Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Шкул директорĕсене демократиллĕ майпа вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем суйланине ырлатăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 29.11.2024, 20:52
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Пуш » 14 » Упрать чăвашлăха "Вирьял" ("Чăваш хĕрарăмĕ")
    Упрать чăвашлăха "Вирьял" ("Чăваш хĕрарăмĕ")
    16:24
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Етĕрне районĕнчи Ачак ялĕнче 30 çул каялла йăл илнĕ ушкăнăн ячĕ-чапĕ таврана анлă сарăлнă. «Вирьяла» пуçарса янă купăсçă Михаил Долгов вара хăй çак çĕр çинче çур ĕмĕр пурăннине паллă турĕ.

    - Эпĕ Тури Ачак ялĕнчи 11 ачаллă çемьере чи кĕçĕнни – ытарлăн каласан юман савăл - пулнă. Купăс вăйĕпе хакне пĕлнĕ атте мана ача чухнех музыка çак хатĕрне илсе пачĕ. Ерипен хам тĕллĕнех илемлĕ çемĕсем калама вĕрентĕм. Ферма ертÿçинче тăрăшнă аттепе тата ĕне сăваканра ĕçленĕ аннепе пĕрле ир-ирех сукмак пайлаттăм: кашни кун тенĕ пекех выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшаттăм. Ăшă сĕт шăрши халĕ те асрах. Шкулта ăс пухма пуçласан музыка предметне вĕрентекен Евдокия Алексеевна Пчелкина ман туртăма асăрхаса аталантарма пуçларĕ. 6-мĕш класра алла аккардеон тытрăм, концертсенче хам пеккисене юрлаттарса ташлаттартăм. Ÿсерехпе хĕрсем вăййа чĕнме пуçларĕç. Кÿршĕ урамра вăйă картине пухăннă çамрăксене кăмăлĕсем туличченех савăнтараттăм. Эх, çамрăклăх, аллăмри купăса айккине хурса чун çырлахиччен ташлас килетчĕ те, анчах та таврара урăх ăста пулманнипе шăла çыртса чăтаттăмччĕ. Хĕрсем ушкăнăн-ушкăнăн алран ал тытса урам тăрăх чăваш юррисене шăрантарса васкамасăр утатчĕç. Купăс çемми ыйха путнă ял тăрăх ян каятчĕ. Аслă классенче клуб алăкĕсем маншăн яр уçăлчĕç. Çамрăксене тĕрлĕ вăйă-кулăра купăспа хавхалантараттăм. Вĕреннĕ чух кÿршĕ ялсене çуран та, лашапа та, йĕлтĕрпе те концертсемпе çитнĕ. Аттестат алла илсен Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕтĕм. Унта эпĕ пĕрремĕш хут алла баян тытрăм, нота мĕнне пĕлтĕм. Çара кайиччен пĕр çул тăван ялăн клубĕнче тăрăшрăм. Хĕсметре вĕрсе каламалли инструментсемпе çывăхрах паллашрăм, оркестр ертÿçи тата уйрăм командирĕ пулса тăтăм. Музыкăна юратакан молдавансенчен оркестр йĕркелерĕм. Хĕсмет вĕçленичченех офицерсемпе салтаксене асамлă кĕвĕ çеммисемпе чунĕсене çунатлантартăмăр. Хĕсмет хыççăн Хусанти культура институтне çул тытрăм. Диплом илнĕ хыççăн ялти клубра ĕçлерĕм, Яракасси шкулне музыка вĕрентме çÿрерĕм. Комсомол райкомĕнче инструкторта ĕçлекен Хĕрлĕ Çыр ял хĕрĕпе Валентинăпа паллашрăм. Кĕçех туй кĕрлеттертĕмĕр. Савнă мăшăрăм Анат Ачак ял клубĕн ертÿçинче вăй хума пуçларĕ. Пирĕн туслă çемьере паян виçĕ ача çитĕнет. Тăван ялта музыка вĕрентекенĕнче 7 çул хушши ача-пăчана илемлĕх тĕнчин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштартăм.

    1990 çулта Культура керменĕн директорĕн ĕçне кÿлĕннĕ хыççăн «Ленинская искра» колхоз ертÿçи Аркадий Павлович Айдак пуçарнипе çывăхри клубсенче ĕçлекенсенчен «Вирьял» фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕмĕр. Колхоза килекен мĕн пур хăнана чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илеттĕмĕр. Район тата республика шайĕнче иртекен мĕн пур уява хастар хутшăнаттăмăр. Инçе çула кĕскетсе республика тулашĕнче тĕпленнĕ чăвашсем патне ятарлă концерт программипе çитеттĕмĕр, Раççей тулашĕнче иртекен фестивальсене пухăнакан куракана чăваш йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе паллаштарса ал çуптараттăмăр. Кашни ĕçĕн тÿнтер енĕ те пур. Эпир концертсемпе çÿренĕ вăхăтра хуçалăхри мĕн пур ĕç-пуç пирĕн мăшăрсемпе ачасем тата тăвансем çине тиенет. Çавăн пек тапхăрсенче «килтисем мĕнлерех-ши унта» тесе мĕн чухлĕ кулянман-ши! 1992 çулта ушкăн «халăх» ята тивĕçрĕ. Паян «Вирьял» ушкăна Лев Иванов ертсе пырать. Ушкăнăн тĕп шăнăрĕ – республика шайĕнче иртнĕ тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем Ивановсемпе Степановсен çемйисем. Хăть мĕнле ĕç тапратсан та çăмăл вĕсемпе. Инçе çула хăвăрт пуçтарăнаççĕ. Паян эпĕ Лапракассинчи «Латус» юрăпа ташă халăх ушкăнĕнче аккомпаниаторта та тăрăшатăп. Хăй вăхăтĕнче ятарласа хатĕрленĕ концертсене вырăнти радиоузелпа чылай янраттартăмăр.

    ...Юлашки çулсенче ялсенче вăййа тухасси пĕтсе пырать. Çапах та халăх хавхаланусăр пурăнаймасть. Самана тени урăхла хутшăнусем çуратрĕ. Паян артистсене юбилейсене, туйсене, çемье уявĕсене чĕнесси модăра. Чăваш тумĕллĕ фольклор ăстисене пур çĕрте те хапăлласа йышăнаççĕ. Чĕннĕ çĕре хаваспах çитетпĕр. Халăха малалла пурăнма вăй-хăват паратпăр. Юрă-ташă – этемĕн ик çуначĕ. Чун-чĕрепе хал-çурăмра вăй пур чух тăван ял-йыша, халăха татах та савăнтарасчĕ-ха...



    Смотри также:


    « ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔ
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 579 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.0/34 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)