Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 26.11.2024, 08:49
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Пуш » 26 » ТĔЛĔНТЕРЧĔÇ ЭЛКЕЛСЕМ ("Сувар")
    ТĔЛĔНТЕРЧĔÇ ЭЛКЕЛСЕМ ("Сувар")
    21:36
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Тутарстанăн Элкел районĕнчи Çĕньялта çак районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем пухăнса канашларĕç. Кунти шкул ĕçченĕсем уçă уроксем ирттерчĕç, вырăнти çурт-музейре чăваш туйĕн инсценировкине кăтартрĕç. Кĕске вăхăт хушшинче ял варринчи кивĕ медпунктран çĕньялсем ĕлĕкхи чăваш музейне туса лартнă. Унта йăлтах ĕлĕкхи пурнăçла тунă: кăмаки те пур, арчи те, кĕнчелипе ал арманĕ те çенĕкре, чӳрече янаххисене те эрешлисемпе улăштарма хатĕрленеççĕ. Ачасем туй йăлисене лайăх вĕренни сисĕнчĕ: ятарлă юрăсене те, такмаксене те ăста юрларĕç. Ташши тата мĕне тăрать! Çакă йăлтах кивĕлле капăрлатнă кил-çуртра пулса иртнине шута илсен хăвна ху шăпах ĕлĕкхи пек, туй ĕçкине кăмака хыçĕнчен пăхса тăракан евĕр туятăн. 
    Тĕлĕнтерчĕç элкелсем. Ку тăрăхри чăвашсем вĕт иртнĕ çулсенче, Сиктĕрмери музей ĕçĕ-хĕлĕпе Çĕньялти Уява шута илмесен, тăван чĕлхепе культурăна аталантарас ĕçре ытла палăрмастчĕç. Хальхи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕ пирки çакна калаймастăн. Хастарсем темелле вĕсене. Çулсене пылчăк тухма пуçланине пăхмасăрах пурте пуçтарăннă канашлăва. Учительсен пĕрлешĕвĕ вĕренекенсен «Ман юратнă учитель» темăпа çырнă сочиненийĕсене пăхса тухса хакларĕç. Хаçат ĕçченĕсемпе ирттернĕ тĕлпулура та çивĕч ыйтусене сӳтсе яврĕç. Тĕслĕхрен, хăш-пĕр ялсенче ашшĕ-амăшĕсем ачисене заявлени çырсах чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ярасшăн мар. Сăлтавĕ имĕш, нагрузка пысăк пулнинче. Тăван чĕлхен 2 сехетне хирĕç вĕсем, çав вăхăтрах тутар чĕлхине эрнере 6 сехет вĕрентнине никам та хирĕç мар. Кулăшла ку. Тăван чĕлхе кирлĕ мар çынна мĕнле-ха ытти ют чĕлхесем килĕшчĕр?
    ТР ЧНКА ĕçĕ-хĕлне те Элкел тăрăхĕнчи чăвашсемпе сӳтсе яврăмăр. Кунти шкулсенче вĕт 30 çула яхăн чăваш çырулăхĕ пулман, çавăнпа та хальхи вăхăтра ачисене шкула яракансем ытларах чухне шăпах чăвашла вĕренмен чăвашсем пулса тăраççĕ. Вĕсен кăмăлне çавăрма çăмăл мар, çапах та ĕçлемелле. Автономи чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче пысăк мероприятисем, хуласенче концертсем ирттерни лайăх япала, анчах халăхшăн – усси сахалрах. Унти чăвашсем нумайран нихăçан та манса каймĕç хăйсем камсем пулнине. Чăвашсем сахал пурăнакан районсемпе ытларах ĕçлемелле, уйрăмах хутăш ялсенче. Вĕсенчи чăвашсене «вăратмалла», чăвашлăха аталантарма условисем тумалла. Ку ĕç вара юлашки çулсенче пачах путланса ларчĕ темелле. Асфальтсăр ялсене те çитесчĕ пирĕн, перепись çывхарать вĕт.
    Эстрада çăлтăрĕсене чĕнтерсе чаплă концертсем ирттерни çителĕксĕр. Вăл чуна йăпатни тата ытти нацисем умĕнче хамăр халăхăн чапне çĕклени кăна. Имидж мероприятийĕ. Анчах çав концертсене çитес çулсенче çӳрекенсем, хаçат-журналсен пулас вулаканĕсем çинчен те манса каймалла мар, çине тăрсах чăвашла вĕрентмелле. Вĕрентесчĕ.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 685 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.8/21 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)