Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 19:54
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Утă » 25 » Кризис вăхăтĕнче укçа-тенкĕпе епле перекетлĕ усă курмалла?
    Кризис вăхăтĕнче укçа-тенкĕпе епле перекетлĕ усă курмалла?
    22:49
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    nullÇак правилăпа («тăватă конверт меслечĕпе») эпĕ кашни ĕç укçи илмессеренех усă куратăп. Хăш чухне мана хамăн питĕ нумай укçа пур пек туйăнать. Вăл тем те туянма çитет пек. Анчах та çак туйăм ултавлă. Мĕншĕн тесен ун чухне кирлĕ мар япаласене туянма пултаратăн. Выçса çитнĕ хыççăн çисе тултаратăн та, ху кӳпĕннине кайран кăна туйса илетĕн. Укçапа тăккаланнă чухне те çавах. Лавккана выçăлла кĕрсен нумай кирлĕ мар япала илсе тултаратăн. Киле çитсен тин çакна ăнланса илетĕн. Çавăнпа та укçа-тенке пĕлсе пайлани ăна перекетлеме май парать. Манăн тĕп правило – «Ĕçлесе илнинчен сахалрах тăкаклан». Пурте пĕлеççĕ ăна, анчах хисеплесе тытса пыракансем сахал. Апла пулсан мĕнпе ăнлантармалла çынсем мăй таран кредит айне путнине. Çапла, чаплă машина, хăтлă хваттер, ют çĕршыв курорчĕсене канма каясси çав тери илĕртӳллĕ. Пурнăçа çак шайра тытса пырасси час-часах лайăххипе вĕçленмест, чи хăрушши – çемье арканни. 
    Ăнăçуллă çынсем вара харпăр укçа-тенкĕпе ăслă хуçаланса çитĕнӳсем тăваççĕ. Мĕнле? Вĕсем харпăр бюджет йĕркелеççĕ. Бюджет йĕркелеме миллион тенкĕ кирлĕ тесе ан шутлăр. Ăна пĕр эрнене, пĕр уйăха е çулталăка никĕслеме пулать. Ун чухне ăссăрла çухатусем те пулмаççĕ. 
    Тăватă конверт правили питĕ те ансат. Калăпăр сирĕн çемьен тупăшĕ 20 пинпе танлашать. Çемьен укçа-тенкĕ тĕллевĕ – «хура куна» укçа пултăр, пĕр-пĕр пысăк япала туянма çиттĕр. 20 пин тенкĕн 10 процентне – 2 пинне икĕ шут çине пайласа хуратпăр: пĕр пинне перекет кĕнекине, тепĕр пинне инвестицисем çине. 
    Çапла пирĕн 18 пин тенкĕ юлать. Унран 4 пинне коммуналлă пулăшусен тӳлевĕ валли илетпĕр. 14 пин юлчĕ. Тепĕр 4 пин тенке автомашина валли бензин туянма, ачасене тĕрлĕ кружоксене çӳретме уйăратпăр. 10 пин юлчĕ. Çак 10 пине тăватă конверта пайлатпăр. Кашнинче 2500 тенкĕ пулать. Ку пĕр эрне пурăнмалли бюджет. Кашни эрнере 2500 тенкĕ тăкакласа эсир уйăх пĕр хуйхăсăр пурăнма пултаратăр. Енчен те сахалрах пĕтертĕр пулсан юлнă укçапа кăштах канма та пулать. 
    Халиччен те перекетлĕ пулайман çынна тӳрех çак правилăсемпе пурăнма тата шухăшсăр укçа-тенке салатнă хыççăн çирĕп дисциплинăна хăнăхма питĕ йывăр. Хăш-пĕрин депресси пуçланма та пултарать. Упăшки е арăмĕ пĕр-пĕрне хыткукар теме пуçличченех. Анчах пăртакран ку та иртет. Укçа-тенке перекетлĕ тытни – паха пурнăç уççи. 
    Тепĕр правило – «Ĕçлесе илнинчен сахалрах тăкаклан».
    Пĕр енчен шутласан ку каларăш кулнă пекех туйăнать. Ара, укçа çитмесен ытлашши епле тустарма пулать-ха? Пулать çав. Нумайăшĕ парăма кĕрсе каяççĕ те, ĕçлесе илнĕ укçа йăлтах ăна татма каять. Анчах малалла та пурăнмалла-çке. Каллех парăма кĕретĕн. Халĕ нумайăшĕ хăйсен ĕç укçине кура мар, патшалăхран кредит илсе парăма кĕрсе каяççĕ. Банксем питĕ нумай процент илнине те пăхса тăмаççĕ. Çавăнпа харпăр тупăшпа ăслăн усă курмалла, йăлтах планласа хумалла. 
    Перекетлемелле тени пурăнма манмалла тенипе пĕр тан мар. Шутлани, тĕрĕслени пурăнма кансĕрлемест, пулăшать кăна. Пурнăçра лайăххи тем тесен те нумайрах. 
    Малашне эпир сирĕнпе харпăр укçа-тенкĕпе, тухăçлăрах ĕçлеме вĕренĕпĕр, анализпа планлассине пăхса тухăпăр, инвестицисем хывассипе паллашăпăр. Валюта, фонд, куçман пурлăх рынокĕсенче ĕçлеме те вĕренĕпĕр. Банксемпе страховани рынокĕсем, налог хывассин системи çинчен пĕлни те пăсмасть. Хаçат страницисенче паллă чăваш предпринимателĕсемпе тĕл пулма та тăрăшăпăр. Вĕсем хăйсен пуян опычĕпе паллаштарни, укçа-тенкĕ ăнăçăвĕ мĕнрен килнине каласа пани пурне те интереслĕ пулĕ. 
    ■ Игорь Казачкин.
     

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 646 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.8/6 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)