Хаклă ентешĕмĕрсем! Сире Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Çĕнĕ çул асамĕ пире пурне те тыткăнлать, ырă туйăмсем вăратса тата та нумайрах ырă ĕç тума хавхалантарать. Шăпах çак вăхăтра тавралăх шурă юрпа хупланса хитреленет, пирĕн кăмăл хăпартланать, ачасем юр кĕлеткесем ăсталаса уява, Юр пикепе Хĕл Мучине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çĕнĕ çул – асамлăх кĕтекен тĕлĕнтермĕш вăхăт. Вăл ĕненÿпе шанчăк, ырăлăхпа çутăлăх, килĕшÿлĕхпе юрату уявĕ. Шăпах çак вăхăтра эпир иртсе пыракан çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпĕр тата малашлăх валли тĕллевсем палăртатпăр. 2011 çул пирĕншĕн пуриншĕн те пĕчĕк тата пысăк ĕçсен çулталăкĕ пулчĕ. Эпир республикăн социаллă тĕллевлĕ бюджечĕн тупăшĕсене ÿстернине пула ăна темиçе хутчен те пăхса тухрăмăр. Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Республикăра инновацин пысăк проекчĕсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçлама тытăннă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ тата ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстернĕ, çĕнĕ çулсемпе пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, çуртсен картишĕсене тĕпрен юсанă тата ача-пăчан хальхи вăхăтри спорт площадкисене уçнă. Эпир сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, ку
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 653 | | Комментарисем (1)|
Хăш кун хушнă: 31.12.2011
| Рейтинг: