Кĕмелли форма
2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ
Ыйтăм
Хапăл тăватăр-и, ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра
Тĕп страница | Ман профиль | Тух
Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫнелле (раштавӑн 23-мӗшӗнче) Тутарстанри депутатсем Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ пухӑвӗн Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе ҫыру хатӗрлесе янӑ, унта вӗсем Раҫҫей Федерацийӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцинче ҫитменлӗхсем пуррине палӑртнӑ. «Концепцинчи вырӑс чӗлхин аталанӑвӗ пирки калакан пая хатӗрлесе ҫитернӗ пулин те Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ документра вырӑс мар тӑван чӗлхесене аталантарма тата упрама паракан конституци шанӑҫне тивӗҫтерменни, Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен вӗрентӳ тата культура прависене хӳтӗлеменни пирки палӑртать», — тесе ҫырнӑччӗ. Вырӑс чӗлхине вӗрентмелли концепци ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийен 26-мӗш статьян иккӗмӗш пайӗпе килӗшсе тӑманни пирки палӑртнӑччӗ. Пӗлӗве вырӑсла кӑна илме пултарни конституци шантаракан халӑхсен пӗртанлӑхне пӑсни пирки те ҫырура кӑтартнӑччӗ.
Тутарсем хатӗрленӗ Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе янӑ ҫырӑва Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗнче те пӑхса тухнӑ. Пирӗн алла лекнӗ документ тӑрӑх чӑваш депутачӗсем те ҫак ҫырӑва ырланӑ.
... Малалла вула »