Авăнăн 15-мĕшĕнче Вĕренӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри «Ĕç программинче пĕлӳ тата хутшăну илмелли пур енлĕ вĕренӳ ĕçне-хĕлне уçса парасси» темăпа семинар ирттерчĕ. Семинара чăваш шкулĕн 5-11-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен 20 учитель хутшăнчĕ.
Семинарта сăмах ĕç программин ăшлăхĕпе тытăмĕ тата терминологи çинчен пычĕ. Учительсем ФГОСпа çыхăннă пĕтĕмĕшле тата уйрăм ыйтусене пăхса тухрĕç, хатĕр программăсемпе паллашрĕç.
Тăтăш усă куракан тĕп терминсен çакнашкал варианчĕсене сĕнчĕç:
• пĕлӳ илмелли пур енлĕ вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕ — познавательные универсальные учебные действия;
• хутшăнăва кĕмелли пур енлĕ вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕ — коммуникативные универсальные учебные действия;
• пайăррăн пĕлӳ илмелли пур енлĕ вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕ е кашни ачан хăй тĕллĕн пĕлӳ илмелли пур енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ — личностные универсальные учебные действия;
• кашни ача хăйне хăй йĕркелесе пĕлӳ илмелли пур енлĕ вĕренӳ ĕçĕ-хĕлĕ — регулятивные универсальные учебные действия;
• вĕренӳ результачĕн кашни ачара пулмалли кăтартăвĕсем — личностные требования к результатам освоения.
Хатĕр программăсене Институт сайтне вырнаçтарма килĕшсе татăлчĕç. Тĕслĕхрен, çывăх в
...
Малалла вула »