Пирĕн пата хăнасем килеççĕ, хамăра та чĕнеççĕ. Патшалăх Канашĕн спикерĕ Валерий Филимонов Чăваш Ен делегацийĕ çак кунсенче Тутарстанри Нурлатра Пĕтĕм чăваш уявĕнче пулни çинчен хавхаланса каласа панă. Уяв темине тăснă май Михаил Игнатьев çитес çул Шупашкар Пĕтĕм Раççей Сабантуйне йышăнасси пирки аса илтернĕ - халех хатĕрленме пуçламалла. Михаил Васильевич республика ертÿçисем Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан чăвашсемпе тытакан çыхăнăва çирĕплетсе пымалли пирки те каланă: «Юлашки çулсенче вĕсем патне кайса çÿреме тăрăшатпăр. Çакă тăнăçлăха упрама, халăхсен туслăхне çирĕплетме кирлĕ». Тутарстана илес тĕк - чĕлхене упрас, тутар халăх культурине аталантарас тĕлĕшпе тутарсен майĕсем те анлăрах. Тутар чĕлхине ача садĕнченех вĕрентме пуçламашкăн пысăк укçа уйăраççĕ. Пирĕн те вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Çавăнпа Михаил Игнатьев вĕрентÿ министрне Юрий Исаева ку енĕпе тумалли ĕçсене палăртма сĕнчĕ: унсăрăн тутарсемпе танлаштарсан эпир шупкарах курăнатпăр. Тепĕр тесен хăш-пĕр енĕпе тутарсенчен ирттеретпĕр те. «500-1000 çынна харăсах халăх тумне тăхăнтартса уява илсе тухаймаççĕ. Çакăн пирки хăйсем калаççĕ. Эпир - пултаратпăр. Эпир чăваш тумне тăхăнма вăтанмастпăр. Тумтирпе çыхăннă çак илем те патриотизм туйăмне çĕклеме пулăшать», - тенĕ Михаил Васильевич. Диаспора тенĕрен, кăçал та республика чăваш диаспорин ачисем валли «Ылтăн пучах» лагерьте «Эткер» ятпа профиль смени йĕркеленĕ. Унта Пушкăртстанран, Тутарстанран, Саратов, Тюмень, Ульяновск, Чулхула облаçĕсенчен килнĕ тăватă теçеткене яхăн ача каннă. Çыпăçтарнисем: |