Чăваш Енпе Китай Халăх Республики хушшинчи хутшăнусем çирĕпленсех пыраççĕ. Нумаях пулмасть ЧР Наци библиотекинче Китай информаципе культура центрĕ уçăлнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ те ку çĕршыври аслă шкулсемпе çыхăну тытать. Çурла уйăхĕнче Аньхойри патшалăх университетĕнчи ют чĕлхесен институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ Ли Мэйцинпа Хуан Синхуа Шупашкара килнĕ. Хĕрсем халĕ ЧПУн историпе географи факультетĕнче магистратурăра вĕренеççĕ. Çав вăхăтрах аслă шкулта китай чĕлхин курсĕсене ертсе пыраççĕ. Ăс-тăн шайне ÿстерме те, ĕçлеме те ĕлкĕрекен пикесен пушă вăхăт çук пулин те вĕсем пысăк тăхтавра манпа тĕл пулма май тупрĕç. Çамрăк преподавательсем Китайра хăйсен факультетĕнче чи пултаруллă студенткăсен йышĕнче пулнă. Ли Мэйцинпа Хуан Синхуа Хэфей хула округĕнче волонтерта нумай çул ĕçленĕ. Вырăссен тата украинсен делегацийĕсене кĕтсе илнĕ, экскурсисене ертсе пынă, куçаруçă тивĕçĕсене пурнăçланă. Çавнашкал тĕлпулусенчен пĕринче вĕсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн преподавателĕпе Марина Красновăпа паллашнă. Историпе географи факультечĕн деканĕн заместителĕ пикесене Чăваш Ене йыхравланă, китай чĕлхине вĕрентекенсем кир- лине пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн вĕ
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 710 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 30.09.2016
| Рейтинг: