Хаклӑ туссем! Чӑваш Енӗн хисеплӗ вӗрентекенӗсем!
Сире Учитель кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!
Сирӗн ӗҫӗр пӗлтерӗшне хак пама ахӑртнех май та ҫук. Ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ вӗрентекенсем мӗн пӗчӗкренех пирӗнпе юнашар. Вӗсем пире пӗлӳ еннелле туртӑнма, ырӑпа усала уйӑрма вӗрентеҫҫӗ, унпа пӗрлех тӗрлӗ енлӗн аталаннӑ йӗркеллӗ ҫын пулса ӳсме пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри Раҫҫейри вӗренӗве ҫирӗппӗн аталантарма пулӑшакан майсем туса хурасси, унӑн ырӑ йӑла-йӗркине сыхласа упрасси шутланать.
Ҫав тӗллевсене пурнӑҫлама «Раҫҫей Федерацийӗнчи вӗренӳ ҫинчен» тата «Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен» саккунсем май параҫҫӗ. Асӑннӑ документсенче воспитани ыйтӑвӗ, ачана ӗҫе юратма хӑнӑхтарасси, ӑна тӳрӗ кӑмӑллӑ, яваплӑха туякан тата саккуна пӑхӑнакан ҫын туса ӳстересси тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ.
Республикӑра вӗрентӳ тытӑмне ҫӗнетес ӗҫ хастарлӑн пурнӑҫланать. Шкулсем тӑвасси, вӗсене тӗпрен юсасси тата юсаса ҫӗнетесси лайӑх шайра пулса пырать, республикӑри мӗн пур шкула вӗренӳ кӗнекисемпе туллин тата тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ. Вӗрентӳ ӗҫне информаци технологийӗсене кӗртес тӗлӗшпе Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен хушшинче малти вы
...
Малалла вула »