Юрă тени юратупа пĕрех. Эпир кашниех юрлатпăр. Вăййа тухатпăр - юрлатпăр, йышпа ĕçе утатпăр - юрлатпăр, салтака каятпăр - юрлатпăр, Акатуя пухăнатпăр - юрлатпăр. «Юрăпа эп тăшмана çĕнтертĕм», - тенĕ Валентин Урташ. «Мухтаса юрлап хамăр ĕмĕре», - тенĕ Ваçлей Давыдов-Анатри. Чăваш телейĕшĕн кĕрешĕве кĕнĕ Тайăр Тимкки поэт «Чаплă вилĕм юрри» сăвă çырнă. Мĕн тери сăваплăх пурнăçа тăван халăхшăн парасси!
Халăх хăй валли хăех юрăсем хывать. Сăвай çапакансем те, тырă выракансем те, сÿс тĕвекенсем те, сăпка сиктерекенсем те, ыттисем те хăйсен ĕçĕсене хисеплесе юрăсем юрланă. Çав кĕвĕсене камсем хывнине пайăррăн калама пултараймастпăр эпир, анчах вĕсем халăхра çуралнине лайăх пĕлетпĕр, çав юрăсем пирĕн несĕлĕмĕрсене ĕçре, уявра пĕрлĕх хăватне кÿрсе тăнă. Юрă – пурнăç çуначĕ. Юрă тени юратупа пĕрех. Эпир кашниех юрлатпăр. Вăййа тухатпăр - юрлатпăр, йышпа ĕçе утатпăр - юрлатпăр, салтака каятпăр - юрлатпăр, Акатуя пухăнатпăр - юрлатпăр. «Юрăпа эп тăшмана çĕнтертĕм», - тенĕ Валентин Урташ. «Мухтаса юрлап хамăр ĕмĕре», - тенĕ Ваçлей Давыдов-Анатри. Чăваш телейĕшĕ
...
Малалла вула »