Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Вырсарникун, 28.04.2024, 21:59
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » Хыпарсен архивĕ
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    – Чăнах та, музыка пĕлĕвĕ çук манăн, эпĕ икĕ кун çӳренĕ музыка шкулне (кулать). Шкулта вĕреннĕ чухне эпир ушкăн аталантарса ятăмăр. Кайран вара, ЧПУра чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ чухне, дуэт йĕркелерĕмĕр. Çапла пуçланса кайрĕ те манăн артист пурнăçĕ.
    – Пирĕн вулакансем интересленеççĕ: «Московский» – вăл Елчĕк каччин чăн хушамачĕ е хушма ят?
    – Московский вăл – чăн хушамат. Манăн мăн асатте Мускавра патша патĕнче 25 çул хĕсметре тăнă. Унтан яла таврăнсан ăна Мускав Иванĕ тесе чĕнме пуçланă. Çапла ĕнтĕ пирĕн хушамат йĕркеленнĕ. 
    – Юрланисĕр пуçне эсĕ ăçта тата кам пулса ĕçлетĕн? 
    – Эпĕ ăс енĕпе кая юлса пыракан ачасен шкулĕнче ĕçлетĕп. Вĕсене актер ăсталăхне, юрлама вĕрентетĕп. Ачасем гитара, балалайка лайăх калаççĕ. Çав ачасен пичĕсем çинче йăл кулă курсан, манăн хамăн та чун савăнать.
    – Хăв гастроле тухса кайсан вĕсене кам вĕрентет?
    – Ачасем пĕлеççĕ эпĕ юрăç пулнине. Вĕсене урăх никам та вĕрентмест. Мана кĕтеççĕ.
    – Эсĕ шоу-бизнесра пĕрремĕш çул мар. Чăваш артисчĕсенчен кама палăртма пултаратăн?
    – Сергей Павлов, Вячеслав Христофоров сцена çинче хăйсене мĕнле тытни, вĕсем концерчĕсенче куракансене хавхалантарни кăм ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 733 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 02.12.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Çак ыйтăва Шупашкарта çуралса ÿснĕ, унтах вĕренсе тухса ĕçленĕ, халĕ вара Вăрнар районĕнчи Санарпуç тăрăхĕнче пурăнакан Ольга Киселева пĕр иккĕленмесĕр: "Паллах, ялта!” - тесе хуравларĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмрен ытларахăшĕ хуланалла туртăнать, çемьеленсен мăшăрне те хăйпе пĕрле илсе кайма ăнтăлать, вăл вара... Тĕрĕссипе, ун пек маттур пикесем - халăхри пек каласан "хула майрисем” - пурри чăнласах та савăнтарать. Ольга хăшĕ-пĕри пек: "Эпĕ хулара ÿснĕ вĕт!” - тесе кахалланса лармасть, пахчара хаваспах тăрмашать. Хĕлле тепĕр чухне тĕлĕкĕнче çум курăк та курăнать иккен. Çук, йыт пырши-мăян таврашĕ тарăхтарса çитернĕрен мар, пахчара хăвăртрах ĕçлеме пуçлас килнĕрен. Çамрăк хĕрарăмăн тата тепĕр ырă енне те палăртса хăварар: пĕр-икĕ çеç мар, виçĕ-тăватă ача çуратма ĕмĕтленет вăл. "Хĕрача "туянмасăр” чарăнмастпăр”, - шÿтлесе те чăнласа пĕлтерет чиперскер.

    Тĕрĕссипе, Ольгăшăн ял пурнăçĕ пĕчĕкренпех ют пулман: шкулта вĕреннĕ чухне каникулта вăл ашшĕн тăван тăрăхне - Çĕрпÿ районне - час-часах васканă. Паллах, унта каннă çеç мар, тăванĕсене кил-тĕрĕшре те, пахчара та пулăшнă. Хĕр яла каймассерен çакна ăнланнă: кунта сывлăш таса та уçă, хулари хваттерте хĕсĕнсе пурăни ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 772 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 29.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Дорогие соотечественники! Хаклă ентешěмěрсем! Сердечно поздравляю вас с Днем матери!
    «Аннерен хакли çук» - «Нет ничего дороже матери», - гласит чувашская пословица. Материнское тепло и ласка, доброта и понимание негасимым светом согревают сердца сыновей и дочерей. Мать и ребенка связывают чувства, сильнее которых нет, и не может быть ничего на свете. И мы должны всегда помнить и заботиться о тех, кто дал нам жизнь. 
    В Чувашии многое делается для того, чтобы матери имели возможность посвятить себя детям и не боялись за их судьбу. Сохранены все льготы и пособия по беременности и родам, ежемесячные пособия по уходу за ребенком. Все больше детей-сирот находят материнскую любовь и нежность в семьях. Ведется активная работа по обеспечению их жильем. На высоком уровне организована медицинская помощь матерям и детям. Отрадно отметить, что все это способствует улучшению демографической ситуации, улучшению социального самочувствия. 
    Благодарю всех матерей Чувашии, чьей заботой и мудростью живет сегодня республика. Желаю крепкого здоровья, сердечного тепла в семьях, любви и всего самого доброго! Пусть будут счастливы все, кого вы любите и кто вам дорог! 

    П ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 732 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 29.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх академикӗсен черетлӗ пухӑвӗ иртрӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланчӗ. Виталий Петрович Станьял пуху йӗркине пӗлтернӗ хыҫҫӑн академиксем кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекесен презентациӗ иртрӗ. Кашни кӗнекене тенӗ пекех дипломпа чысларӗҫ. Хӑш-пӗр автор ҫулталӑк хушшинче пӗр кӗнеке ҫеҫ мар, иккӗ-виҫҫӗ те кӑларма ӗлкӗрнӗ иккен. Чи малтан Герман Николаевич Ксенофонтов кӑларнӑ «Долгожители Чувашии» кӗнекепе паллашрӗҫ. Автор хӑйӗн кӗнеки ҫинчен каласа пачӗ. Ку кӗнеке валли материал пухнӑ чухне йывӑрлӑхсем сахал пулман иккен — ӑна, материала, пухма ЗАГСсемпе районсенчи социаллӑ хӳтӗлӳ пайӗсене кӗрсе тухмалла пулнӑ. Ку учрежденисем хупӑ шутланаҫҫӗ, ахаль ҫынсене материал унта ттырса ямаҫҫӗ. Герман Николаевич ҫавах та унта ҫул тупма май тупнӑ-тупнах. Кӑна кӗнеке хулӑнӑшӗ те ҫирӗплетет — унта пурӗ 300 патнелле статья е очерк. Вӗҫӗнче халӗ пурӑнакан 100 ҫултан иртнӗ ҫынсен списокне илсе кӑтартнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑвашра 100 ҫултан иртнисен йышӗ 50 иртет. Кӗнеке 400 экземплярпа тухнӑ. Герман Николаевич ҫакнашкал кӗнеке урӑх ниҫта та, урӑх нихӑш регионта та ҫуккине палӑртрӗ — чӑвашсем унашкал кӗнекене пӗрремӗш кӑлараҫҫӗ. Залра ларакансем ку кӗнекене Патшалӑх п ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 709 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 28.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров Ханты-Манси автономи округĕнчи Нефтеюганск районĕн пуçлăхĕ Владимир Николаевич Семенов призĕшĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ирттерекен турнира уçнă чухне çамрăк спортсменсене: «Сывлăха çирĕплетни спортра çеç мар, пурнăçра та ăнăçу тума пулăшать», – тесе каларĕ. Çакна В.Семеновăн пурнăç çулĕ ĕнентерӳллĕн çирĕплетсе парать. Вăл Чăваш Енри Елчĕк районĕнче çуралнă, Канаш шкулĕнче вĕреннĕ. Унтан Канашри агрегат завочĕн фрезеровщикĕнчен Нефтеюганск районĕн пуçлăхĕ таран çĕкленнĕ. Владимир Николаевич ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт маçтăрĕ. Унăн ывăлĕ, Павел, Канашра çуралса ӳснĕскер, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ – бокс енĕпе спорт маçтăрĕ. Чăваш Ен Президенчĕн Николай Васильевич Федоровăн хăйĕн те каратэпе хура пиçиххи пур. Вăл хăй ал чăмăрĕсем çинче урайĕнчен çĕр хутчен çĕкленме, турник çинче алă вăйĕпе 20-рен кая мар çăмăллăнах туртăнма пултарать. Çамрăк кĕрешӳçĕсене те вăл çакна тума сĕнчĕ, анчах хăюллисем тупăнмарĕç.
    Çапах та ачасем ăнăçуллă пулас тесен спортпа туслашма кирлине çирĕп ăнланчĕç. Турнира хутшăннисене Николай Васильевич хальхипе малашнехи ăмăртусенче тата пурнăçра та ăнăçуллă пулм ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 674 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 27.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    «Раççей – спорт çĕршывĕ» форум çулсерен пулакан мероприяти. Вăл спортри актуаллă ыйтусене татса пама, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать. Çитес форумра пĕр çавра сĕтел те пулин çулталăк хушшинче спортпа физкультура сферинче тунă пĕтĕмлетӳсемпе çыхăнсан питĕ лайăх пулмалла. Хальхинче эпир ытларах мĕн тумалли пирки калаçрăмăр.
    Юлашки çулсенче халăх спортпа ытларах интересленни курăнать, çавна май спорт объекчĕсен шутне ӳстерме тивет. Ăмăртусен шучĕ ӳсет, тĕнчери спорт аренинче конкурентлăха эпир çухатман-ха. Пирĕн 14 аслă шкул, 5 наукăпа тĕпчев центрĕ. Анчах спорт отраслĕ халăх пурнăçне лайăхлатма пулăштăр тесен нумай ĕç пурнăçламалла. Спорт приоритетлă отрасльсен шутне кĕнине Раççей Президенчĕ те çирĕплетрĕ. Спорт инфраструктури çĕршыв регионĕсенче пĕр пек аталанмалла. Анчах, шел пулин те, Федерацин физкультурăпа спорта аталантарассин тĕллевлĕ программине 42 регион кăна хутшăннă. Ыттисем пачах урăх шухăшпа пурăнаççĕ апла? 
    Форумра ача-пăчасемпе çамрăксен спорчĕ пирки нумай калаçрĕç. Унăн ăнлавĕ массăлла спорт ăнлавĕнчен пач улшăнса тăрать. Паян пирĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче физкультура системине йăлт çĕнетмелле. Чи малтан вăл ачасемшĕн интересл ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 616 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 27.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Ăна мухтаса чăвашра хăй 
    пурăннă чухнех ламран-лама
    юмах-халап çӳренĕ.
    В.Канюков.
    2009 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче поэт-классик, обществăпа патшалăх ĕçченĕ, совет писателĕ, критикĕ, литературовечĕ, çĕнĕ пурнăçшăн хыпса çунакан, ырă чунлă та таса кăмăллă çын Николай Васильевич Шупуççынни (Васильев) çуралнăранпа 120 çул çитет. Кам пĕлмест пуль унăн «Хитре Чĕкеç», «Вĕре çĕлен», «Янтрак Янтравĕ», «Еркĕн» тата ытти поэмисене, «Чĕлĕм», «Йĕтĕн тус», «Ленин», «Пĕтелмей» тата нумай-нумай сăввисемпе ытти хайлавĕсене, очеркĕсене, калавĕсене, фельетонĕсене, асаилĕвĕсене! Н.В. Шупуççынни – чăваш çырулăхĕпе историйĕнче чи паллă ятсенчен пĕри. 
    Çĕнĕ Аксура (Аксу районĕ) шкул уçăлнăранпа раштав уйăхĕнче 100 çул çитет. Ăна уçса йĕркелесе никĕслекенĕ тата унта чи малтан вĕрентекенĕ – Н.В.Шупуççынни, чăвашсен паллă сăвăçи. Каярахпа – пултаруллă публицист, тĕпчевçĕ тата тăлмач.
    Николай Васильевич 200 ытла кил-çуртлă яла декабрьте килсе çитнĕ. Çирĕмри яша раштаври шартлама сивĕ те, шкул çурчĕ çукки те, ытти чăрмавсем те учитель ĕçĕнчен пистереймен. Çĕнĕ Аксу халăхĕ çамрăк вĕрентекене ăшă та ырă кăмăлпа тата хаваспа кĕтсе илнĕ. Вăл килни – хресч ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1631 | | Комментарисем (4)| Хăш кун хушнă: 27.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăвашăн сумлă ывăлĕ, вилĕмсĕр классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Поэтăн юбилейне чăваш халăхĕ хальхинче те анлăн паллă турĕ. К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ноябрĕн 14-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕсен уяв каçĕ иртрĕ. 
    Писательсемпе поэтсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, вĕрентӳ учрежденийĕсемпе аслă шкулсен культура, филологи уйрăмĕсен студенчĕсем, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти шкулсенче вĕренекенсем, поэтăн пултарулăхĕпе кăсăкланакансем, унăн поэзине пысăка хурса хаклакансем пуçтарăнчĕç унта. 
    Уяв каçне паллă юрăç Виталий Адюков авалхи чăвашсен кĕввисемпе уçнă хыççăн ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информатика политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова саламларĕ.
    Çеçпĕл Мишши фончĕн председателĕ, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай вут чĕреллĕ поэтăн Çеçпĕл Мишшин халалĕсене пурнăçа кĕртме хастар тăрăшнăшăн ТР халăх поэтне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Ренат Хариса тата писатель-тăлмача Аристарх Дмитриева Çеçпĕл Мишши премине пачĕ. 
    Сăмах ăстине халалланă уявра чăваш халăх поэчĕсем Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Раиса Сарпипе ЧР искусствăсен тава тивĕçл ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1060 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 27.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    ĕЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессине хальхинче 18 ыйту кĕртнĕ. Ытларах калаçтараканни-тавлаштараканни, паллах, пĕрремĕшĕ пулчĕ: "Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2010 çулхи тата планпа палăртнă 2011 тата 2012 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен” саккун проекчĕ.
    Унпа ЧР пĕрремĕш вице-премьерĕ - финанс министрĕ Николай Смирнов паллаштарчĕ, асăннă проекта Раççей Федерацийĕн Бюджет кодексĕпе тата "Чăваш Республикин бюджечĕн право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Бюджет, налуксем, предпринимательлĕх тата пурлăх енĕпе ĕçлекен комитетĕнче тĕплĕ тишкернине палăртрĕ. "Тĕнче экономикинчи кризис пулăмĕсене пăхмасăр Чăваш Республикин 2009 çулхи бюджечĕ хăйĕн позицийĕсене упраса хăварать кăна мар, хуласемпе районсен социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли хăвата ÿстерсе пырать. Çакă малашлăхра та пысăк талпăнупа ĕçлеме шанăç кÿрет”, - терĕ Николай Васильевич.
    Чăнах та, тĕнче экономикинчи амак Раççее те япăх витĕм кÿчĕ, татса паман чылай ыйтăва çиеле кăларчĕ. Çапах та çĕршывăн унчченхи экономикинчи ырă конъюнктура унăн çивĕчлĕхне кăштах пусарчĕ. Çакна шута илсе правительство хăйĕн об ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 722 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 22.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене, преподавательсене, ытти ĕçчене социаллă хÿтлĕх кÿрессипе çирĕп тытăм йĕркеленĕ. 2005 çулта аслă шкул пĕтĕм Раççейри "Раççейри социаллă пысăк эффективлăхăн организацийĕ” пиллĕкмĕш конкурсĕнче "Вĕрентÿ тата ăслăлăх” номинацире çĕнтерни ăнсăртран мар. Малаллахи çулсенче вара асăннă конкурсăн лауреачĕн ятне вăл темиçе хутчен те илнĕ.
    Лев Пантелеймонович Кураков, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Раççей Вĕрентÿ академийĕн академикĕ. Чăваш Республикинчи аслă вĕренÿ заведенийĕсен ректорĕсен канашĕн ертÿçи, ЧР тата РФ ăслăлăх тава тивĕçлĕ деятелĕ, РФ аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хисеп орденне, К.Д.Ушинский медальне, пĕтĕм тĕнчери "Золотой слиток” наградăна тивĕçнĕ. РФ Президенчĕн вĕрентÿ тытăмĕнчи премийĕн лауреачĕ. 
    Журналăн çĕнĕ номерне калăпланă вăхăтра хыпар çитрĕ: РФ Президенчĕн Указĕпе Л.П.Куракова IV степень "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденпа чысланă. 
    Çынна ÿкĕте кĕртес пултарулăх енчен Лев Пантелеймонович Куракова çитекеннине тупма йывăр. Хăй 20 çула яхăн ертсе пыракан университет çинчен каласа панă чухне вăл: "Ăна курм ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 695 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 22.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    1. Пĕтĕмĕшле йĕрке
     Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правленийĕ йышăнăвĕпе тата район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи творчествăлла ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ушкăнĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ иртет.
    2. Конкурс тĕллевĕсем
    • Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине чыслăн паллă тăвасси; 
    • Районти шкулсенче вĕренекен ачасен литература пултарулăхне аталантарасси; 
    • Литература енне туртăнакан талантлă ачасене тупса палăртасси.
    3. Конкурса хутшăнакансем
    Конкурса хутшăнакансем Красноармейски районĕнчи шкулсенче 1-11 классенче вĕренекенсем тата хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчи ачасем пулаççĕ.
    4. Конкурса йĕркелесе ирттересси тата пĕтĕмлетесси ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 730 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 19.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    «Ан юлăр кун – çул уттинчен», - тесе чĕнсе каланă çамрăксене кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши. 
      Çав сăмахсене Шупашкарти коопераци интитучĕн студенчĕсем тÿрре кăларма тăрăшаççĕ. Вĕсем Тăван çĕршыври ырă ĕç-пулăмра яланах хастар. Паллах, республикăри паллă кунсене те анлăн чысласси – кунта хисеплĕ тивĕçсенчен пĕри. Чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнĕ тĕле тĕрлĕ ĕç туса ирттерме палăртнă. Ăна халалланă литература каçĕ те нумайлăха асра юлĕ.
      Кунта Чăваш халăх поэчĕ, философи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Исмуков Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне çĕнĕлле хакласа калаçрĕ. Çамрăксен премийĕн лауреачĕ Анатолий Смолин «çĕнĕ пурнăç юрăçин» сăввисене вырăсла куçарнă, вĕсене вуласа пачĕ. Владислав Пастухов юрист чăн-чăн поэзи çынна ĕмĕр тăршшĕпех тĕрĕслĕхшĕн çине тăма пулăшнине палăртрĕ. Студентсем – пулас экономистсем, бухгалтерсем, финансистсем, юристсем – литература каçне пынисене хытă тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем Çеçпĕл Мишшин «Çĕн кун аки» сăввисене чăвашла тата вырăсла çеç мар, çармăсла, тутарла, акăлчанла, нимĕçле, французла чаплă вуларĕç. Институтра тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем вĕреннине шута илсен – ытти чĕлхепе те янăрамаллаччĕ вăл. Шел, поэтăн ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 1313 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 16.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
      БРЕЖНЕВ, ЛЕОНИД ИЛЬИЧ (1906-1982), генеральный секретарь ЦК Коммунистической партии Советского Союза (КПСС) с 1964 по 1982. Родился 6 (19) декабря 1906 в русской семье в Днепродзержинске (до 1936 — Каменское) на юго-востоке Украины. В 1923 вступил в комсомол; с 1931 — член ВКП(б). В 1935 окончил Днепродзержинский металлургический институт. После прохождения военной службы Брежнев занимался партийной работой и быстро сделал карьеру в партийном аппарате Днепропетровской области. Продвигался по службе в период чисток конца 1930-х годов при поддержке Н.С.Хрущева, в то время первого секретаря ЦК Коммунистической партии Украины. Был начальником политуправления 4-го Украинского фронта в годы Великой Отечественной войны.

    В 1950 Хрущев ввел Брежнева в центральные органы партии, после чего его дважды назначали высшим партийным руководителем республиканского уровня — в Молдавии (1950-1952) и Казахстане (1955-1956). Брежнев отвечал за реализацию программы развития сельского хозяйства в Казахстане (освоение целинных земель). В 1957 он стал членом Политбюро КПСС, а в 1960-1964 — председателем Президиума Верховного Совета СССР.

    В 1964 Брежнев участвовал в октя ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 958 | | Комментарисем (4)| Хăш кун хушнă: 15.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Сезон грипĕ пекех А (H1N1) калаçнă чух, ӳсĕрнĕ чух сурчăкпа чирлĕ çынран сывă çынна ерет. Ӳсĕрекенсем, чирлекенсем патне 1 метртан çывăха пымалла мар, мерăсем йышăнмалла:
    – аллăрпа сăмсăра, çăварăра ан лекĕр;
    – тăтăшах алла супăньпе е спиртлă япаласемпе çумалла; 
    – çынсем йышлăн пухăнакан çĕре тухса çӳремелле мар;
    – чирлĕ çынсемпе çывăх хутшăнмалла мар;
    – пӳлĕме, хваттере тăтăшах уçăлтармалла;
    – сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тăраниччен çывăрмалла, вăхăтра апатланмалла, физкультура хусканăвĕсем тумалла.
    Маскăсемпе усă курасси çинчен мĕн калама пулать? Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ çакăн çине мĕнле пăхать?
    Эсир чирлĕ мар-тăк маска тăхăнма та кирлĕ мар.
    Енчен те эсир чирлĕ çынна пăхатăр, ун çывăхне пынă чух маска тăхăнма пултаратăр. Çакăн хыççăн маскăна пăрахăçламалла, алла супăньпе çумалла.
    Енчен те эсир чирлĕ, апла пулин те çула тухмалла е сывă çынсемпе хутшăнмалла пулсан – маска тăхăнăр.
    Маскăсемпе тĕрĕс усă курни инфекцие сарăлма памасть, çакна асра тытмалла.
    Манăн А (H1N1) грипп пулнине мĕнле пĕлмелле?
    Хăвăр тĕллĕн сезон грипĕнчен А (H1N1) уйăраймăр, мĕншĕн тесен чир паллисем пĕр пекех: температура пысăк, ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 762 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 13.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Фоторепортаж

    Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Мускавра Пĕтĕм Раççейри "Симĕс планета" ача-пăча экологи юхăмĕ çут çанталăка сыхлас темăпа ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери  конкурсра Красноармейски 2-мĕш шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Алексей Михайлов "Вăрмана хÿтĕлер!" веб-сайтпа "Çĕнĕ технологисем - çынна хÿтĕлес ĕçре" номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнăччĕ. Чÿк уйăхĕн 3-7-мĕш кунĕсенче Мускавра çĕнтерÿçĕсене чысларĕç, экологи темипе форум иртрĕ. Çак форума Алексей Михайловпа унăн ĕçĕн ертÿçи В.М.Михайлов учитель те хутшăнчĕç. Вĕсем унта Чăваш Республикинчи "Симĕс планета" ача-пăча экологи юхăмĕн делегачĕсем пулчĕç.
    Форума 8 ют çĕршывран тата 73 регионтан делегатсем пуçтарăннă. Форум делегачĕсене Раççей Президенчĕн Д.А.Медведевăн салам сăмахне вуласа пачĕç. Ачасем пĕр кун хушшинче хамăр планета çинчи çут çанталăка сыхлас тата упрас енĕпе тумалли ĕçсем çинчен хĕрÿллĕн тухса калаçрĕç. Уйрăмах çÿп-çапа тата йăла каяшĕсене утили ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 939 | | Комментарисем (2)| Хăш кун хушнă: 10.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    В семье жителей Подмосковья за 14 лет на свет появились 10 детей - шесть девочек и четыре мальчика. 37-летняя Наталья Харитонова родила за 14 лет 10 детей и не намерена на этом останавливаться. Счастливое событие произошло в роддоме подмосковного Ногинска. Очаровательная малышка появилась при помощи кесарева сечения. Опытной роженице из-за небольших осложнений потребовалось оперативное вмешательство. Местные акушеры, которые уже не в первый раз принимают пациентку, были приятно удивлены героизмом многодетной мамы.

    Наталья придерживается девиза: каждая семья должна давать стране не одного сына или дочь, а как можно больше.
    - Наша первая – Соломея - родилась, когда мне было 24. Сейчас ей 14 лет, - говорит мама, - и с каждым годом мы с радостью ждем нового дитя. У нас четыре мальчика, а все остальные девочки. Марфа и Мария –двойняшки, а все остальные погодки. Мы росли в своих семьях одни, что я, что Игорь. Может, потому и решили в своей семье создать другой климат.

    Наталья и ее супуг Игорь считают, что дети – это не проблемы, а радость жизни. Наталья растит детишек вдвоем с мужем, который работает строителем. А сама женщина все свое время посвящае ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 594 | | Комментарисем (0)| Хăш кун хушнă: 09.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Халĕ профессорсен шучĕ çук. Ĕлĕкрех, эпир институтра вĕреннĕ чухне, доцентсем - чи хисеплисемччĕ, чи ăслисемччĕ. "О-о, доцент!..” тени паянхи "академик” тенинчен, тен, хăватлăрах та янăранă-тăр. Темрен килет - калаймастăп: ман тавра питĕ тивĕçлисем палăрăнмасăрах юлчĕç. Хам та айăплă мар-ши, çылăхăм та çук мар-ши тесе тепĕр чухне ыйхă çухатсах асапланатăп...

    Манăн вĕренÿçĕсен хушшинче чи мухтанмалли, паллах, - Ардальон Игнатьев. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл манăн пионерсен отрядĕнче /эпĕ - вожатăй/ совет председателĕ пулнă. Ытармалла мар лайăх пионерччĕ. Паян вара - тепĕр чухне - пăсăлнă кăмăла тÿрлетес тесе унăн ячĕллĕ урама тухса çÿретĕп. Аса илмелли питĕ нумай: пĕр кĕнекелĕх. Тата тепĕр çылăх: кĕнекеме çырма ĕлкĕрес çук-тăр çав ĕнтĕ. Ку юрĕ-ха. Профессор пулмалли чăваш халăх мухтавĕ доцента та тухаймарĕ. Эх, манăн Шупашкартах тытăнса юлма май пулнă пулсан... Тухса каймалла е - тĕрĕссипе калас тăк - тухса тармалла пулчĕ-çке. Юлма май пулнă тăк мĕн чухлĕ çынна тивĕçлипе хак параяттăм.

    Педагогика профессорĕсенчен нумайăшĕ ĕçри çитĕнÿсемпе, йĕркелÿ пултарулăхĕпе Кронид Андреевич Петровпа танлашайманнине эпĕ пĕр вĕçĕмсĕр туйса тăратăп. Хăй вара паян кун ... Малалла вула »
    Миçе çын пăхнă: 774 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 08.11.2009 | Рейтинг:

    Материал сăн ÿкерчĕкĕnull
    Миçе çын пăхнă: 714 | | Комментарисем (1)| Хăш кун хушнă: 28.10.2009 | Рейтинг:

    « 1 2 ... 35 36 37 38 39 ... 43 44 »

    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)