Пилĕк çул хушши (2007-2011 çулсенче) Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак ен - Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекен педагогсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртрĕ. Унăн юлашки тапхăрне республикăмăрти районсем хушшинче ирттернĕччĕ. Пĕлтĕр вара ун вырăнне çĕнĕ вăйă конкурс ирттерме тĕв тытрĕç Трак енри учительсем. "Улăп-2012: Эпир Улăп йăхĕнчен!" ятпа иртрĕ вăл. Конкурс малтанхи пекех инçет майпа Интернет уçлăхĕ урлă йĕркеленчĕ. Унта чăваш халăх историне тата культурине лайăх пĕлекен ачасем хутшăнчĕç. Ăмăрту 5-7, 8-9 тата 10-11 классенче вĕренекенсем хушшинче пулчĕ. Вăйă конкурс пĕр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртнĕччĕ.
Вăйă
конкурса Раççей историйĕн тата Чăваш историйĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи
кунне халалланăччĕ. Ыйтусем вара чăваш халăхĕн кун-çулĕпе тата культура
аталанăвĕпе çыхăннăччĕ.
Конкурса
пурĕ 350 ытла ача заявка панă. Вĕсенчен
165 ача вăйă конкурса хутшăнма кăмăл туса сайта кĕрсе регистрациленнĕ.
Вăйă конкурс ыйтăвĕсене вара 130 ача çеç хуравлама пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен,
çак районсен вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хастар пулчĕç:
Красноармейски
районĕ – 75 ача
Комсомольски
районĕ – 15 ача
Сĕнтĕрвăрри
районĕ – 14 ача
Вăрмар
районĕ – 11 ача
Канаш
хули - 11 ача
Шупашкар
хули – 10 ача
Хĕрлĕ
Чутай - 6 ача
Элĕк
районĕ – 4 ача
Елчĕк районĕ – 4 ача
Етĕрне
хули - 3 ача
Çĕрпÿ
районĕ - 3 ача
Етĕрне
районĕ – 2 ача
Канаш
районĕ – 2 ача
Çĕрпÿ
хули - 2 ача
Куславкка
районĕ - 2 ача
Улатăр районĕ - 2 ача
Муркаш
районĕ – 1 ача
Çĕмĕрле
хули – 1 ача
Çĕмĕрле районĕ - 1 ача
Пĕтĕмпе
11 районпа хула хутшăнчĕ вăйă конкурса. Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи Упи
шкулĕнчен тата Элкел районĕнчи Хусанкай шкулĕнчен пурĕ 4 ача хутшăннине шута илсен, вăйă конкурс
Раççей шайĕнчех иртрĕ теме май пур. Вăйă конкурс пуласси çинчен
Интернет-тетелте çеç пĕлтернине шута илсен (районсене ятарласа йыхрав хучĕ ярса
паман) тупăшу ăнăçлă иртрĕ теме пулать.
Вăйă
конкурс оргкомитечĕ 40 ачан ĕçне тивĕçлипе хакларĕ. 1-мĕш вырăна 7 ача çĕнсе
илме пултарчĕ, 2-мĕш вырăна 15 ача тухрĕ, 3-мĕш вырăна вара 18 ача йышăнчĕ. Кăçал та çакăн йышши вăйă конкурс ирттерме йышăннă. Вăл "Улăп-2013: Эпир Улăп йăхĕнчен" ятлă пулĕ. Ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш тата Дагестан республикисен тава тивĕçлĕ культура деятелĕ, РСФСР халăх артисчĕ Ф.М.Лукин композитор çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Вăйă конкурс пĕр турпа http://www.make-test.ru/ сайтра иртет. Вăйă конкурс çĕнтерÿçисемпе мала тухнисем "Улăп-2012" вăйă конкурсăн электронлă Дипломне çĕнсе илĕç. Çĕнтерÿçĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсем Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн электронлă Хисеп хутне тивĕçĕç. Вăйă конкурса хутшăннăшăн укçа тÿлеме кирлĕ мар. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Вăл - аслă категориллĕ учитель, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.
Çыпăçтарнисем: |