Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне — Чăваш халăх сайчĕ, Тĕнче тетелĕнчи «Сăвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ — çĕнĕ конкурс пуçарать! Вăл
«Чăваш ачи, сассуна пар!» ятлă пулĕ!
Видеосăвăсен ăмăртăвне хуть те хăш ӳсĕмрисем хутшăнма пултараççĕ: ачасем та, çамрăксем те, çитĕннисем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те. Видеокамера умĕнче сирĕн чăваш чĕлхине халалланă, чăваш чĕлхипе çыхăннă сăвва вуламалла çеç. Хальхи вăхăтра видео ӳкерекен хатĕрсем чылай пулнине шута илсен — смартфонпа та, видеокамерăпа та, ахаль телефонпа та тума пулать — ку сирĕншĕн йывăрлăх пулмĕ тесе шутлатпăр. Видеосăвăсене эпир вулав ăсталăхĕ, видео пахалăхĕ тата фон пахалăхĕ тăрă
...
Малалла вула »