Республика кунĕ тĕлне Шупашкарта çĕнĕ сквер хатĕрлемелле — Геннадий Волков ячĕллине. Вăл Ленин проспектĕнчи 35 тата 39-мĕш çуртсем хушшинче вырнаçĕ. Скверта паллă академикĕн палăкĕ пулĕ — кăрлачăн 25-мĕшĕнче иртнĕ конкурсра В.Д. Немцов хатĕрленĕ кӳлепене суйласа илнĕ. Ăна, метр çурă çӳллĕшскере, пăхăртан ăсталамалла. Палăкăн 1,2 метрлă гранитлă постамент пулĕ. Волков Геннадий Никандрович (1927–2010) — паллă академик, педагогика ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор (1968), çыравçă. Вăл 500 ытла ăслăлăх ĕçĕ, вĕсем шучĕнче 27 монографи çырнă.