Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Авăн 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине эсир епле ăнланатăр?
Пурĕ миçе ответ: 34
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Ытларикун, 05.11.2024, 18:23
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2011 » Авăн » 22 » «ШУРĂ ТĂРНАСЕМ» ТУ ЕННЕ ЧĔНЕÇÇĔ ("СĂВАР")
    «ШУРĂ ТĂРНАСЕМ» ТУ ЕННЕ ЧĔНЕÇÇĔ ("СĂВАР")
    20:16
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Çак эрнере «Сувар» Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай Дагестанран таврăннине пĕлчĕ. Мĕн сăлтавпа сăрт-ту çĕршывне кайма тӳр килнĕ поэта, мĕнле хыпарсемпе таврăннă вăл унтан? Çакна телефонпа çыхăнса Валерий Владимировичран хăйĕнчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
    – Авăнăн 7-10-мĕшĕсенче Дагестанра «Шурă тăрнасем» литература уявĕ 25-мĕш хут иртрĕ. Унта яланхи пекех тĕрлĕ халăх çыравçисем пуçтарăннă, «Шурă тăрнасем» вĕсене пĕр-пĕринпе хутшăнма май туса парать. Ăна чи малтан Расул Гамзатов хăйĕн «Журавли» сăввине тĕпе хурса ирттернĕ. Кайран, поэт пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа «Шурă тăрнасем» уява Расул Гамзатова халалласа йĕркелеççĕ. Кăçал «Шурă тăрнасем» ЮНЕСКО «ялавĕ» айĕнче иртрĕ. Эпĕ унта чăваш халăх элчи пулса кайрăм.
    Валерий Владимирович Расул Гамзатова сума суса ирттерекен уявра кăçал 5-мĕш хут пулчĕ. Питĕ кăмăллă таврăнчĕ унтан ентеш.
    – Уяв Дагестанăн тĕп хулинче Махачкалара пуçланчĕ. Наци театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ вăл, Расул Гамзатова халалларĕç ăна, эпĕ те хутшăнтăм унта, сăмах тухса каларăм.
    Кайран аслă поэтăн тăван аулне Цадăна çитсе килтĕмĕр.
    – Цада тĕп хуларан аякра вырнаçнă-и? Пысăк-и?
    – Аякра, вăл çӳллĕ сăртсем хушшинче ларать, серпантин-çулпа çитмелле унта. Пит пысăк аул тесех калаймăн, пĕр çĕр килтен иртмест пулĕ, унта Расул Гамзатовăн музейĕ пур. Унта эпĕ поэтăн «Тăрнасем» сăввине чăвашла вуласа патăм.
    – Эсир Дагестана пĕр çак сăввăн куçарăвĕпе кăна кайман, уява пухăннисене тата пысăкрах парне тунă – тĕрлĕ халăх çыравçисен сăввисене куçарса пухнă кĕнеке.
    – Çапла. Нумай пулмасть манăн «Салам, сăртсем, тусем» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта вунă тĕрлĕ халăх – ава, чечен, ингуш, кумык, балкар, кабарда, адык, калмăк, лак тата карачай – поэчĕсен сăввисене куçарнисем кĕнĕ. Кĕнеке хăтлавĕ Дагестан Писательсен союзĕнче иртрĕ. Ку кĕнекен Шупашкарта презентаци иртмен те-ха, юпа уйăхĕнче иртмелле. Унччен тата Самарта ирттересшĕн. Çитменнине «Салам, сăртсем, тусем» кĕнекене кăларма Самарти усламçă Вера Глухова пулăшрĕ.
    – «Сувар» – Тутарстанра тухса тăракан хаçат, çавăнпа пирĕн вулакансене республикăран уява кам хутшăнни те интереслентерет, паллах.
    – Çапла, Тутар Писательсен союзĕ те хутшăнчĕ унта. Çеçпĕл Мишши Преми лауреачĕ, ТР тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ренат Харис пулчĕ.
    – Сăмах май, Ренат Харисăн 70 çулхи юбилейне республикăра питĕ анлă уявлама хатĕрленеççĕ. Эсир хутшăнатăр-и?
    – Сентябрĕн 24-мĕшĕнче Муса Джалиль ячĕллĕ Тутар патшалăх академи оперăпа балет театрĕнче юбиляра халалланă чаплă каç пулать, унта мана та чĕннĕ. Паллах, килетĕп.
    – Валери Туркай вырăсла кĕнеке кăларнă теççĕ халăхра. Çакăн çинчен каласа парсамăр тата.
    – Сăмах «Моя бунтарская карма» кĕнеке пирки пырать пулĕ-ха. Çапла, тухрĕ манăн çакăн пек ятлă кĕнеке. Унта чăвашла та, вырăсла та çырнă. Тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ очерксем, интервьюсем кĕнĕ вăл кĕнекене. «Моя бунтарская карма» хăтлавĕ Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Наци библиотекинче иртрĕ.
    – Калаçу вĕçленсе пынă май çывăх плансем çинчен ыйтмасăр сывпуллашас килмест.
    – Самарти пулас хăтлав çинчен каларăм ĕнтĕ, çывăх вăхăтра палăртнă тепĕр пысăк ĕç – «Чи çӳллĕ ту çине хăпартăм» кĕнекене пичетлесе кăларасси. Вăл Мустай Карим сăвăç сăввисен куçарăвĕсен пуххи пулĕ.

    Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
    калаçнă.
    E-mail: wassatan@mail.ru
    Сăнӳкерчĕк Дагестан Правительствин сайтĕнчен.
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 794 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 4.5/4 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)