Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Раççейри чăвашсен хăйсен ирĕклĕ патшалăхне йĕркелеме ирĕк пур-и?
Пурĕ миçе ответ: 18
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Вырсарникун, 28.04.2024, 22:13
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 17 » "Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ӗçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар". Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру
    "Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ӗçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар". Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру
    10:59
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Суйласа илнĕ тезиссем:
    • 2012 ҫул кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ май, пирӗн республикӑшӑн вӑл, пӗтӗмӗшле илсен, ӑнӑҫлӑ пулнине палӑртатӑп. Регионӑн 2012 ҫулхи пӗтӗмӗшле продукчӗ, прогноз тӑрӑх, 207,5 миллиард тенкӗ шайне ҫитмелле, ҫакӑ 2011 ҫулхи кӑтартӑвӑн 105,2% танлашать. Промышленноҫ производствин индексӗ 107,2% шайне ҫитнӗ (Раҫҫейӗпе – 102,6%). Чӑваш Ен машинӑсемпе оборудованисем тӑвас енӗпе 2012 ҫулта федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Раҫҫейри кашни виҫҫӗмӗш бульдозера, тавар турттармалли кашни ҫиччӗмӗш вакуна пирӗн республикӑра туса кӑлараҫҫӗ.
    • Ҫав вӑхӑтрах уйӑхри малтан шутласа ҫирӗплетнӗ вӑтам ӗҫ укҫин виҫи 16,1% ӳснӗ, пирвайхи хаклав тӑрӑх вӑл 17 301 тенкӗпе танлашнӑ.
    • Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен муниципалитет пӗрлӗхӗсене пысӑклатас ыйтӑва пӑхса тухма вӑхӑт ҫитнӗ тесе шутлатӑп. Хальхи условисенче территорисене аталантармалли тӗп вӑй пулма пултаракан, экономика тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен муниципалитетсен пӗлтерӗшӗ ӳсет. Ҫавӑнпа та муниципалитетсен пӗрлӗхӗсене пысӑклатни экономикӑн тата демографин объективлӑ туртӑмӗсем тивӗҫлӗн палӑрни пулса тӑрать. Ку ӗҫе анлӑн сӳтсе явса, граждансен шухӑшӗсене шута илсе тата вӗсен прависене хӗсӗрлемесӗр туса ирттермелле.
    • Паян Чӑваш Ен территорийӗнче патшалӑхӑн тата федерацин тӗллевлӗ 17 программи пурнӑҫланать. 2012 ҫулта программӑна кӗнӗ тата программӑна кӗмен ӗҫсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме федераци бюджетӗнчен 14 миллиард та 161,8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ку вӑл 2011 ҫулхинчен 21,1 % пысӑкрах. Ҫав шутран патшалӑх инвестицийӗсем 8 миллиард та 698 миллион тенкӗпе танлашнӑ, ҫакӑ ҫулталӑк маларахри кӑтартуран 1,8 хут пысӑкрах.
    • Республика йӑлана кӗнӗ пекех федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсем хушшинче пӗр лаптӑк единици пуҫне туса илекен продукци енӗпе малтисен йышӗнче тӑрать. Ял хуҫалӑх ҫӗрӗсен 100 гектар лаптӑкӗ пуҫне аш-какай туса илессипе Чӑваш Ен 2-мӗш вырӑн (11,3 тонна, ку вӑл ФАО-ӗнчи вӑтам кӑтартуран 1,8 хут пысӑкрах), сӗт туса илессипе – 1-мӗш вырӑн (52,8 тонна, 2,5 хут пысӑкрах) йышӑнать.
    • 2012 ҫул тӑршшӗнче эпир бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине тапхӑрӑн-тапхӑрӑн ӳстерессине пурнӑҫларӑмӑр. Вӗрентекенсен уйӑхри вӑтам ӗҫ ӳкҫи 15 655 тенкӗпе танлашрӗ, ку вӑл 2011 ҫулхинчен 28% пысӑкрах. Шкулчченхи учрежденисенче ӗҫлекен воспитательсен ӗҫ укҫи асӑннӑ тапхӑрта 34 процента ҫити ӳссе 10 278 тенке ҫитнӗ.
    • 2013 ҫулхи I кварталта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекен педагогика ӗҫченӗсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине экономикӑри вӑтам ӗҫ укҫи шайне ҫитерме палӑртнӑ. Ача сачӗсенче тӑрӑшакан воспитательсемпе педагогсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине Чӑваш Республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан сферӑри вӑтам ӗҫ укҫи шайне иртсе пыракан ҫул хушшинче ҫитерме палӑртса хунӑ.
    • Сывлӑха сыхлас ӗҫе модернизацилемелли программа шайӗнче врачсене тата медицинӑн вӑтам сыпӑкри ӗҫченӗсене хушма тӳлев пама палӑртнине пула республикӑри врачсен малтан шутласа ҫирӗплетнӗ уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 23 503 тенкӗпе танлашнӑ, медицинӑн вӑтам сыпӑкри ӗҫченӗсен вара – 13 502 тенкӗпе. 2018 ҫул тӗлне врачсен вӑтам ӗҫ укҫи регионти вӑтам ӗҫ укҫи шайӗнчен икӗ хут, вӑтам тата кӗҫӗн сыпӑкри ӗҫченсен ӗҫ укҫи – пӗрре ҫурӑ хут пысӑкрах пулӗ.
    • Культура ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи 2012 ҫулта вӑтамран 22% ӳснӗ. Ку кӑтарту енӗпе Чӑваш Ен федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи лайӑх регионсен шутне кӗрет. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ лартнӑ тӗллевсене шута илсе 2013 ҫулта культура учрежденийӗсен ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи 15% ӳсмелле, 2018 ҫул тӗлне унӑн виҫи республикӑри вӑтам ӗҫ укҫи виҫипе танлашмалла.
    • 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята илме ирӗк пур граждансен ушкӑнӗсен переченьне пысӑклатнӑ. Ӗҫ ветеранӗсем валли палӑртнӑ социаллӑ пулӑшу мерисене илмелли правӑна пысӑк ӗҫ стажӗллӗ – хӗрарӑмсемшӗн 40 ҫултан, арҫынсемшӗн 45 ҫултан кая мар – граждансем тивӗҫнӗ. Паянхи куна «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята стаж тӑрӑх 19 пин ытла ветеран илнӗ. Ҫул шайне хӗрарӑмсемшӗн 35 ҫул, арҫынсемшӗн 40 ҫул таран чакарасси малашлӑхра тумалли тепӗр утӑм шутланать.
    • 2013 ҫулта ача амӑшӗсене пулӑшас тата ача ҫураласлӑха ӳстерес тӗллевлӗ социаллӑ политика вӑйланать. Ҫакӑн валли кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан кашни уйӑхра укҫа-тенкӗ тӳлевӗ уйӑрса параҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Республикинчи ҫын пуҫне тивекен вӑтам тупӑшран сахалрах тупӑш илекен ҫемьесене ачасем валли ҫирӗплетнӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шайӗпе тӳлеҫҫӗ. Малтанхи хаклав тӑрӑх, ҫав тӳлеве 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратнӑ ҫемьесем 100 процента яхӑнах илсе тӑрӗҫ.
    • Ҫынна хастар пулма, сывӑ пурнӑҫ йӗркине йышӑнма ҫамрӑкранах вӗрентмелле. Ҫавӑнпа та республикӑра ачасемпе ҫамрӑксен спортне аталантарасси тӗп вырӑнта тӑрать. Юлашки ҫулсенче тунӑ мӗн пур физкультурӑпа спорт комплексӗсене ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗсене панӑ. Ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ – 3 ҫул хушшинче шкул ҫулӗнчи кашни иккӗмӗш ачанах ачасемпе ҫамрӑксен спортне явӑҫтармалла.
    • Министрсен Кабинечӗпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен умне виҫӗ ҫул хушшинче хальхи вӑхӑтри ача сачӗн 54 ҫуртне туса хута яма, пушӑ пӳлӗмсем пур пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче хушма 2550 вырӑн тата уйрӑм ҫын тытса тӑракан ача сачӗсенче 1040 вырӑн йӗркелеме тӗллев лартнӑ.Яваплӑ йышӑнӑва пурнӑҫлатпӑрах. 2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинчи 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитичченхи ачасене, 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вара – 1,5 ҫултан пуҫласа 7 ҫула ҫитичченхи ачасене вырӑнсемпе тивӗҫтеретпӗр.
    • Чӑваш Ен пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ хӑвӑртлӑхне ӳстерсе пырассипе чылай ҫул хушши ӗнтӗ лидер-регионсен шутне кӗрет. Пӗр ҫын пуҫне хута яракан пурӑнмалли ҫурт-йӗр лаптӑкӗ енӗпе республика федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем хушшинче малта пырать (1000 ҫын пуҫне 709 тӑв.м). Строительство материалӗсем туса кӑларакан отрасль туса хунӑ, вӑл ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Красноармейски районӗнче «Трак керамики» проект хута кайсан строительство организацийӗсене питех те кирлӗ пиччӗн кирпӗч ҫителӗклӗ пулать, хальлӗхе ӑна кӳршӗ регионсенчен кӳреҫҫӗ. Ҫапла майпа миллиард ҫурӑ яхӑн укҫа-тенкӗ Чӑваш Ен экономикинче юлать.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 605 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 5.0/1 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)