Июль (утă), 4 Хĕвел: тухать – 4.06, анать – 21.30, кун тăршшĕ – 17.24. Уйăх: тухать – 19.43, анать – 1.01. Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ. Тинĕс-çар флочĕн авиацийĕн кунĕ. Сергей Родионов (1859 – 1925), архитектор, çуралнăранпа 150 çул. Александр Пирогов (1899 – 1964), юрăç, СССР халăх артисчĕ, çуралнăранпа 110 çул. Менелник: Максим, Терентий, Юлиан, Юлий, Анастасия, Василиса, Георгий, Никита, Федор, Галактион, Геннадий. Июль (утă), 5 Хĕвел: тухать – 4.07, анать – 21.29, кун тăршшĕ – 17.22. Уйăх: тухать – 20.36, анать – 1.40. Тинĕс тата юхан шыв флочĕн ĕçченĕсен кунĕ. Фаддей Булгарин (1789 – 1859), журналист, çыравçă, çуралнăранпа 220 çул. Богдан Боднарский (1874 – 1968), кĕнекеçĕ, библиограф, РСФСР наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, çуралнăранпа 135 çул. Николай Степанов (1879 – 1938), химик, СССР НА член-корреспонденчĕ, çуралнăранпа 130 çул. Менелник: Ульяна, Геннадий, Евсей, Василий, Галактион. Июль (утă), 6 Хĕвел: тухать – 4.08, анать – 21.28, кун тăршшĕ – 17.20. Уйăх: тухать – 21.15, анать – 2.32. Халăх календарĕпе – Аграфена. Çак вăхăтра курăксем уйрăмах сĕтеклĕ: сиплисене пуçтарса типĕтмелле. Агриппина Ваганова (1879 – 1951), балет артистки, балетмейстер тата педагог, РСФСР халăх артистки, çуралнăранпа 130 çул. Сергей Грицевец (1909 – 1939), летчик, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, майор, çуралнăранпа 100 çул. Борис Балтер (1919 – 1974), çыравçă, куçаруçă, çуралнăранпа 90 çул. Менелник: Агриппина, Артем, Александр, Алексей, Корнилий, Митрофан, Святослав, Артемий, Герман, Иосиф, Осип, Федор. Июль (утă), 7 Хĕвел: тухать – 4.09, анать – 21.27, кун тăршшĕ – 17.18. Уйăх тулать: тухать – 21.41, анать – 3.38. Халăх календарĕпе – Иван Купала. Вырăссен тĕп уявĕсенчен пĕри. Çак кун хĕвел тухнă-тухманах шыва кĕмелле-мĕн: пĕтĕм чир-чĕртен хăтăлатăн. Сывлăм вăйлă ӳкнĕ – хăяр ăнса пулать. Каçпа тӳпере çăлтăр нумай – кăмпа ăнать. Енчен те çак кун аслати авăтать – мăйăр сахал тата тĕшĕсĕр пулать. Серафим Туликов (1914 – 2004), композитор, СССР халăх артисчĕ, çуралнăранпа 95 çул. Елена Образцова (1939), юрăçă, педагог, СССР халăх артистки, Социализмла Ĕç Геройĕ, çуралнăранпа 70 çул. Менелник: Антон, Иван, Яков, Никита. Июль (утă), 8 Хĕвел: тухать – 4.10, анать – 21.26, кун тăршшĕ – 17.16. Уйăх: тухать – 21.59, анать – 4.51. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Халăх календарĕпе – Петр тата Феврония. Çак кун хыççăн тата 40 кун шăрăх пулмалла. Петр Капица (1894 – 1984), физик, академик, СССР НА Президиумĕн членĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ, çуралнăранпа 115 çул. Владимир Белокуров (1904 – 1973), актер, СССР халăх артисчĕ, çуралнăранпа 105 çул. Менелник: Феврония, Петр, Давид, Прокофий, Василий, Денис, Константин, Федор. Июль (утă), 9 Хĕвел: тухать – 4.11, анать – 21.25, кун тăршшĕ – 17.14. Уйăх: тухать – 22.12, анать – 6.07. Халăх календарĕпе – Давид. Çак кун тĕлне хурăн çырли пиçсе çитет. Мăян çулçин хыçĕ нӳрленнĕ-тĕк – çумăра. Николай Асеев (1889 – 1963), поэт, çуралнăранпа 120 çул. Муза Крепкогорская (1924 – 1999), актриса, РСФСР тава тивĕçлĕ артистки, çуралнăранпа 85 çул. Менелник: Давид, Денис, Иван,Тихон. Июль (утă), 10 Хĕвел: тухать – 4.13, анать – 21.24, кун тăршшĕ – 17.12. Уйăх: тухать – 22.22, анать – 7.24. Халăх календарĕпе – Самсон. Çак кун çумăр çусан сентябрĕн 14-мĕшĕччен йĕпе пулать. Сергей Коненков (1874 – 1971), скульптор, СССР халăх ӳнерçи, Социализмла Ĕç Геройĕ, çуралнăранпа 135 çул. Валентина Пономарева (1939), джаз тата эстрада юрăçи, çуралнăранпа 70 çул. Менелник: Иоанна, Георгий (Егор, Юрий), Самсон, Александр, Владимир, Иван.
Çыпăçтарнисем: |