Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Раштав 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 19:40
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Раштав » 23 » Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа
    Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа
    21:04
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    аштавăн 19-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă савăнăçлă каç иртрĕ. Телее, Ухсай Яккăвĕн ячĕ пирĕншĕн ют мар. Шкул ачисен программинче те пур унăн ĕçĕсем, яш-кĕрĕм çепĕç лирикине килĕштерет, аслă ăру валли — чăвашлăхпа, тăванлăхпа тулнă вун-вун сăвă, поэма, роман. Драматургире, критикăпа публицистикăра нумай тăрăшнă. Ун ячĕ вилĕмсĕр Константин Ивановпа, Çеçпĕл Мишшипе, Петĕр Хусанкайпа, ыттипе юнашар. Эпир ăна вулатпăр, пĕлетпĕр, хисеплетпĕр, çапах та сăмах ăстин поэзи «тарăнлăхне» уçса çитереймен-ха, ун пирки каламалли, ăна тĕпчемелли пайтах.
    Халăх поэчĕ ячĕпе йĕркеленĕ каçра та, ăна ЧР культура министрĕ Роза Лизакова ертсе пычĕ, çак шухăша палăртрĕç. Роза Михайловна хăйĕн сăмахĕнче Ухсай Яккăвĕн ятне çĕклес, çитес ăрусем валли упраса хăварас тĕлĕшпе юбилей çулĕнче тунă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе ЧР Президенчĕн Хушăвне пурнăçласа чылай мероприяти ирттернĕ: конференцисемпе куравсем, «çавра сĕтелсем», уçă уроксем... Çак кунсенче вара поэтăн произведенийĕсен пуххи — «Самана» ятпа — кун çути курнă. Ухсай Яккăвĕн юбилейне унăн тăван кĕтесĕнче — Пушкăртстанри Слакпуçĕнче, чăваш тĕпленсе пурăнакан вун-вун хутлăхра паллă тунă.
    ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР Элтепĕрĕн Администрацийĕн Ертӳçи Александр Иванов Ухсай Яккăвĕн произведенийĕсем хастар тата харсăр чунлă пулма, тĕрĕс пурăнма вĕрентнине, вĕсем философиллĕ, тарăн шухăшлă пулнине палăртрĕ. «Поэт — литературăн çутă çăлтăрĕ, вăл яланах халăхпа пĕрле пулнă. Çавăнпа унăн ячĕ халăхра ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ», — терĕ Александр Степанович.
    Савăнăçлă каçа Пушкăртстан делегацийĕ те хутшăнчĕ. Делегаци ертӳçи — ПР культура министрĕн çумĕ Ранис Алтынбаев Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ ниçта та мар, Пушкăртстанра çуралса ӳснишĕн хĕпĕртенине, унпа республика тивĕçлипе мухтаннине пĕлтерчĕ.


    Хыпар çăлкуçĕ: http://gov.cap.ru/chuv/news.as...83-494d-95eb-7eb4575c9e35
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 578 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)