Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 26.04.2024, 05:55
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Чӳк » 8 » Профессорсен вĕрентÿçи, академиксен канашçи... ("Хыпар", Геннадий Волков академик)
    Профессорсен вĕрентÿçи, академиксен канашçи... ("Хыпар", Геннадий Волков академик)
    21:40
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Халĕ профессорсен шучĕ çук. Ĕлĕкрех, эпир институтра вĕреннĕ чухне, доцентсем - чи хисеплисемччĕ, чи ăслисемччĕ. "О-о, доцент!..” тени паянхи "академик” тенинчен, тен, хăватлăрах та янăранă-тăр. Темрен килет - калаймастăп: ман тавра питĕ тивĕçлисем палăрăнмасăрах юлчĕç. Хам та айăплă мар-ши, çылăхăм та çук мар-ши тесе тепĕр чухне ыйхă çухатсах асапланатăп...

    Манăн вĕренÿçĕсен хушшинче чи мухтанмалли, паллах, - Ардальон Игнатьев. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл манăн пионерсен отрядĕнче /эпĕ - вожатăй/ совет председателĕ пулнă. Ытармалла мар лайăх пионерччĕ. Паян вара - тепĕр чухне - пăсăлнă кăмăла тÿрлетес тесе унăн ячĕллĕ урама тухса çÿретĕп. Аса илмелли питĕ нумай: пĕр кĕнекелĕх. Тата тепĕр çылăх: кĕнекеме çырма ĕлкĕрес çук-тăр çав ĕнтĕ. Ку юрĕ-ха. Профессор пулмалли чăваш халăх мухтавĕ доцента та тухаймарĕ. Эх, манăн Шупашкартах тытăнса юлма май пулнă пулсан... Тухса каймалла е - тĕрĕссипе калас тăк - тухса тармалла пулчĕ-çке. Юлма май пулнă тăк мĕн чухлĕ çынна тивĕçлипе хак параяттăм.

    Педагогика профессорĕсенчен нумайăшĕ ĕçри çитĕнÿсемпе, йĕркелÿ пултарулăхĕпе Кронид Андреевич Петровпа танлашайманнине эпĕ пĕр вĕçĕмсĕр туйса тăратăп. Хăй вара паян кунччен те академик мар - профессор ячĕсĕрех-ха. Ун çинчен те, унăн тава тивĕçлĕ ĕçĕсем çинчен те каласа памалли - кĕнекере вырнаçас çук.

    Анчах Дмитрий Егорович Егоров çинчен ытларах каласа парас килет. Тахçанхи, ĕмĕрхи тусăм-юлташăм вăл манăн. Шанчăклисенчен шанчăкли. Нимĕçсем евĕр калас пулсан - паянхи кун вăл питех çамрăк мар ĕнтĕ. Ку сăмахсене уяв тĕлне çыратăп пулсан - халăха пĕлтерем эппин: 100 çула çитме Дмитрий Егоровичăн кĕтмелли тата 15 çул кăна.

    Утмăл çула яхăн туслă эпир Дмитрий Егоровичпа. Пирĕн пек туслисем тĕнчере йышлах та мар-тăр. Ĕмĕр иртсе пынă май чăнне калам: пĕрре те, ним енĕпе те хытă калаçса курман. Чарăнайми, ытараймасăр пуплетпĕр.

    Манăн аттерен Дмитрий Егорович çирĕм çул кĕçĕнрех пулсан та вĕсем, район ертÿçисем, час-часах тĕл пулнă, "Туслă пулнă” тени те ытлашши пулмĕ. Атте мĕн виличченех Дмитрий Егоровича юратса ырăпа асăнатчĕ. Тепĕр тесен, унăн шÿтлĕ чылай сăмахĕ те мана аттеренех куçнă.

    Шÿт тенĕрен - хамăн вăйсăр енĕме палăртса хăварам: оптимистах мар çав эпĕ, час-часах кăмăл пăсăлнипе аптăратăп, вак-тĕвеке пысăка хурса чуна асаплантаратăп, начар çынсене начара хуратăп. "Паян начар та - ыран, тен, лайăхланĕ”, - тесе хуратчĕ Дмитрий Егорович.

    Темĕн те аса килет... Курскра пединститут проректорĕсене канашлăва пуçтарнă. Тухса килме йывăр: çынни нумай та - билет çитмест. Дмитрий Егоровичăн нимĕнле шухăш та çук. Пуйăс каяс умĕн касса патне пычĕ те кассира пысăк ертÿçĕ сассипе каларĕ: вокзал пуçлăхне пĕлтерĕр: "Егорова чукун çул билечĕ кирлĕ, вăл Мускава тухса каять”... Билет çук, билет çук... Пăртакран начальник кассира шăнкăравлать: "Темех пулмĕ - чăтса ирттерĕпĕр. Егорова обком бронипе ăсатар-ха”... "Аврора” крейсер хупă кун Дмитрий Егорович Раççей Çут ĕç министерствин облаçсенчи пуçлăхĕсемпе пĕрле пĕр çиччĕн пырса тухнă. Хупă тăк хупă - мĕн тăвăн... Дмитрий Егорович хуралти моряка хушать: "Капитану доложите: "Прибыл министр Чувашской Республики и сопровождающие лица”. Капитан строй уттипе тенĕ пек утса тухать те чыс парать... Пурте тĕлĕннĕ. Тĕрĕссипе - тĕлĕнмелли ытларах та: капитан "Аврори” ахаль курма, чыс тума килнĕ çынсене нихăçан та кăтартман вырăнсене те кĕртсе кăтартса çÿрет.

    Эпĕ паян кунчченех мĕнле те пулин йывăрлăх сиксе тухсан çăлăнăçăма Дмитрий Егоровичра шыратăп. 

    Манăн тусăн ылтăн виçĕ маттур хĕр, ултă мăнук /улттăшĕ те - ылтăн амăшĕсен ачисем, шкула ылтăн медальпе, аслă шкула хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕ/. Вĕсем ашшĕне-кукашшĕне ăмăртса тенĕ пек юратса пăхаççĕ. Ачашланă пек тени те ÿстерсе калани мар. Каллех шÿтлекелесе те илет: "Ас тăвăр: эсир мана начартарах пăхас тăк лайăх пăхакан пĕр-пĕр хĕре качча илсе ярăп”.

    Кирек мĕнле калаçура та Дмитрий Егорович çиеле тухать - тавлашусăр, хирĕçÿсĕр. Ăсĕпе, шÿчĕпе, тавçăрулăхĕпе.

    Эпĕ, айванскер, çырса пыман та, - нумайăшĕ манăçнă.

    Пĕррехинче Мускавра Педагогика ăслăлăхĕсен академийĕн пĕр институтне таксипе кайма шут тытрăмăр. Хĕрĕх тăхăр пус пуçтарăнчĕ. Дмитрий Егорович улпутла аллă пус кăларчĕ те: "Сдачи не надо!” - тесе тыттарчĕ. Патшалăх таксистсене питĕ сахал тÿленĕшĕн ятлакаласа та пычĕ.

    Калатăп-иç: такама та темле те йăпатма пĕлет, пултарать. Ăс парса хам ытлашши пăсса янă пĕр кукамай-асанне манпа хирĕçсех пĕтрĕ. Манăн кĕнекесем пирки "Аннулировать!” тесе те кăшкăрашрĕ кăна мар, хăртса пĕтерчĕ. Ун пекки манпа урăх нихăçан та пулман. Дмитрий Егорович манăн ума - вулакансем каçарайсан каçарччăр - пысăк пĕр черкке коньяк лартрĕ те /çыртмалли нимĕн те памарĕ, "хыпкаласан усси пулмĕ, пуçна каймĕ” терĕ/ сехет ытларах йăпату лекцийĕ ирттерчĕ. 

    Мана вăл Вăрмар таврашне илсе çÿресе хăй пĕлекен чи лайăх çынсемпе паллаштарчĕ. Çамрăклах район ертÿçи пулса ырă ят хăварнă. Вăл пултаруллă пуçлăх пулни çинчен хăйне лайăх пĕлекенсем çеç мар, вĕсен ачисем те юмах евĕр те, мухтав юррилле те кала-кала пачĕç.

    Акă пĕтĕм республика пĕлекен, манăçа юлми шкул директорĕ Николай Афанасьевич Афанасьев. Вăрçă паттăрĕ. Çичĕ суран унăн. Çичĕ ача ашшĕ. Унăн педагогикăри пултарулăхĕ манăн улттăри ывăла та тивнĕ: "Чĕркуççийĕ çине лартатчĕ те аслă вăрçăри паттăрсем çинчен кала-кала паратчĕ. Çичĕ суранĕ хăй - çичĕ паттăрлăх”. Çак калаçусем çирĕм çул каяллах пулнă. Манăн ывăл вара паян кунчченех хăйĕн юлташĕсене салтак паттăрлăхĕ çинчен кала-кала парать.

    Мĕне пула асăнтăм-ха Николай Афанасьевича? Дмитрий Егоровичпа вĕсем ачаранпах пĕрле ÿснĕ, пĕр парта хушшинче ларнă, шкулта чи лайăх вĕренÿçĕсем пулнă. Николай Афанасьевичăн çичĕ ачи çинчен те ырă кăна шухăшлатăп, икĕ хĕрĕ - профессор. 

    Дмитрий Егорович Егоров чи вăйлă министрччĕ пек туйăнать мана. Çут ĕç министрĕ... Шкулсене чăвашлатасшăн мĕн чуль вăй хучĕ. Чи пысăк пуçлăхсемпе килĕшÿсĕр пулни те пулчĕ. Пушкăрт Республикин чи пысăк пуçлăхне университетра чăваш уйрăмĕ уçма ыйтса халăхпа пĕрле пуçтарăнса вăйлă çыру çырса янă. Чăваш хутне кĕме юраман вăхăт пулнă-ши вара? Министртан кăларчĕç тусăма-юлташăма. Çав çырушăн ĕнтĕ.

    Кун хыççăн тата вăйланса, ăслăланса каять Дмитрий Егорович. Аспирантурăна кĕрет. Манăçа тухма пуçланă Янтуш /Спиридон Михайлов/ И.Я.Яковлевран ним енĕпе те юлмасть тесе ĕнентерме тăрăшать. Кандидата тухать, профессор ĕçне туса пырать, мана ăс парать, пединститутăн проректорĕ пулать, ректора хăватлă пулăшса пырать. Мĕн тăвăн - çынни çапла вăл.

    Кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Вунă кĕнеке ытларах. Пуринче те - профессорсем кĕвĕçмелле çĕнĕ шухăш. Чи вăйлă кĕнекисем - лайăх ачасем ÿстерсе çитĕнтернĕ амăшĕсем çинчен... 

    Каласа памалли вышкайсăр нумай. Удельная санаторийĕнче сипленеттĕм. Директорĕ - Георгий Максимилианович Маленков амăшĕ, тирпейлĕ те питĕ ĕçченскер. Ырми-канми. Чирлисемпе чарăна-чарăна калаçма ÿркенсе тăмастчĕ. Шел те, халĕ манăçу тапхăрĕ. Маленков пĕчĕк çын марччĕ - партин Тĕпком секретарĕ те пулнă, СССР Министрсен Совечĕн Председателĕ те. Унăн амăшне Дмитрий Егоровичпа питĕ чыслă пытарнă чух ячĕшĕн кăна мар, чун-чĕререн хисеплесе пуçăмăрсене тайрăмăр. Ывăлĕ пире иксĕмĕре те ырă кăмăлпа тав турĕ. 

    Хĕрарăмсем çинчен Д.Е.Егоров такамран та лайăх, çепĕç, ачаш çырать. 

    Ашшĕ вăрçăра паттăрла пуç хурсан Д.Е.Егоров хăйĕн ирĕкĕпе фронта каять. Ашшĕн фронтри юлашки утăмне асра тытнă çынна шыраса тупать. Ашшĕн чĕрĕ юлнă юлташĕ: "Паян кунчченех аçун сасси хăлхара мар, чĕрере янăрать: "За Родину...” Малта чупрĕ, пуринчен те маларах ÿкрĕ...” Ăнланатăп пĕтĕмĕшпех. Шухăшсем Леонид тете патне куçаççĕ: Мускав патĕнчи наступлени пуçламăшĕнче окопран чи малтан сиксе тухаканни Леонид Волков пулнă.

    Вун çиччĕри Дмитрие пĕтĕм ял хĕрĕ юратнине, пĕтĕм ял хĕрĕ ăсатнине каламасăр хăварас мар пулĕ. Юратакансем - хĕрсем ĕнтĕ! - вăрçа каякан савнине ĕмĕртенпех пил тутăрĕ парнелесе янă. Дмитрие ялта юратман хĕр пулман: 34 тутăр, сылтăм аллинче - 19, сулахаййинче - 15... Ырханкка та пит пысăках мар пирĕн каччă тутăрĕсене çĕклет те чĕвен тăрса юрласа ярать:

    Чие аври кĕске -

    Ай, тытма çук.

    Шутлă кунсем çитрĕç -

    Ай, чăтма çук.

    ... Нумай çул иртрĕ. Ĕмĕр те иртсе пырать...

    Анчах Дмитрий Егоровичăн паян кунчченех каччă утти. Хастарлăхне çухатмарĕ. Мана та хавхалантарасса хавхалантарать те - утта çăмăллатаймасть.

    Эпир - манăн атте, Дмитрий Егорович, эпĕ - виçсĕмĕр те Скорпионсем. Çавăнпа çуралнă кунсем пĕр килнĕ пек чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче уявлатпăр.

    Пил, пехил тесшĕн эпĕ тусăма-тăванăма. Анчах çынсем хыççăн кайса "Çĕр çула çит” теместĕп. Аннен пехилне тепĕр хут калатăп: "Çĕр çула çитеймесен те юрĕ, тăхăр вун тăххăр урлă каç, тăванăм. Каччă утти те çав çулчченех упрантăр”.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 774 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.8/28 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 mixaj_58   (08.11.2009 21:44) [Материал]
    Волков Геннадий Никандрович (р. 31.10.1927 с. Большие Яльчики Яльчикского района) - доктор пед. наук (1967), профессор (1968), член СП СССР (1982), академик Академии педагогических наук СССР (ныне РАО) (1990), акададемик НАНИ Чувашской Республики (1994), почетный доктор Эрфуртского (Германия) университета (1982).

    После Яльчикской сред. школы (1945) окончил физико-математический факультет Чувашского государственного педагогического института (1949), аспирантуру Казанского педагогического института (1952). Работал старшим преподавателем, доцентом кафедры педагогики, проректором Чувашского государственного педагогического института (1952-72), заведующим сектором НИИ национальных школ Министерства народного просвещения РСФСР, Министерства образования Российской Федерации (1972-93).

    С 1993 - заведующий лабораторей Государственного института семьи и воспитания. Преподаватель Эрфуртской высшей педагогической школы (1979-82). Основатель нового направления в педагогической науке - этнопедагогики. Ведущий исследователь наследия И.Я.Яковлева. Автор более 500 научных работ, в т. ч. 27 монографий.

    Лауреат премии АПН СССР им. К.Д.Ушинского (1967). Заслуженный учитель школы Чувашской АССР (1987), отличник народного просвещения Киргизской ССР (1987), Заслуженный работник народного образования Республики Саха - Якутия (1992), Заслуженный деятель науки Респ. Калмыкия (1997) и Тува (1997), Заслуженный деятель науки Росс. Фед. (2001). Награжден золотой медалью Гердера, медалями К.Д.Ушинского, Я.А.Коменского.

    Почетный гражданин Чувашской Республики (1997). Почетный гражданин Яльчикского района (1997). Его имя занесено в Книгу Почета Трудовой Славы и Героизма Яльчикского района.
    Об авторе в энциклопедии
    Знаете больше об авторе? Внесите свои дополнения
    Этнопедагогика
    В книге характеризуется национально-региональная и этническая культура воспитания, освещаются важные темы этнопедагогики: этнопедагогическая система как национальный и общечеловеческий феномен; педагогическая эволюция; факторы, методы, средства и приемы народного воспитания; современное функционирование народной педагогики и др.



    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)