Юлашки вăхăтра проект мелĕпе усă курса пĕлÿ парасси анлăн сарăлса пырать. Ку меле чылайăшĕ çĕнĕ технологисен шутне кĕртет. Анчах та ăна ХХ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчех Америка философĕ Джон Дьюи тата унăн вĕренекенĕ В. Х. Килпатрик вĕрентÿ ĕçĕнче усă курма сĕннĕ. Юлашки вăхăтра проект ĕçĕ анлăн сарăлса пырать. Проект вăл — ачана хăйĕн кăмăлне каякан ĕçе суйласа илме паракан мел. Ăна хатĕрленĕ май кашни ачан активлăхĕпе пуçарулăхĕ, ушкăнпа ĕçлеме пултарни, тавра курăмĕ аталанать. Çак мелпе тăван чĕлхепе литература урокĕсенче те (кашни ÿсĕмри ачапах) ĕçлеме пулать. Унăн ырă енĕсем, ман шутпа, чылай: — кашни ача проект вĕçĕнче хăй мĕн тума пултарнине курать; — хăйĕн тата юлташĕсен пултарулăхне хаклама вĕрентет; — ыттисен çитĕнĕвне курса татах та ытларах туртăнма хистет; — пулас професси валли тавра курăма анлăлатма ыйтать; — учителе те проект темине суйласа илнĕ вăхăтра кашни ачан аталанăвне шута илме хистет; — кирлĕ кĕнекесене, словарьсене уçса пăхма тивет; — ача ĕçлесен çитĕнÿ патне çитме пултарнине те туять; — кашни ачана хăйĕн пĕлÿ шайне тĕрĕс хаклама май туса парать, ăна ÿстерессишĕн тăрăшма хистет. Ĕçĕн результатне кура тĕпчев, вăйă, пултарулăх, информаци, тишкерÿ, практика проекчĕсем пулаççĕ.
Пĕр-пĕр ĕçĕн проекчĕ çакăн пек тапхăрсем çине пайланать:
1. Хатĕрленÿ тапхăрĕ (тема суйлани, вăхăтне, кирлĕ хатĕрсене палăртни, проект формине суйласа илни, ĕçсене пайлани е суйласа илни). Уйрăмах ĕçсене суйланă тапхăрта тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен пур ача та илнĕ ĕçе кăмăлтан тума пултартăр.
2. Проектпа ĕçлени. Малтанах ача хăй тĕллĕн кашни хăйĕн ĕçне тăвать. Вĕрентекен йăнăшсене тÿрлетнипе пĕрлех кирлĕ литература сĕнет, сайт адресне те кăтартма пултарать. Кирлĕ пулсан учитель ачана тепĕр хут тÿрлетсе юсаса парать. Вара тин учитель проекта епле ăнăçлăрах тумаллин планне тăвать. Пур ачан çитĕнĕвне те кăтартма тăрăшать.
3. Проекта хÿтĕлени (кашни ача хăй туса ирттернĕ ĕç çинчен каласа парать, вĕрентекен тимлĕ итленĕ хыççăн ыйтусем, сĕнÿсем пама та пултарать).
4. Сÿтсе явни (кашни ача лайăх енсемпе çитменлĕхсене кăтартма пултарать, учитель тавлашу хĕрÿ саманта çитессине туйса вăхăтра чарса сĕнÿсем парать). Нихăш ачине те кÿрентерме памалла марри те çак тапхăршăн чи кирли. Унсăрăн ытти пĕрле тумалли ĕçсене кÿлĕннĕ ачасем хутшăнмасан та пултараççĕ.
5. Пĕтĕмлетÿ тăвасси тата паллăсем лартасси (вĕрентекенĕн кашни ачан тăрăшулăхне курса хавхалантарма та манмалла мар). Паллăсене лартнă чух пĕчĕк çитĕнĕве те курма тăрăшмалла. Пахалăх çинчен те манмалла мар.
Ман шутпа, проектăн лайăх енĕ вăл — ачасене чăвашла таса та илемлĕ калаçма вĕрентни. Хÿтĕлев вăхăтĕнче — чĕлхе е литература урокĕ пултăр — ача чăн чăвашла таса калаçма тăрăшать. Диалект сăмахĕсенчен тарса литература чĕлхипе калаçма вĕренсе пырать. Çакă вара — чи пахи. Унсăр пуçне çыхăнуллă пуплеве те аталантарать. Ку вара сочиненипе изложени çыхăнуллăрах çырма вĕрентсе пырать. Çак ĕçе 5-мĕш класранах явăçтарсан тата та аванрах. 9-мĕш класс пĕтернĕ çĕре ним хăрамасăрах экзамена кĕме пултаратпăр. Маларах каларăмăр ĕнтĕ, проектпа чĕлхе тата литература урокĕсенче те усă курма пулать. Ачасем, проект темине кура, чăваш халăхĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе, сăмахлăхĕпе, вырăнти материалсемпе туллин усă курма пултараççĕ. Ĕç ăнăçлă пулсан ыттисене паллаштараççĕ, çынсен умĕнче тухса калаçма майĕпен хăнăхса пыраççĕ. Малалла хам усă курнă проектсем çинче чарăнса тăрасшăн. Юлашки вăхăтра шкул ачисем компьютерпа усă курса хаçат ытларах кăларма юратаççĕ. Эпир те ачасемпе çак ĕçе проект мелĕпе туса пыратпăр. Юхма Мишшине, Çеçпĕл Мишшине, хĕле, Учительсен çулталăкне, аннесене халалласа хаçатсем кăлартăмăр. Проект темине суйласа илнĕ хыççăн малалла кашни ача хăй мĕн тăвассине калать, кăмăлпа тунă ĕçĕн результачĕ те пысăкрах пулать. Лару-тăрăва тишкернĕ хыççăн проблемăна палăртатпăр. Эпир малтан пулнă материалпа кăна усă курмастпăр. Кашнинчех çĕннине тупма тăрăшатпăр. Çĕнни пурне те ытларах интереслентерет. Никам каламан шухăша учитель ачасене тупма пулăшать. Çакă чи пахи пулса тăрать те ĕнтĕ. Кашни ача хăй умне тĕллев лартнисĕр пуçне задачăсем çинчен те шутлать. Мĕнле результат пулассине те ачасемпе малтанах калаçса палăртатпăр. Шăпах малалла вĕсем результата пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшса вăй хураççĕ те ĕнтĕ. Ку çеç мар-ха. Ачасем умĕнче тухса калаçма та хатĕрленмелле-çке. Малтанлăха вăтанкаласа тăраççĕ-ха. Кайран вара чĕлхисем уçăлса пыраççĕ. Таса та хитре калаçма хăнăхса çитеççĕ. Хаçата кăларса çакнă хыççăн мониторинг урлă ыттисене епле килĕшнине те пĕлетпĕр. Сĕнÿсене малаллахи ĕçсенче шута илме тăрăшатпăр. Эпир хамăр кăларнă хаçатсене (Çеçпĕл Мишши, Юхма Мишши…) район шайĕнчи ăмăртăва та тăратрăмăр, малти вырăнсене йышăнтăмăр. Çавăн пекех 7-мĕш класс ачисемпе проект мелĕпе усă курса "Улах ларнине” шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕсем тата ялти ытти çынсем умĕнче те кăтартрăмăр. Малтанхи çул çак мелпех "Вăйă картине” çынсен умне кăларнăччĕ. Куракансем кăмăллă юлнине те палăртса хăвармалла. Уйрăмах сценкăсене лартнă чухне ĕлĕкхи тумсене тупма йывăртарах пулнине асăнса хăварас килет. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ку йывăрлăха та ачасемпе çĕнтерме пултартăмăр. Çакăн хыççăн проект мелĕ ĕлĕкхи йăла-йĕркесене сыхласа хăварнă çĕрте те питĕ вырăнлине палăртма кăмăллă. Районта, республикăра тухса тăракан хаçатсем валли материалсем хатĕрленĕ çĕрте, мультимедиллĕ презентацисем, çыравçăсен юбилейĕсене, тĕл пулусене ирттернĕ çĕрте те проект мелĕпе ĕçлеме лайăх. Порфирий Егоров, Филипп Андреев, Юхма Мишши çыравçăсен юбилейĕсене те проект мелĕпе ирттерме çăмăл пулчĕ. Кунта учитель кăна мар, ачасем те, тăванĕсем те, ыттисем те кашни хăйĕн ĕçне турĕç. Мультимедиллĕ презентацисене тунă чух ачасен ытларах хаçатсенче, кĕнекесенче материалсене шырама тивет. Апла пулин те вĕренекенсем питĕ ăнăçлă презентацисем туса ачасем умĕнче хÿтĕлеме пултараççĕ. Уйрăмах 9—11 класс ачисем материалсене лайăх, ăнăçлă вырнаçтараççĕ. Хумма Çеменĕ, Геннадий Айхи, вырăнти паллă çынсемпе, космонавтсемпе тунă презентацисем уйрăмах ачасен кăмăлне кайнине палăртмалла. Проект мелĕпе усă курасси ăçта тухăçлăрах-ши? Ман шутпа, пур çĕрте те пĕлсе усă курсан тухăçлă. Учитель епле йĕркелесе пынинчен килет ку. Вăхăтра тÿрлетсе, сĕнÿсем пама пĕлмелле çеç. Ачасене шанмалла, хавхалантармалла, ÿсĕмсене кăтартсах пымалла. Кашни ача хăй тунă ĕçĕн пĕтĕмлетĕвне курма тăрăшать. Ыттисен умĕнче намăс курас мар тесе вăй хурать. Малалла "Нестер Янкас — чăвашсен паллă çыравçи” проект ĕçĕпе паллаштарасшăн. Ку ĕçе тума тĕрлĕ классенчи ачасене явăçтартăмăр. 1-мĕш ушкăн сăвăçăн ачалăх тапхăрĕпе кăсăкланчĕ, тăван ялĕнче пулса шăллĕпе — Г. Кирилловпа калаçрĕ. Ачасем видеоматериал та хатĕрлерĕç. 2-мĕш ушкăн вара Н. Янкасăн псевдонимĕсене пухассипе тăрăшрĕ. 3-мĕш ушкăнти ачасен ĕçĕ те çăмăлах пулмарĕ. Вĕсем йăх йывăççине турĕç. Тепĕр ушкăнĕ вара вĕренÿ сукмакĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ. Арçын ачасен ушкăнĕ Кирилл Неçукĕн пичетленсе тухнă кĕнекисене пухрĕ, хуплашкисене ÿкерсе илчĕ. Ачасем тăрăшни сая каймарĕ. Вĕсем Н. Янкас поэт-лирик, прозаик, куçаруçă пулнине произведенийĕсем урлă çирĕплетсе пачĕç. Нестер Янкас премине илме тивĕç пулнисене те пĕр çĕре сăн ÿкерчĕксемпе пĕрле пуçтарчĕç. Кайран вара пухнă материала пĕрлештерсе, музейра пулнине шута илсе презентаци турĕç. Вĕренекенсем çав тери кирлĕ ĕçе пурнăçлама пултарчĕç. Паллах, ĕçе тума çăмăл пулмарĕ. Ку материалпа литература урокĕсенче кăна мар, класс сехечĕсенче те усă курма аван. Юлашкинчен пĕтĕмлетсе "Нестер Янкас — чăвашсен паллă çыравçи” ятлă конференци йĕркелерĕмĕр. Проект мелĕ — уроксенче, шкул тулашĕнчи ĕçсенче усă курма юрăхлă технологи. Ку ачасен активлăхне ÿстерет, ушкăнпа ĕçлеме, пĕр-пĕрне хисеплеме, хаклама хăнăхтарать. Учительпе ача тачă çыхăнса ĕçлесе пырать. Пурнăç çулĕпе утма ача хăнăхать, ыттисемпе ирĕккĕн хутшăнма вĕренет. Вĕренекенсем кирлĕ материала шырама вĕренсе çитеççĕ, вĕсен тавра курăмĕ те самаях анлăланать.
Трак тăрăхĕнчи Упи вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Васильева Вера Вениаминовна ĕç опытĕнчен Çыпăçтарнисем: |