Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Чӳк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Паянхи шкул ачин ятарлă тум-тир пулмалла-и?
Пурĕ миçе ответ: 15
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Шăматкун, 20.04.2024, 18:43
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2009 » Чӳк » 13 » АСĂРХАН: СЫСНА ГРИПĔ
    АСĂРХАН: СЫСНА ГРИПĔ
    19:13
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Сезон грипĕ пекех А (H1N1) калаçнă чух, ӳсĕрнĕ чух сурчăкпа чирлĕ çынран сывă çынна ерет. Ӳсĕрекенсем, чирлекенсем патне 1 метртан çывăха пымалла мар, мерăсем йышăнмалла:
    – аллăрпа сăмсăра, çăварăра ан лекĕр;
    – тăтăшах алла супăньпе е спиртлă япаласемпе çумалла; 
    – çынсем йышлăн пухăнакан çĕре тухса çӳремелле мар;
    – чирлĕ çынсемпе çывăх хутшăнмалла мар;
    – пӳлĕме, хваттере тăтăшах уçăлтармалла;
    – сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тăраниччен çывăрмалла, вăхăтра апатланмалла, физкультура хусканăвĕсем тумалла.
    Маскăсемпе усă курасси çинчен мĕн калама пулать? Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ çакăн çине мĕнле пăхать?
    Эсир чирлĕ мар-тăк маска тăхăнма та кирлĕ мар.
    Енчен те эсир чирлĕ çынна пăхатăр, ун çывăхне пынă чух маска тăхăнма пултаратăр. Çакăн хыççăн маскăна пăрахăçламалла, алла супăньпе çумалла.
    Енчен те эсир чирлĕ, апла пулин те çула тухмалла е сывă çынсемпе хутшăнмалла пулсан – маска тăхăнăр.
    Маскăсемпе тĕрĕс усă курни инфекцие сарăлма памасть, çакна асра тытмалла.
    Манăн А (H1N1) грипп пулнине мĕнле пĕлмелле?
    Хăвăр тĕллĕн сезон грипĕнчен А (H1N1) уйăраймăр, мĕншĕн тесен чир паллисем пĕр пекех: температура пысăк, пуç, пыр, мышцăсем ыратаççĕ, сунас аптратать. Сывлăх сыхлав органĕсемпе пĕрле хăвăра сиплекен врач кăна эсир мĕнле гриппа чирленине палăртма пултараççĕ.
    А (H1N1) гриппа чирленĕ пек туйăнсан манăн мĕн тумалла?
    Енчен те эсир хăвăра япăх туятăр, сунаслатăр, пысăк температура пулсан, пыр ыратсан:
    Ĕçе, шкула, халăх пуçтарăнакан çĕре тухса ан çӳрĕр, килте ларăр.
    Канăр, шыв нумай ĕçĕр.
    Ӳсĕрнĕ, сунасланă чух çăвара, сăмсана пĕр хут усă курмалли ал тутрипе хуплăр, вăл çук-тăк – чавсапа (аллаппипе хупласан вирус алă çинче юлать).
    Çынсен ушкăнĕ патне çывхариччен маска тăхăнăр.
    Юлташăрсене, çемйĕре хăвăр чирлине пĕлтерĕр.
    Хăвăр тĕллĕн больницăна тухса кайиччен малтан тухтăрпа çыхăнăр, вăл сире медицина тĕпчевĕ кирлипе кирлĕ маррине калĕ.
    Грипăн çĕнĕ вирусĕ ерчĕ пулсан вируса хирĕç кĕрешекен препаратсем ĕçмелле-и?
    Çук. Озельтамивир е занамивир препаратсемпе хăвăра сиплекен врач хушмасăр усă курмалла мар. Çĕнĕ грипран хăвăр тĕллĕн сипленме хăтланса препаратсем туянса укçăра сая ан ярăр, уйрăмах Интернет урлă эмел туяннă чух сыхă пулăр.
    Кăкăр çитерекенсене мĕн сĕнме пулать? Грипп ерсен кăкăр çитерме пăрахмалла-и?
    Çук, хăвăра сиплекен врач кăкăр çитерме чарсан кăна. Грипп инфекцийĕсене тĕпчени çакна кăтартса пачĕ: кăкăр çитерни ачасен иммунитетне ӳстерет, респираторла чирсенчен хӳтĕлет. 
    Медицина пулăшăвне хăçан ыйтмалла?
    Сывлăш пӳлĕнсен, сывлама йывăр чух, пысăк температура виçĕ кунран та иртмесен медицина пулăшăвĕ ыйтмалла. Чирлĕ ача ашшĕ-амăшĕн çакăн пек чух пулăшу ыйтмалла: пĕчĕк ача хăвăрт-хăвăрт сывласан е сывлăшĕ пӳлĕнсен, температура анмасан тата шăнăр туртса лартсан.
    Чылай чухне ачана килтех сиплеме пулать. Ăна кантармалла, ытларах шыв ĕçтермелле, ыратнине ирттерекен препаратсем памалла (Рэйе синдромĕнчен сыхланса ачасемпе çула çитменнисене ыратнине ирттерекен аспиринсăр препаратсем памалла). 
    Эпĕ гриппа чирлĕ, анчах хама лайăхах туятăп. Ĕçе кайма юрать-и?
    Çук. Сезонри гриппа чирлетĕр-и, А (H1N1) гриппа-и – юрамасть. Чир паллисем иртсе каймасăр çын çине ан тухăр. Çак таврари çынсене те, ĕçтешĕрсене те грипран хӳтĕлĕ.
    Çула тухма юрать-и мана?
    Енчен те хăвăра япăх туятăр е сирĕн грипп паллисем пур, çул çине ан тухăр. Хăвăрăн сывлăхăр пирки иккĕленӳсем çуралчĕç-тĕк, тухтăртан канаш ыйтăр.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 762 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 2.6/16 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)