
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене пĕлсе тăма!
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ Вĕренÿ министерстви 2013 çулхи кăрлачăн (январĕн) 10-мĕшĕнче кăларнă 29-мĕш №лĕ приказĕпе килĕшÿллĕн 2013 çулхи ака (апрель) уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен республика шайĕнчи ăсталăх конкурсне ирттерет.
Конкурс положенийĕпе chrio.cap.ru адреспа кĕрсе «Чăваш чĕлхине вĕрентекенсен республика шайĕнчи ăсталăх конкурсĕ» баннерта вуласа паллашма пулать.