Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Кĕçнерникун, 02.05.2024, 00:24
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Чӳк » 27 » РЕНАТ ХАРИС – ÇЕÇПĔЛ МИШШИ ПРЕМИЙĔН ЛАУРЕАЧĔ
    РЕНАТ ХАРИС – ÇЕÇПĔЛ МИШШИ ПРЕМИЙĔН ЛАУРЕАЧĔ
    19:34
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăвашăн сумлă ывăлĕ, вилĕмсĕр классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Поэтăн юбилейне чăваш халăхĕ хальхинче те анлăн паллă турĕ. К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ноябрĕн 14-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕсен уяв каçĕ иртрĕ. 
    Писательсемпе поэтсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, вĕрентӳ учрежденийĕсемпе аслă шкулсен культура, филологи уйрăмĕсен студенчĕсем, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти шкулсенче вĕренекенсем, поэтăн пултарулăхĕпе кăсăкланакансем, унăн поэзине пысăка хурса хаклакансем пуçтарăнчĕç унта. 
    Уяв каçне паллă юрăç Виталий Адюков авалхи чăвашсен кĕввисемпе уçнă хыççăн ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информатика политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова саламларĕ.
    Çеçпĕл Мишши фончĕн председателĕ, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай вут чĕреллĕ поэтăн Çеçпĕл Мишшин халалĕсене пурнăçа кĕртме хастар тăрăшнăшăн ТР халăх поэтне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Ренат Хариса тата писатель-тăлмача Аристарх Дмитриева Çеçпĕл Мишши премине пачĕ. 
    Сăмах ăстине халалланă уявра чăваш халăх поэчĕсем Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Раиса Сарпипе ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Асамат, Анатолий Смолин поэт тата ыттисем тухса калаçрĕç. 
    Куракансене Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕсем: «Уяв» чăваш халăх фольклор ансамблĕ, «Сувар» халăх ташă ансамблĕ, «Эревет» халăх инструменчĕсен ача-пăча тĕслĕхлĕ ансамблĕ, Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн хула центрĕнчи халăх ташшин ансамблĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн пултарулăх ушкăнĕ тата ыттисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Раççей халăх артисчĕ Петр Заломнов вырăс романсĕсене, Шупашкар çинчен юрăсем юрласа, Аврам Бурундуков баянист чăваш кĕввисене каласа савăнтарчĕ.
    Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă уяв мероприятийĕсене ноябрĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин проспектĕнчи поэтăн палăкĕ умĕнчи митинг малалла тăсрĕ. Сивĕ çанталăка пăхмасăр ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информатика политикин тата архив ĕçĕн министерствин представителĕсем, ăсчахсем, чăваш литераторĕсем, журналистсем, преподавательсем, артистсем, студентсем, шкул ачисем, общественность представителĕсем пуçтарăнчĕç. Валери Туркай, Раиса Сарпи, Светлана Асамат поэтсем, Атнер Хусанкай филолог-ăсчах, артистсем, студентсемпе шкул ачисем тухса калаçрĕç, сăвăсем вуларĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1061 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.8/15 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)