«Хавал» пĕрлĕх Чăваш Патшалăх Канашĕн Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлнелли сессие чăвашла ирттерме сĕнсе çырупа тухнă. «Чăваш Республикин Конституцийĕпе республикăра икĕ чĕлхе: чăвашла тата вырăсла — пăхса хăварнă. Апла тăк чĕлхесене усă курассипе нимĕнле чăрмав та пулмалла мар. Çавăнпа та эпир Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлнелли сессие чăвашла ирттерме ыйтатпăр», — тенĕ иккен çырура. «Енчен те чăваш чĕлхие патшалăх чĕлхисенчен пĕри тесе хут çинче кăна каламастпăр пулсан Патшалăх Канашĕн сессине çулталăкра пĕрре кăна мар, тăтăшах чăвашла ирттермелле», — тесе каланă «Ирĕклĕ сăмах» интернет-хаçата асăннă организацин пайташĕсенчен пĕри. Аса илтеретпĕр, Чăваш чĕлхи кунне ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче (ун чухне Иван Яковлев вĕрентекенĕмĕр çуралнă) паллă тăваççĕ. Чăвашла пĕлменнисем валли «хавалçăсем» синхронлă куçару йĕркелеме сĕнеççĕ. «Ирĕклĕ сăмах» интернет-хаçат сесси вăхăтĕнче чăвашла калаçма хăтланни 2011 çулта хирĕç-тăрупа вĕçленнине аса илтерет. Ун чух Чăваш наци конгресĕн президентĕнче тăрăшакан Геннадий Архипов чăвашла калаçни хăш-пĕр депутата килĕшмен иккен, вĕсем ăна вырăсла калаçма х
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 915 | | Комментарисем (1)|
Хăш кун хушнă: 31.03.2014
| Рейтинг: