Етĕрне районĕнчи Ачак ялĕнче 30 çул каялла йăл илнĕ ушкăнăн ячĕ-чапĕ таврана анлă сарăлнă. «Вирьяла» пуçарса янă купăсçă Михаил Долгов вара хăй çак çĕр çинче çур ĕмĕр пурăннине паллă турĕ.
- Эпĕ Тури Ачак ялĕнчи 11 ачаллă çемьере чи кĕçĕнни – ытарлăн каласан юман савăл - пулнă. Купăс вăйĕпе хакне пĕлнĕ атте мана ача чухнех музыка çак хатĕрне илсе пачĕ. Ерипен хам тĕллĕнех илемлĕ çемĕсем калама вĕрентĕм. Ферма ертÿçинче тăрăшнă аттепе тата ĕне сăваканра ĕçленĕ аннепе пĕрле ир-ирех сукмак пайлаттăм: кашни кун тенĕ пекех выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшаттăм. Ăшă сĕт шăрши халĕ те асрах. Шкулта ăс пухма пуçласан музыка предметне вĕрентекен Евдокия Алексеевна Пчелкина ман туртăма асăрхаса аталантарма пуçларĕ. 6-мĕш класра алла аккардеон тытрăм, концертсенче хам пеккисене юрлаттарса ташлаттартăм. Ÿсерехпе хĕрсем вăййа чĕнме пуçларĕç. Кÿршĕ урамра вăйă картине пухăннă çамрăксене кăмăлĕсем туличченех савăнтараттăм. Эх, çамрăклăх, аллăмри купăса айккине хурса чун çырлахиччен ташлас килетчĕ те, анчах та таврара урăх ăста пулманнипе шăла çыртса чăтаттăмччĕ. Хĕрсем ушкăнăн-ушкăнăн алран ал тытса урам тăрăх чăваш юррисене шăрантарса васкамасăр утатчĕç. Купăс çемми ыйха пу
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 578 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 14.03.2010
| Рейтинг: