Çав шĕл кăвар – чăваш сăмахĕ, Чечен чĕлхи – чăваш чĕлхи. Вăл упрансассăн – хам хамах эп, Упранмасан – эп çын мĕлки... П. Хусанкай. Паянхи лару-тăрăва илес пулсассăн чăвашсен йышĕ чаксах пырать. Пĕтĕмĕшле пăхсан чăвашсен кăна мар, Раççейре пурăнакан ытти вак халăхсен те çак проблемах. Хăшĕ-пĕри çакна асăрхамасть е вуçех пĕлмест, пĕлекенни вара шăпрах тăма кăмăл тăвать. Мĕн тăвас тен, йăваш чăваш... Кирек мĕнле ыйтăва хускатсан та тарăнрах чакаламалла. Тымарне тупса кăкламалла. Çиелтен çеç тăпăлтарнин усси çук. Çум курăк та çапла мар-и, ара; Çĕнĕрен те çĕнĕрен тапса тухать тĕп тăвиччен. Тĕрĕссипе, эпир тапратнă ыйту паян çеç çуралман. Ĕлĕкех пулнă вăл. Çакна Гурий Комиссаров-Вантерăн “Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши?” статйи те çирĕплетет. Ăна вуласан: “ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче мар, тинтерех çырнă пулĕ ку ĕçе?” – тесе тĕлĕнетĕн. Питĕ тарăн та пĕлтерĕшлĕ, кивелми шухăшсем палăртнă тăван халăх культурине тишкерекен паллă историк. Чăваш пĕтессине кăтартакан хăрушлăхсен шутне вăл çаксене кĕртнĕ: хастарлă ашшĕ-амăшĕ вырăнне юрăхсăр ачи-пăчи пулни; эрех-сăра ĕçме, чĕлĕм туртма юратни; начар кĕлетке; сывлăх чакни; ухмах çурални; ача çуралманни (хунавсăр чăвашсем); чăваш кăмăлĕ пăсăлни; пĕрле, кĕр пулса ĕçлеменни; харпăр хăйне вĕлерни; урăх халăхсемпе хутăшса кайни; чăвашăн хăй ăсĕпе тунă ырлăхсем (культура) çукки. Пĕр пункчĕпе те килĕшмесĕр май çук. Кашнин пиркиех темĕн чухлĕ калаçма пулать. Анчах тĕп сăлтавĕсем виççĕ: пĕтĕмĕшле алкоголизаци; ача çуратманни; тăван чĕлхене хисеплеменни. Кашни çын пуçне çулталăкра 8 литр эрех-сăра тивсен ку нацие вилĕм патне илсе çитерме пултарасса палăртаççĕ тĕпчевçĕсем. Раççейре вара çак палăртнă виçе 12-13 литртан та иртет. (ТЕПРИСЕМ 15-18 ЛИТР ТЕÇÇĔ !) Мĕн çинчен пĕлтерет-ши асăннă хăрушă статистика; Çапла, савăнмалли сахалтарах. Анăç “культурин” витĕмĕпе кăмăл-сипет нормисем хавшаса пыраççĕ, нумай пулмасть килпетсĕр тенĕ япалана “йĕркеллех” пек йышăнаççĕ. Ятарлă ыйтăм ирттернĕ хыççăн çакă палăрнă: 18 тултарман ачасемпе çамрăксен 92 проценчĕ 15 çула çитичченех “хаяррине” тутанса пăхнă. Кашни виççĕмĕшĕ – 10 çултах. Ăс-тăнĕпе психики йĕркеленсе çитмен “пурнăç чечекĕсем” пур информацие те хăвăрт йышăнаççĕ. Уйрăмах сиенлисене. Мĕншĕн тесессĕн сиенли яланах ансат. Кăткăссисемпе пуçа ватас килмест вĕсен. Çакна шута илеççĕ те суту-илÿре ĕçлекенсем. Эрех-сăрана, сывлăхшăн сиенлĕ шĕвексемпе сĕткенсене, пируса тата ытти килпетсĕр япаласене рекламăлакан роликсем илĕртÿллĕ, тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа, сăрăпа ялкăшаççĕ, кĕскен те витĕмлĕн каланă путсĕр сăмахсем самантрах пуçа минтерсе яраççĕ. Тÿрех ас тивсе, тутанса пăхас туйăм çуралать. Уйрăм çын инкекĕ кăна мар вăл, пĕтĕм халăх хуйхи. Эрех-сăрапа минренĕ çамрăка тек нимĕн те кирлĕ мар. Унăн характерĕ çирĕпленсе çитеймесĕ-рех пăсăлас енне сулăнать. Ăнсăртран пулаççĕ-ши çакăн евĕрлĕ улшăнусем; Çук, паллах. Таврара, çемьере мĕн хуçаланнине сăнаса çавна вĕренет ача. Çакăнтан килет малашне лайăх е усал çул суйласси. Ырă пуçарусемпе аталанăва çемьерен пуçламалла. Вăл – никĕсре. Çемье çирĕп пулсан çурт та – халăх – тĕреклĕ ларать, ишĕлмест. Тăван-пĕтене палламасан, кил-йышшăн хаклă, пĕлтерĕшлĕ япаласене пуçтармасан, вĕсене упраса йăхран-йăха памасан питех те япăх. Аслашшĕ-асламăшĕ хăш йăхран, мĕн ĕçлесе пурăннине кашни ачанах пĕлмелле. Ку тăванлăх туйăмне аванрах палăртма пулăшать, чăваш йăхне малалла тăсма, йышлăлатма хавхалантарать. Чăваш çемйи яланах йышлă та туслă пулнă. Ахальтен кил-йыш теместпĕр ăна. Пĕр çуртрах ват аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ, ачисем пурăннă. Килтен уйрăлса тухакансем – аслисем. Ар çыннăн йывăç лартмалла, çурт çĕклемелле, ача çитĕнтермелле – çакăнта чăваш халăхĕн мĕн пур философийĕ. Çут тĕнчене килекен кашни ачана Турă парни вырăнне хунă. Никамăн та пепкене çураличченех вĕлерес, планласа çут тĕнчене килтерес шухăш пулман. Халĕ пачах урăхла ÿкерчĕк. Ытти халăхсен витĕмĕпе чăвашсем те усал серепене çакланчĕç. Ача çуратмасан, çĕнĕ ăру йышланса пымасан наци пĕтес хăрушлăх çивĕчленет. Тепĕр ене те палăртмалла. Ача шучĕ ÿсни кăна халăх пĕтменнине çирĕплетмест-ха. Чăвашăн кил-йышĕнче “вырăс çуралса çитĕнсен” унăн мĕнле пуласлăх пултăр; Харпăр хăй чĕлхине хисеплеменни илсе пырать те вилĕм патне. “Ху чĕлхÿне ан хурла!..” ят панă Çемен Элкер 1917 çулта “Хыпарта” пичетленнĕ пĕр статйине. Унта вăл çапла çырнă: “Хăй чĕлхине юратмасăр унтан йĕрĕнсе тăракансене Турă та юратмĕ, ун пек халăхсем Турă умĕнче те, ытти халăхсем умĕнче те малалла каяймĕç, вĕсем пурăннăçем пĕтсе çĕр çинчен çухалсах пырĕç...” Чăвашсем вырăс патшалăхне кĕнĕ хыççăн вĕсен хушшинчен те çутталла турткăнакансем туха пуçланă. Малтанхи тапхăрта маттуртарах та пултаруллăраххисем пĕлÿ шайне тĕн семинарийĕсенче ÿстернĕ. И.Я. Яковлев наци шкулне йĕркелесен вара – Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче. Анчах темшĕн вĕреннĕ çынсемшĕн вырăс чĕлхи малти вырăна тухса тăнă. Вĕсене никам та тăван чĕлхерен писме хистемен-çке! Ирĕклĕ суйлав!.. Çÿллĕрех “картлашка” çине хăпарнăскерсемшĕн, “ăсланса çитнĕскерсемшĕн”, ашшĕ-амăшĕн чĕлхи вĕсене тивĕçлĕ мар, çителĕклĕ аталанайман пек курăннă-ши; К.В. Иванов та “Хальхи самана” ятлă хайлавĕнче çакна лайăх палăртнă: Тĕрлĕ çутă тÿмешĕн Тенки тухать ав лешĕн? Чăвашла та калаçмасть, Тăванне те ас тумасть... Паянхи кун та сарăлса пырать çак юхăм. Тарăнрах шухăшласассăн, тен, лару-тăру çавăн пек япăхах та мар? Тен, кунта ятарлă психологи витĕмĕ те пур? Ачашраххисем, черченкĕреххисем пур пĕрех пĕтетпĕр тесе “вырăса тухаççĕ”. Ун тĕслĕхне кура тепри çапла хăтланать. Кайрĕ вара... Лешсене, халăха пĕтерме шут тытнисене (глобализаци идейипе сĕмленекеннисене), çакă çеç кирлĕ. Сăмах вăйĕ пирки пурте пĕлетпĕр. Çĕклеме те, пĕтерме те пултарать вăл. Çавăнпа та ют элеке итлес марччĕ. Çын сăмахĕ хыççăн кайса вакка сикесрен асăрханасчĕ. Чăваш халăхĕ – этемлĕх йывăçĕн пĕр турачĕ, эпир вара – çав турат çинчи çулçăсем. Хăрса ÿкме парас марччĕ çав турата. Ун çинчи кашни çулçа упрасчĕ!
Ольга ПĂРТАС ИНТЕРНЕТРАН:Этот день учрежден по инициативе депутатов Госдумы. Инициатива празднования Дня семьи поддержана всеми традиционными религиозными организациями России, ведь идея празднования Дня семьи, любви и верности не имеет конфессиональных границ. В каждой религии есть примеры семейной верности и любви.
Символично, что праздник впервые отмечается в 2008 году, который объявлен годом семьи. Идея праздника возникла несколько лет назад у жителей города Мурома, где покоятся мощи святых супругов Петра и Февронии, покровителей христианского брака, чья память совершается 8 июля. В их жизни воплощаются черты, которые традиционные религии России всегда связывали с идеалом супружества, а именно: благочестие, взаимная любовь и верность, совершение дел милосердия и попечение о различных нуждах своих сограждан.
У нового праздника уже есть медаль, которую будут вручать 8 июля, и очень нежный символ – ромашка. Этому теплому празднику рады в любом доме, потому он так легко шагает из церковного календаря и готов постучаться в каждую дверь.
Çыпăçтарнисем: |