Пилĕк çул хушши (2007-2011 çулсенче) Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак ен - Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртрĕ. Унăн юлашки тапхăрне республикăмăрти районсем хушшинче ирттернĕччĕ. Пĕлтĕр вара ун вырăнне çĕнĕ вăйă конкурс ирттерме тĕв тытрĕç Трак енри учительсем. "Улăп-2012: Эпир Улăп йăхĕнчен!" ятпа иртрĕ вăл. Конкурс малтанхи пекех инçет майпа Интернет уçлăхĕ урлă йĕркеленчĕ. Унта чăваш халăх историне тата культурине лайăх пĕлекен ачасем хутшăнчĕç. Ăмăрту 5-7, 8-9 тата 10-11 классенче вĕренекенсем хушшинче пулчĕ. Вăйă конкурс пĕр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртнĕччĕ.
Вăйă
конкурса Раççей историйĕн тата Чăваш историйĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи
кунне халалланăччĕ. Ыйтусем вара чăваш халăхĕн кун-çулĕпе тата культура
аталанăвĕпе çыхăннăччĕ.
Конкурса
пурĕ 350 ытла ача заявка панă. Вĕсенчен
165 ача вăйă конкурса хутшăнма кăмăл туса сайта кĕрсе регист
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 1108 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 24.02.2013
| Рейтинг: