Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Ака 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Юнкун, 18.12.2024, 20:37
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2012 » Ака » 28 » Трак енре чăваш чĕлхи вĕрентекенсен 1-мĕш фестивалĕ иртрĕ
    Трак енре чăваш чĕлхи вĕрентекенсен 1-мĕш фестивалĕ иртрĕ
    22:08
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Трак тăрăхĕнчи шкулсенче пуçаруллă ĕçлекен вĕрентекенсен методикăпа меслетлĕх ушкăнĕ сĕннипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) тата Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика пÿлĕмĕн ĕçченĕсем ертсе пынипе (ертÿçи – Фризен М.Ф.) Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче Упи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен 1-мĕш фестивалĕ иртрĕ. 
    Фестиваль тĕллевĕ – Федераллă Патшалăх Вĕрентÿ Стандарчĕпе килĕшсе тăракан тата паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен урок пама хăнăхасси, пултаруллă вĕрентекенсене тупса палăртасси тата вĕсене хавхалантарасси.
    Фестиваль хăнисемпе тата унта хутшăнакансем уçă урок ирттерме тата вĕсене хак пама икĕ ушкăна пайланчĕç. Пĕрремĕш ушкăн малтанхи кун 6 уçă урок итлесе хак пачĕ, иккĕмĕш ушкăн вара тепĕр кунне 4 уçă урок итлерĕ.
    Фестиваль Чатукасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вăй хуракан Р.И.Яковлевăн «Ĕç çынна илем кÿрет» урокĕпе уçăлчĕ. Хăй урокне вĕрентекен Чăваш Патшалăх Гимнĕпе пуçларĕ. Учитель ĕç пурнăç тыткăчи пулнине ачасемпе пĕрле çирĕплетсе пачĕ. Иккĕмĕш урока Пикшик пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Л.А.Тихонова пачĕ. Вăл 9-мĕш класра вĕренекен чăваш ачисене паянхи кун вĕрентÿ программи ыйтакан эссе çырма вĕрентрĕ. Именкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.П.Ильина вара «Лексика йывăççин çимĕçĕсем» темăпа урок ирттерчĕ. Ачасем вăл пулăшнипе лексика йывăççине ÿстерчĕç, унпа чĕлхере мĕнле усă курмаллине ăнкарчĕç. Тăваттăмĕш урока Кĕçĕн Шетмĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен И.Н.Козлова пачĕ. Унăн урокĕн теми «Поэзи чĕлхи. Сăвă виçисем» ятлă пулчĕ. Вĕрентекен, хăй те çамрăк поэт пулнă май, ачасене поэзи тĕнчине кĕмелли меслетлĕх шырама вĕрентрĕ. Пиллĕкмĕш уçă урока Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов сывлăха халалларĕ. «Сывлăхран хакли çук» темăпа ирттерчĕ вăл хăйĕн урокне. Ачасем сывлăх этемĕн пурнăç никĕсĕ пулнине çирĕплетсе хăварчĕç, сывлăхлă пулас тесен мĕн-мĕн тумаллине хăйсемех уçса пачĕç. Пĕрремĕш кунхи ĕç программине Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.П.Михайлова вĕçлерĕ. Унăн урокĕн теми «Анне сăнарĕ – сăвă-юрăра» ятлă пулчĕ. Вĕрентекен юратнă аннесĕр, аннелĕх туйăмĕсĕр, унăн ырă та вашават камăлĕсĕр пурăнма йывăррине, анне пур çыншăн та чи хакли, чи илемли, чи ырă кăмăлли пулнине ачасен чун-чĕрине вырнаçтарма тăрăшрĕ.
    Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕнче Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче пуçламăш класра вĕрентекен Г.В.Васильева ФПВС (ФГОС) ыйтнине тивĕçтерекен тĕслĕхлĕ урок пачĕ. Галина Васильевна ФПВСпа килĕшÿллĕн иккĕмĕш çул ĕçлет ĕнтĕ. Унран вĕренмелли нумай терĕç вĕрентекенсем. Кун хыççăн Упи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.В.Васильева «Çурхи тĕнче илемĕ» темăпа уçă урок пачĕ. Ачасем çурхи тĕнче илемне нумай енлĕ дидактика ĕçĕсемпе усă курса туллин уçса пачĕç. Виççĕмĕш урок «Çын тата çут çанталăк» темăпа иртрĕ. Ăна Карайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен А.Ю.Никандрова ирттерчĕ. Урокра ачасем Мĕтри Кипекĕн «Кайăк тусĕ» романне тĕпĕ-йĕрĕпе шĕкĕлчерĕç. Ку урок пуринчен те тухăçлăрах пулни курăнчĕ тата ФПВС ыйтăвне туллин тивĕçтерекенни пулчĕ терĕç фестивале хутшăнакансем. Тăваттăмĕш урока Трак пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен И.Н.Антонова ирттерчĕ. Урокăн теми «Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче» ятлă пулчĕ. Ачасем чăваш тĕррин çырулăхне, унăн пĕлтерĕшне туллин уçса пама тăрăшрĕç. Чăвашăн тĕрĕллĕ тум-тирне тăхăнса пăхса хак пачĕç. Кашниех тĕрĕ ĕçне хăнăхма сăмах пачĕ.
    Фестиваль урокĕсен ярăмĕ класс тулашĕнчи ĕçпе – фольклор ушăнĕн кăтартуллă урок концертпа вĕçленчĕ. Ăна Еншик Чуллă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Г.А.Ефимова хатĕрленĕ. Ачасем чăваш юрри-кĕввине, ташши-çеммине юратса вĕренни, ăна куракансем патне çитерме пултарни пурне те савăнтарчĕ.
    Юлашкинчен Упи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕн музейĕнче фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен пултаруллă педагогсене чысларĕç. Ăна Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика пÿлĕмĕн ертÿçи М.Ф.Фризен ертсе пычĕ. Вăл уроксене пĕтĕмĕшле хак пачĕ, уроксен лайăх енĕсемпе çитменлĕхĕсене палăртрĕ. Кĕçех чыслав та пуçланчĕ.
    Фестивалĕн çĕнтерÿçин ятне Карай пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен А.Ю.Никандрова тивĕç пулчĕ. «Тĕпчевçĕ – педагог» номинацире Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов çĕнтерÿçĕ тесе палăртрĕç. «Чи ăста вĕрентекен»» номинацире Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен З.П.Михайлова çĕнтерÿçĕ тесе пĕлтерчĕç. «Ылтăн çÿпçе» номинацире Трак пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен И.Н.Антонова çĕнтерÿçĕ пулчĕ. «Новатор-педагог» номинацире Упи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.В.Васильева çĕнтерÿçĕ тесе пĕлтерчĕç. «Урок – пултарулăх тÿпи» номинацире Пикшик пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Л.А.Тихонова çĕнтерÿçĕ тесе хакларĕç. «Чи пуçаруллă вĕрентекен» номинацире Еншик Чуллă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Г.А.Ефимова çĕнтерÿçĕ пулни палăрчĕ. «Хăй профессине парăннă вĕрентекен» номинацире Именкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.П.Ильина çĕнтерÿçĕ ятне илчĕ. «Хастар вĕрентекен» номинацире Кĕçĕн Шетмĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен И.Н.Козлова çĕнтерÿçĕ тесе пĕлтерчĕç. «Пултаруллă вĕрентекен» номинацире Чатукасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Р.И.Яковлева çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. 
    Фестиваль пурин кăмăлне те кайрĕ. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ячĕпе районти пуçаруллă ĕçлекен учительсен методикăпа меслетлĕх ушкăнĕн ертÿçи З.П.Михайлова район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕпе Упи шкул ертÿçисене тав сăмахĕ каларĕ, йывăр та пархатарлă ĕçре çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ. Фестиваль çĕнтерÿçи А.Ю.Никандрова та хăй ĕçне пысăка хурса хакланăшăн тав сăмахĕ каларĕ.
    Юлашкинчен фестивале хутшăннисен пĕр ушкăнĕ Шупашкара Чăваш чĕлхи кунне уявлама тухса кайрĕ. Унта вĕсем Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ «Чун кĕввисем» телетĕпеле хутшăнчĕç, чăваш эстрада çăлтăрĕсен пысăк концертне пăхса савăнчĕç. Филармони театрĕн сцени çинче хăйĕн ĕçĕнче палăрнă чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсемпе тĕрлĕ отрасльри ĕçченсене чысларĕç. Сăмах май, телетĕпел сцени çине Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлова та кăларчĕç. Ăна чăвашлăха аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш наци конгресĕн парнипе чысларĕç.

    В.М.Михайлов
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 816 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)