Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енте 14 çултан тытăнса 30 çулчченхи çамрăксем 236 пин çын шутланнă, ку — пĕтĕм халăхăн 20 процентне яхăн. Çамрăк çынсенчен ытларахăшĕ хуласенче пурăнать: 161 пин çын (68 процент), ялсенче — 75 пин (32 процент). 14—29 çулсенчи 1000 яш пуçне 980 хĕр тивет. Çамрăксем вĕренỹ еннелле туллин туртăнаççĕ. 2016-2017 вĕренỹ çулĕнче вĕрентĕвĕн 17 организацийĕнче 36 пин ытла студент пĕлỹ илнĕ. Професси пĕлĕвĕ паракан 37 организацире студентсен йышĕ 27 пинпе танлашнă: вăтам сыпăкри специалистсем хатĕрлемелли программăпа — 21 пине яхăн, квалификациллĕ рабочисемпе служащисеннипе — 6 пин ытла. Çамрăксем пурăнма вырăнтан вырăна куçассипе те активлă. 2016 çулта, калăпăр, 7 пин ытла çамрăк ялтан хулана куçнă. Çемье — обществăн чи кирлĕ институчĕ те. 2016 çулта 30 çулчченхи 4067 арçын çемье çавăрнă пулсан, çав çулчченхи хĕрарăмсем — 4640-ĕн. Пĕлтĕр 30 çулчченхи хĕрарăмсен 10 пине яхăн пепке çуралнă е республикипе çĕр çине килнисен 61 проценчĕ. Çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси те тĕп вырăн йышăнать. 2014 çулта ирттернĕ комплекслă тĕрĕслев кăтартăвĕсем 15—19 çулсенчисен — 92, 20—24 çулсенчисен
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 472 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 04.07.2017
| Рейтинг: