Чăваш наци конгресĕ 2016-мĕш çулхи кăрлачăн 20 - мĕшĕнче "Хальхи тапхăрта чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварасси тата аталантарасси: çивĕч ыйтусем тата малашлăх" темăпа çавра сĕтел ирттерчĕ. Унта ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, унăн çумĕсем Валерий Клементьевпа Петр Ивантаев, конгресс ĕç тăвакан комитет тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров, Президиум пайташĕ тата вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Юлия Анисимова, аслă шкулсен чăваш чĕлхин ăстаçисем, Ваттисен Канашĕн пайташĕсем хутшăнчĕç. Малтанах сăмах Николай Угаслов илчĕ. Вăл пухăннисене çавра сĕтелте чăваш чĕлхипе тата культурипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явма, тăван чĕлхене аталантарма май паракан пулăмсене палăртса республика пуçлăхĕ умĕнче тăратма хатĕрленме ыйтрĕ. Президент хыççăн çавра сĕтелте ЧНК Ваттисен Канашĕн председателĕ Василий Шадриков сăмах илчĕ. Вăл уйрăмах республикăра наци кадрĕсене хатĕрлес ыйту çивĕч тăнине палăртрĕ.
Чăваш чĕлхин ăстаçисем паянхи кун чăваш чĕлхи шăпи çинчен пăшăрханса калаçрĕç. "Çÿлтисем пире итлеççĕ, анчах илтмеççĕ", - терĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ Тамара Артьемьев
...
Малалла вула »