Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Юпа 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 05.11.2024, 20:40
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Юпа » 5 » Вĕрентекенсене Чăваш Ен Элтеперĕ саламлани
    Вĕрентекенсене Чăваш Ен Элтеперĕ саламлани
    13:20
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Хаклӑ туссем! Чӑваш Енӗн хисеплӗ вӗрентекенӗсем!
    Сире Учитель кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

    Сирӗн ӗҫӗр пӗлтерӗшне хак пама ахӑртнех май та ҫук. Ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ вӗрентекенсем мӗн пӗчӗкренех пирӗнпе юнашар. Вӗсем пире пӗлӳ еннелле туртӑнма, ырӑпа усала уйӑрма вӗрентеҫҫӗ, унпа пӗрлех тӗрлӗ енлӗн аталаннӑ йӗркеллӗ ҫын пулса ӳсме пулӑшаҫҫӗ.
    Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри Раҫҫейри вӗренӗве ҫирӗппӗн аталантарма пулӑшакан майсем туса хурасси, унӑн ырӑ йӑла-йӗркине сыхласа упрасси шутланать.
    Ҫав тӗллевсене пурнӑҫлама «Раҫҫей Федерацийӗнчи вӗренӳ ҫинчен» тата «Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен» саккунсем май параҫҫӗ. Асӑннӑ документсенче воспитани ыйтӑвӗ, ачана ӗҫе юратма хӑнӑхтарасси, ӑна тӳрӗ кӑмӑллӑ, яваплӑха туякан тата саккуна пӑхӑнакан ҫын туса ӳстересси тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ.
    Республикӑра вӗрентӳ тытӑмне ҫӗнетес ӗҫ хастарлӑн пурнӑҫланать. Шкулсем тӑвасси, вӗсене тӗпрен юсасси тата юсаса ҫӗнетесси лайӑх шайра пулса пырать, республикӑри мӗн пур шкула вӗренӳ кӗнекисемпе туллин тата тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ. Вӗрентӳ ӗҫне информаци технологийӗсене кӗртес тӗлӗшпе Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен хушшинче малти вырӑнта тӑрать. Педагогика ӗҫӗнчи инновациллӗ технологисем республикӑри шкулсенчен вӗренсе тухакансене пысӑк ҫитӗнӳсем тума пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енри 12 шкул Раҫҫейри чи лайӑх 500 шкул йышне кӗнӗ, Шупашкарти 3-мӗш лицей вара – ҫӗр-шыври чи лайӑх 25 шкул шутӗнче, ҫак ырӑ тӗслӗх Чӑваш Енри педагогсен тата ачасен ашшӗ-амӑшӗн ӗҫӗ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне ӗненмелле ҫирӗплетсе парать.
    Вӗрентекен ӗҫӗн хисепне ӳстерес тӗлӗшпе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑннӑ. Педагогсен ӗҫ укҫи ҫулсерен хушӑнса пырать, вӗренӳ сферинче инновациллӗ проектсене пурнӑҫлама грантсем уйӑраҫҫӗ, ҫамрӑк вӗрентекенсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пултараҫҫӗ.
    Ҫӗр-шыври педагогика шкулӗн чи лайӑх йӑли-йӗркине тивӗҫлипе сыхласа упракан тата ӑна вӗрентекенсен ҫамрӑк ӑрӑвне парса хӑваракан ветерансене уйрӑммӑн тав тӑватӑп.
    Ҫак питӗ кирлӗ те пархатарлӑ ӗҫре тӑрӑшакан мӗн пур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнусем, телей тата лайӑх кӑмӑл сунатӑп. 


    Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 730 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
    1 mixaj_58   (05.10.2013 13:44) [Материал]
    "...ачана ӗҫе юратма хӑнӑхтарасси, ӑна тӳрӗ кӑмӑллӑ, яваплӑха туякан тата саккуна пӑхӑнакан ҫын туса ӳстересси тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ" (М.В.Игнатьев).
    Эпĕ вара ку саккунсенче ĕçе юратма хăнăхтаракан пĕр тĕплĕ шухăш та курмастăп. Ахăртнех, иртнĕ ĕмĕрти коммунистсенчен илнĕ (çирĕпленнĕ) шухăш кăна ку... Саккунсене патшалăхра пĕр чиновник та пулин пăхăнать-ши? Вăрлас та, çаратас, мĕн пур пурлăха хамăн тăвас...


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)