх культурипе çыхăннӑ япаласем хатӗрлесшӗн.

    - Пӗчӗк чухне ҫÿçе атте касса тӑратчӗ. Вăл мана Атилла çинчен кинофильм туянса панӑччĕ. Унти тĕп герой вӑрӑм ҫӳҫлĕ. Эпӗ ҫакна лайӑх астуса 18 ҫул тултарсан ҫÿçе ÿстерме тытăнтăм. Мана хĕрача вырăнне йышăнни те пулнӑ. Аттепе анне ҫÿҫе касма ÿкĕтлетчӗç. Эпĕ ку шухăш патне хам пырса тухрӑм-ҫке, ҫавăнпа килӗшмерӗм. Хӗрсем вӑрӑм ҫÿçлисеие ытларах килӗштереҫçĕ пек туйăнать. Эпӗ илем салонне 5 ҫулта пӗр хутчен çеç ҫитетĕп. Ытти чухне ăна хамах тикĕслетӗп, - Атилла вӑрӑм ҫÿçне мӗншĕн кастармаинине анлантарчӗ.

    Ăстасен ҫемйине пултаруллӑ кин лекнӗ. Балтаевсем ҫĕнĕ ҫынна Хĕвелпи тесе чĕнеҫҫӗ. «Сарă чечек пек хи­тре, çăл куҫ пек таса. ылтӑнран та хаклӑ, пыл хурчĕ пек ӗçчен, тăвансемшӗн пыл пек пул», - туйpa ҫапла пeхилленĕ Марийăна. Пике ювелир уйрӑмĕнче вӗренет, ҫавна май вăл венчет çӗррисене кĕмĕл тенкĕрен хăех ӑсталанă.

    Атилла пысӑк хулара, Питĕрте, пурăнасшăн мар. Аслă шкултан вĕренсе тухсан вăл мăшӑрĕпе Чӑваш Ене таврăнасшăн. Мария та хирӗҫ мap. Вĕсем хăйсен тĕпренчĕкне чăваш ячĕ хума ĕмĕтленеççĕ.

    Балтаевсен кӗçĕн ывӑлĕ чӑвашсеи йӑли-йĕркине aлaлантарассишĕн талпӑнать. Унӑн шухӑшĕпе, паянхи хĕр-упраҫпа яш-кӗрӗме туя чӑвашла ирттерме ннмĕн те чӑрмантармасть. чун туртăмĕ çеҫ кирлĕ. Ҫакна пурнӑҫлас тесен тăван халӑха юратмалла, чĕлхене хисеплемелле. Ҫамрӑк мӑшӑр ҫамрӑксене ырӑ тĕслĕх кӑтартасшӑн. Атиллӑн шухӑшĕпе, паянхи модăпа килĕшсе тăракан вĕр ҫĕнӗ костюм чăваш тӗрриллĕ шупӑрпа кĕперен те хаклăрах тӑрать. Эппин, туя чӑвашла ирттерме шухӑшлакансен хаксем ҫыртасран шикленме кирлĕ мар.

    Ҫынсем кÿршӗ патне тавар ыйтма кайиччен мӗншӗн лавккана чупаҫçӗ-ха? «Атте каласа кăтартнӑ тăрăх, ӗлӗк ялта хĕрарăмсем хушпупа ҫӳренӗ. Шел те. халĕ ӑна сайра-хутра çеҫ, уявра, тӑхӑнаҫсĕ. Хулара ҫес мар, ялта та ашшĕ-амӑшĕ тĕпренчĕкĕпе вырăсла калаçать. Ку - чӑн-чӑн трагеди. Ачана мĕн пĕчĕкрен тӑван чĕлхене вӗрентмесен вăл ӑна кайран ӑса хываймасть, хисеплемест. Атте-анне пире чӑвашла капаçма, тӑван чĕлхене хисеплеме тата юратма вӗрентнĕ. Вĕсем панă пуянлаха йахран-йӑха куçарасчĕ», - калаҫăва вӗҫлерĕ Атилла.

    Любовь ПЕТРОВА

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1401 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)