Рустам Минниханов Тутарстан Президенчĕн должноçне йышăнас церемони Хусанти С.Сайдашев ячĕллĕ концерт залĕнче иртрĕ. Унта пурĕ 800 ытла хăна килнĕччĕ, çав шутра РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Г.Рапота, Ислам конференцийĕ организацин генеральнăй секретарĕ Э.Ихсаноглу, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, республика пуçлăхĕсем тата ыттисем те.
Пуçтарăннисем умĕнче сăмах каланă чухне Рустам Минниханов «Тутарстан Президенчĕн должноçне йышăннă май эпĕ çак самантăн яваплăхне тата пĕлтерĕшне туллин туятăп», – терĕ. Вăл Раççей Президентне Д.Медведева, Тутарстан Патшалăх Канашĕн депутачĕсене çак ĕçе шанса панăшăн тав турĕ. Хăйĕн вĕрентекенне Минтимер Шаймиева Рустам Минниханов уйрăмах тав турĕ. Çĕнĕ Президент сăмахĕсем тăрăх, çак ĕçе ăна шанса пани вăл республика суйласа илнĕ çула – социаллă лăпкăлăха, нацисем хушшинчи килĕшӳлĕхе тата экономикăн тĕреклĕ аталанăвне – тĕрев пани. Çавăн пекех вăл Тутарстан Раççей экономикин чĕри, Хусан – çĕршывăн виççĕмĕш тĕп хули пулса тăнине палăртрĕ: «Раççей Федерацине вăйлă регионсем çеç вăйлă тума пултарнине Тутарстан ĕçпе çирĕплетет».
Рустам Минниханов сăмахĕсем тăрăх, паян пирĕн умра çĕнĕ задача тăрать:
...
Малалла вула »