Хаклă ентешĕмĕрсем! Сире Вĕрентекен кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!
Кĕркуннехи çак çутă та савăк кун эпир пурте юратакан пĕтĕм халăх уявне — Вĕрентекен кунне паллă тăватпăр! Педагог, воспитатель, вĕрентекен профессийĕ яланах чи пархатарли те хисепли шутланнă, шутланать те. Пиртен кашниех хамăра шухăшлама, пурнăçра ырăпа усала уйăрма, йывăрлăхсене çĕнтерме, хамăра тата хамăр вăя шанма вĕрентнĕ хастар та пултаруллă çынсен сăнарĕсене чун-чĕринче сыхласа упрать.
Паянхи вĕрентекенĕн тарăн пĕлÿллĕ, вĕрентÿ ĕçĕнчи чи çĕнĕ хатĕрсемпе тата методикăпа усă курма пĕлекен ăстаçă пулмалла, унпа пĕрлех вăл обществăра пулса иртекен улшăнусене шута илсе вăхăтпа тан утма тивĕçлĕ. Чăваш Енре унашкаллисем сахал мар. Вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери олимпиадăсенче, конкурссенче тата викторинăсенче парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илекен республикăри вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ. Çакă ĕçченлĕхĕн, професси ăсталăхĕн тата суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннин ырă тĕслĕхĕ.
Эпир вĕрентекенсене тата вĕренекенсене пулăшас тĕлĕшпе хамăртан килнине пурне те тума тăрăшатпăр. Республикăра çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем çĕкленеççĕ, киввисем тĕпрен çĕнелсе улшăнаççĕ, вĕсен пу
...
Малалла вула »