Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Пуш 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр! Эсир шкулта ĕçлесе илнĕ тупăшăрпа çăмăл машина туянма пултарятăр-и?
Пурĕ миçе ответ: 27
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 24.04.2024, 16:35
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Пуш » 22 » "Улăп - 2013" вăйă конкурс пуçланать!
    "Улăп - 2013" вăйă конкурс пуçланать!
    22:26
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ

    Республикăри тăван ен культурипе тата кун-çулĕпе кăсăкланакан ачасем валли хатĕрленĕ  

    «Улăп – 2013» уçă тата инçет вăйă конкурс шывĕ-йĕрки

    1 .Кÿртĕм сăмах

    Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски районĕнчи тата Чăваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вĕренекенсем валли «Улăп – 2013: Эпир Улăп йăхĕнчен» уçă тата инçет вăйă конкурс ирттерме йышăннă. Ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Раççей халăх артисчĕ, Чăваш тата Дагестан Республикисен искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, паллă чăваш композиторĕ Ф.М.Лукин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Конкурса пуçараканĕсем – В.М.Михайловпа З.П.Михайлова, Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан Красноармейски шкулĕн вĕрентекенĕсем.

    2. Вăйă конкурсăн тĕллевĕсем 

    1.Тăван ен культурипе тата чăваш халăх кун-çулĕпе кăсăкланакан ачасен пĕлÿлĕхĕпе тавра курăмне малалла аталантарасси; 
    2.Чăвашлăхшăн тăрăшма тата тăван Чăваш еншĕн мухтанма, ăна малашне аталантарма пултаракан ачасене тупса палăртасси, вĕсене  хавхалантарасси.

    3. Вăйă конкурса хутшăнакансем

    Вăйă конкурса хутшăнакансем – Красноармейски районĕнчи тата Чăваш Республикинчи шкулсенче 5-11 классенче вĕренекенсем. Конкурса Тулай  Чăвашри шкул ачисем те ирĕккĕнех хутшăнма пултараççĕ.
    Вăйă конкурса хутшăнас текенсен http://www.make-test.ru/  сайта кĕрсе регистрациленмелле. Çак вăйă конкурсăн шывĕ-йĕркипе килÿшÿллĕн пĕр сехет хушшинче 20 ыйтуран тăракан теста пурнăçламалла. Тест ыйтăвĕсене  пĕр хут çеç хуравлама юрать. 

     4. Вăйă конкурс йĕрки 

    Вăйă конкурс инçет майпа 2013 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 21-мĕшĕччен 5-7, 8-9, 10-11 класс ушкăнĕсенче иртет. Вăйă конкурс ĕçĕнче Ф.М.Лукин композитор пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем пулаççĕ. Вĕсене  http://www.make-test.ru сайтра вырнаçтараççĕ.  Вăйă конкурсăн пĕтĕмлетÿ протоколне вара http://chuvsite.ucoz.ru  сайта ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр вырнаçтараççĕ.

    Конкурса хутшăнма кăмăл тунă ачасен вĕрентекенĕсем 2013 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕччен Microsoft Exsel калăппа mixaj_58@mail.ru электрон ещĕке ыйтса çырни (заявка) ярса параççĕ. Унта çакна пĕлтермелле:

    1. Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ
    2. Шкул ячĕ (чăвашла!)
    3. Класс
    4. Район
    5. Республика
    6. Телефон
    7. E-mail
    8. Вĕрентекен кам пулни
    9. Вĕрентекенĕн телефон номерĕ
    10. Вĕрентекенĕн е-mailĕ
    Урăхла калăппа ыйтса çырнисене йышăнмаççĕ. Заявка тĕслĕхĕ КУНТА

    Вăйă конкурс ертÿçи палăртнă кун конкурса хутшăнакан кашни вĕренекен хăй кăтартнă электрон ещĕкне   «Вам поступило приглашение (Портал тестирования "Твой тест")» ятлă çыру, унпа пĕрле тĕрлĕ цифрăсенчен тăракан код илет. Çав кодпа усă курса унăн http://www.make-test.ru сайта "как тестируемый (составитель тестов мар!)" ссылкăпа кĕрсе хăй ÿсĕм ушкăнĕнче регистрациленмелле. Çапла майпа çеç вăл тест страницине лекме пултарать. Анчах та çакна манмалла мар: кашни хутшăнаканăн хăйне килĕшекен Логин тата Пароль шухăшласа кăлармалла, ăна, манса каясран, пĕр-пĕр хут çине çырса хумалла. Тата çакна ас тумалла: тест ĕçĕ тÿрех тухмасть, администратор ăна сайта кам кĕнине, вăл заявка панипе паманнине пăхса уйрăммăн лартса парать. Вара тин сайта тепĕр хут кĕрсе ĕçе пурнăçлама пулать.

    Теста пурнăçлама пулăшакан инструкци  http://chuvsite.ucoz.ru  сайтра (кунта - Виталий Михайловăн чăвашла сайтĕнче) пулать.

    5. Вăйă конкурса пĕтĕмлетни

    Вăйă конкурса ирттерме жюри йышне çирĕплетеççĕ.

    Çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисен йышне хутшăннисен 25 проценчĕ кĕме пултарать. Вĕсене пурне те «Улăп – 2013» вăйă конкурсăн виçĕ степеньлĕ дипломĕпе тивĕçтереççĕ. Дипломĕсене конкурсантăн электрон ещĕкне цифрăласа ярса параççĕ. Чи пултаруллă ачасен (пĕрремĕш вырăн йышăннă вĕренекенсен) вĕрентекенĕсене Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Хисеп хучĕпе чыслаççĕ. Вĕсене ертÿçĕ-вĕрентекенĕн электрон ещĕкне цифрăласа çитереççĕ.  Вырăн йышăннă тата йышăнайман ачасен сертификачĕсене http://chuvsite.ucoz.ru  сайта (Виталий Михайловăн чăвашла сайтне) вырнаçтараççĕ. Ăна тата ытти Дипломсене те шкулта е урăх çĕрте тĕрлĕ тĕслĕ принтерпа пичетлемелле, пичет çапса ĕнентермелле.

    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 1920 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: Улăп-2013 | Рейтинг: 5.0/2 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 8
    1 mixaj_58   (24.03.2013 13:27) [Материал]
    Пĕрремĕш заявкăсем килчĕç те ĕнтĕ. Вăл - Муркаш районĕнчи Çатракасси шкулĕнчен. Маттурсем!

    2 mixaj_58   (02.04.2013 22:51) [Материал]
    Заявкăсем  (ыйтса çырнисем) килсех тăраççĕ. Хальлĕхе вăйă конкурса 64 вĕренекен хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсем ытларах Муркаш, Вăрмар, Вăрнар, Елчĕк, Патăрьел районĕсенчен пулчĕç. Кунсăр пуçне Шупашкар хулин 27-мĕш шкулĕнче вĕренекенсем маттурри курăнать (12 ача). Пире Тутар Республикин Пăва районĕнчи Лащипуç шкулĕнче вĕренекенсем вăйă конкурса хутшăнма кăмăл туни савăнтарать. Шел пулин те, аслă классенче вĕренекенсем сахал.

    3 mixaj_58   (05.04.2013 21:21) [Материал]
    Конкурса хутшăнма кăмăл тунисен йышĕ хушăнсах пырать. Хальлĕхе 5-7 классенче вĕренекенсенчен 68 ача, 8-9  классенче вĕренекенсенчен 48 ача, 10-11  классенче вĕренекенсенчен 10 ача заявка (ыйтса çырни) тăратнă.

    4 mixaj_58   (10.04.2013 16:24) [Материал]
    Заявка йышăнасси вĕçленчĕ. Пурĕ  (5-7 классенчен - 194, 8-9 классенчен - 132, 9-10 классенчен - 58) ача вăйă конкурса хутшăнма кăмăл турĕ. Халĕ кодсене ярса паратăп, вара сайта кĕрсе регистрациленмелле. Анчах та çакна ан манăр: сирĕн тестируемый тесе кĕмелле, кунсăр пуçне хăвăра килĕшекен Логин тата Пароль шухăшласа кăлармалла, ăна, манса каясран, пĕр-пĕр хут çине çырса хумалла.
    Тата çакна манмалла мар: Сире кирлĕ тест ĕçĕ тÿрех тухмасть, администратор ăна сайта кам кĕнине, вăл заявка панипе паманнине  пăхса лартса парать. Вара тин сайта тепĕр хут кĕрсе ĕçе пурнăçлама пултаратăр. Ăнăçу сире!
    Кодсем: Пĕтĕмĕшле код: 1365358043, 5-7 классен: 1365598014, 8-9 классен: 1365598035, 10-11 классен: 1365598061

    5 mixaj_58   (11.04.2013 17:02) [Материал]
    Вăйă конкурса хутшăнакансен йышĕ 414 ачана çитрĕ!

    6 mixaj_58   (12.04.2013 15:47) [Материал]
    Тăвансемĕр, нумайăшĕ хăйĕн электрон ещĕкне тĕрĕс мар кăтартнă, çавăнпа та вĕсем патне код çырнă йыхрав çитмесен те пултарать! (Айăпĕ сирте: ещĕк адресне тĕрĕс кăтартмалла пулнă).

    7 mixaj_58   (12.04.2013 19:52) [Материал]
    Хăш-пĕрисем икĕ-виçĕ хутчен хуравлама сайта кĕреççĕ. Ун пеккисене дисквалификаци тума тивет. Асăрхаттаратăп!

    8 mixaj_58   (16.04.2013 19:11) [Материал]
    Жюри çапла йышăну турĕ:
    1. Конкурса хутшăнакан вĕренекенĕн хуравĕ хăй шкулти ачанни пек пулсан, çав шутра йăнăшсем те кĕреççĕ, вĕсен ĕçĕсене пăрахăçлаççĕ. Ку йыша конкурс ыйтăвĕсене 100 проценчĕпех тĕрĕс хуравланисем кĕмеççĕ.


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)