Паян, юпан 17-мĕшĕнче, чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче факультет ĕçченĕсемпе Ăслăлăх канашĕн анлăлатнă ларăвĕ иртрĕ. Лару факультет деканĕ В.Г. Родионов профессор сăмах илнинчен пуçланчĕ. Тĕрĕссипе, ларура хускатнă ыйту – чăваш филологийĕпе культура факультечĕн малашнехи шăпи – паян пурне те хытă хумхантармалла-ха, профессортан тытăнса шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен таранах. Хуть мĕн кала та, чăваш культурипе, сăмахлăхĕпе, чĕлхипе, историйĕпе тарăн пĕлÿ илнĕ специалстсене факультет шайĕнче паян хатĕрлеме пăрахсан пĕтĕм чăваш халăхне ним ырри те кĕтес çук. Паллă ĕнтĕ, чи малтан пултарулăх интеллигенцийĕ пĕтет, унтан халăхĕ те сапаланса каять. Кăçал факультетăмăра 16 бюджет вырăнĕ панă та пĕтĕмпе 16 студент вĕренме илнĕ. Малашне мĕн кĕтет пире? Çак ыйтусем тавралла сăмах пуçарчĕ В.Г. Родионов. «Пирĕн пата вĕренме килес текенсене ура хураканнин пысăк сăлтавĕ – шкул ачисен вырăс литературипе ППЭ (вырăсла - ЕГЭ) тытасси. Чăваш ачин те вырăс литературипе тытмалла. Тен, тăван литературăпа аванрах тытнă пулĕччĕ вăл, анчах Чăваш Республикинче апла тума ирĕк çук. Тутарсем çак ыйтăва татса панă, вĕсен тутарла калаçакан шкул ачисен тутар литературипе те экзамен
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 860 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 17.10.2011
| Рейтинг:
Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш чĕлхин инçет вĕренӳ центрĕ Яков Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа республикăра «Чăваш кĕсли» интернет олимпида ирттерет. Вăл юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен пырĕ (малтан регистрациленĕç, кайран, 3 кун хушшинче ыйтусем çине хуравлĕç). Ку тупăшура Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче пурăнакан икĕ ӳсĕмри шкул ачисем хутшăнма пултараççĕ: 5-7-мĕш тата 8-10-мĕш классенче вĕренекенсем. Олимпиада Инçет вĕренӳ центрĕн сайтĕнче иртĕ, кашни ӳсĕм ушкăнĕ валли 10-шар ыйту хатĕрленĕ. Ĕçе пурнăçлама 50 минут параççĕ. Ăмăртăва йĕркелӳçĕсем чӳкĕн 5-мĕшĕнче пĕтĕмлетме шутлаççĕ.
Юлашки виçĕ çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕрес текенсен умне çĕнĕ йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. Чи малтанах литературăпа пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ (ППЭ) памалла тунине палăртмалла. Чăваш литературипе пĕрлĕхлĕ экзамен çуккине асра тытсан, абитуриентсен пĕтĕм Раççейпе иртекен «Литература» предметпа ППЭ (вăл вырăс литературипе) памалла пулчĕ. Хайхи чăваш филологине вĕренме кĕрекенĕн вырăс чĕлхипе литературине пĕлнин шайне кăтартма тиврĕ. Çак лару-тăрура Тутарстанăн Çутĕç министрествийĕ тутар чĕлхипе тата литературипе республика шайĕнчи ППЭ йĕркелеме ăс çитерчĕ. Вĕсен филологи факультетне вĕренме кĕрекенсем çапла майпа тăван чĕлхипе тата литературăпах экзамен парса кĕчĕç. Кăçал педагогика специальноçĕсене вĕренме кĕрекенсене «Литература» вырăнне «Обществознание» предметпа ППЭ пама ирĕк пачĕç. Çак улшăнăва пула И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш филологийĕн факультетне вĕренме кĕрекенсемшĕн чылай çăмăлрах пулчĕ (обществознанипе шкултах ППЭ параççĕ-çке). Пирĕн И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вара малтанхи пекех «литература» дисциплини юлчĕ. Ялсенчи учительсем (вырăс литературине вĕрентекенсем) ачасене
... Малалла вула »
Миçе çын пăхнă: 1070 | | Комментарисем (0)|
Хăш кун хушнă: 17.10.2011
| Рейтинг: