Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Сирĕн шкулта Интернет мĕнле ĕçлет?
Пурĕ миçе ответ: 13
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 04:22
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Чӳк » 27 » Н.В.Федоров: «ĂНĂÇУЛЛĂ ПУЛМА СПОРТПА ТУСЛАШМАЛЛА»
    Н.В.Федоров: «ĂНĂÇУЛЛĂ ПУЛМА СПОРТПА ТУСЛАШМАЛЛА»
    19:40
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров Ханты-Манси автономи округĕнчи Нефтеюганск районĕн пуçлăхĕ Владимир Николаевич Семенов призĕшĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ирттерекен турнира уçнă чухне çамрăк спортсменсене: «Сывлăха çирĕплетни спортра çеç мар, пурнăçра та ăнăçу тума пулăшать», – тесе каларĕ. Çакна В.Семеновăн пурнăç çулĕ ĕнентерӳллĕн çирĕплетсе парать. Вăл Чăваш Енри Елчĕк районĕнче çуралнă, Канаш шкулĕнче вĕреннĕ. Унтан Канашри агрегат завочĕн фрезеровщикĕнчен Нефтеюганск районĕн пуçлăхĕ таран çĕкленнĕ. Владимир Николаевич ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт маçтăрĕ. Унăн ывăлĕ, Павел, Канашра çуралса ӳснĕскер, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ – бокс енĕпе спорт маçтăрĕ. Чăваш Ен Президенчĕн Николай Васильевич Федоровăн хăйĕн те каратэпе хура пиçиххи пур. Вăл хăй ал чăмăрĕсем çинче урайĕнчен çĕр хутчен çĕкленме, турник çинче алă вăйĕпе 20-рен кая мар çăмăллăнах туртăнма пултарать. Çамрăк кĕрешӳçĕсене те вăл çакна тума сĕнчĕ, анчах хăюллисем тупăнмарĕç.
    Çапах та ачасем ăнăçуллă пулас тесен спортпа туслашма кирлине çирĕп ăнланчĕç. Турнира хутшăннисене Николай Васильевич хальхипе малашнехи ăмăртусенче тата пурнăçра та ăнăçуллă пулма, çĕнтерӳсем тума сĕнчĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Владимирович Семенов турнира хутшăннисен тата республикăри çамрăк спортсменсен ячĕпе çакăн пек чаплă физкультурăпа спорт комплексĕсенче ĕçлеме майсем туса панăшăн тав турĕ. Чăваш Республикипе спорт кĕрешĕвĕн Раççейри Федерацийĕ хушшинче алă пуснă Килĕшĕве пула республикăри кĕрешӳçĕсем Олимп кавирĕсем çинче тренировка тума пултараççĕ. «Кĕреш тата çĕнтер!» программăпа килĕшӳллĕн ирĕклĕ кĕрешӳ секцийĕсем валли республикăна çавăн пек вунă кавир ытла илсе килнĕ. 
    Нефтеюганск районĕн пуçлăхĕ Владимир Николаевич Семенов призĕшĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе 1996-1997 тата 2000-2001 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче ирттерекен республикăри уçă турнир Канаш хулинчи «Локомотив» физкультурăпа спорт комплексĕн залĕнче ноябрĕн 7-мĕшĕнче иртрĕ. Унта республикăри районсемпе хуласенчи, Мускаври, Пушкăртстанпа Мордовири 14 команда хутшăнчĕ. Çакă çамрăк спортсменсемшĕн хăйсен вăйне тĕрĕслемелли тата маçтăрлăхне кăтартмалли питĕ лайăх май пулса тăчĕ. Çĕнтерӳçĕсем хаклă парнесем илме пултарчĕç, хăйсемпе пĕрле килĕсене телевизорсемпе видеоплеерсем илсе кайрĕç. «Çĕнтерме тăрăшнăшăн», «Чи лайăх техникăшăн» ятарлă призсене те илме тивĕç пулчĕç чылайăшĕ. 
    Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тăватă хутчен тĕнче, Олимп вăййисен чемпионĕ Сергей Карнелаев çĕнтерӳçĕсене приз сем панă май, спортăн çак енĕ хăйĕн патне çамрăксене ытларах та ытларах туртнине палăртрĕ. Спортăн ку енне пропагандăлас тата аталантарас тĕлĕшпе хастар ĕçлесе ăна республикăри чи популярлă спорт енĕ туса хунăшăн Чăваш Енри ирĕклĕ кĕрешӳ Федерацине тата унăн ертӳçине – Павел Владимирович Семенова тав турĕ. 
    Нефтеюганск районĕн пуçлăхĕ, ХМАО ирĕклĕ кĕрешӳ Федерацийĕн президенчĕ Владимир Николаевич Семенов ирĕклĕ кĕрешĕве аталантарас тĕлĕшпе чылай тăрăшать. Чăваш Республикин районĕсемпе Канашра унăн призĕшĕн чылай хутчен ăмăртусем иртнĕ. «Вăйсăр тата лайăх хатĕрленнисĕр пуçне кĕрешӳ этемре тĕллевлĕх, çирĕп кăмăл та ăс-тăн, тимлĕх аталантарать», – тесе шутлать вăл.
    Владимир Семенов пуçарăвĕпе унăн призĕшĕн Нефтеюганскра кашни çулах ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Тĕнче турнирĕсем иртеççĕ. Вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсемпе чикĕ леш енчи паллă спортсменсене пуçтараççĕ. Турнирсене хутшăнакансен географийĕ çултан çулах анлăланать: Испани, Германи, Иран, Турци, Молдова, Латви, Азербайджан, Беларусь.
    Раççейрен Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Пермь, Челябинск, Ижевск тата ытти хуласен командисем килеççĕ. Çав шутра Чăваш Енрен ирĕклĕ кĕрешӳ Федерацийĕн президенчĕ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов ертсе пынипе республикăри чи лайăх спортсменсем пуçтарăнаççĕ кунта.
    «Çакăн пек турнирсем ирттерни ку спорта çамрăксене тата ытларах явăçтарма пулăшĕ», – тесе шутлать Павел Владимирович Семенов. Çакă Раççейре çамрăксен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ çул пулса иртни уйрăмах паха. Раççей пуласлăхĕ сывă, вăй-хăватлă, вăр-вар та тĕллевлĕ çамрăк ăрура-çке. 
    ■ С.ГОРДЕЕВА.
    Канаш. 
     
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 674 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.7/13 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)