аштавăн 19-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă савăнăçлă каç иртрĕ. Телее, Ухсай Яккăвĕн ячĕ пирĕншĕн ют мар. Шкул ачисен программинче те пур унăн ĕçĕсем, яш-кĕрĕм çепĕç лирикине килĕштерет, аслă ăру валли — чăвашлăхпа, тăванлăхпа тулнă вун-вун сăвă, поэма, роман. Драматургире, критикăпа публицистикăра нумай тăрăшнă. Ун ячĕ вилĕмсĕр Константин Ивановпа, Çеçпĕл Мишшипе, Петĕр Хусанкайпа, ыттипе юнашар. Эпир ăна вулатпăр, пĕлетпĕр, хисеплетпĕр, çапах та сăмах ăстин поэзи «тарăнлăхне» уçса çитереймен-ха, ун пирки каламалли, ăна тĕпчемелли пайтах.
Халăх поэчĕ ячĕпе йĕркеленĕ каçра та, ăна ЧР культура министрĕ Роза Лизакова ертсе пычĕ, çак шухăша палăртрĕç. Роза Михайловна хăйĕн сăмахĕнче Ухсай Яккăвĕн ятне çĕклес, çитес ăрусем валли упраса хăварас тĕлĕшпе юбилей çулĕнче тунă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе ЧР Президенчĕн Хушăвне пурнăçласа чылай мероприяти ирттернĕ: конференцисемпе куравсем, «çавра сĕтелсем», уçă уроксем... Çак кунсенче вара поэтăн произведенийĕсен пуххи — «Самана» ятпа — кун çути курнă. Ухсай Яккăвĕн юбилейне унăн тăван кĕтесĕнче — Пушкăртстан
...
Малалла вула »