2011 çулхи авăн уйăхĕн 20-30-мĕшĕсенче Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле» интернет конкурс ирттерет. Конкурсра ыйтусем чăваш чĕлхипе литературине тĕпчекенсем, чăваш халăхĕн тĕнче шайне çĕкленнĕ ывăлĕ-хĕрĕ çинчен, çавăн пекех, чăваш çыравçисен паллă произведенийĕсем театр тата ÿнер искусствинче мĕнле йĕр хăварни çинчен пулĕç. Пурне те интернет конкурса хутшăнма йыхравлатпăр! Конкурс положенийĕпе вĕренÿ институчĕн сайтĕнче паллашма пултаратăр.
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн издательство центрĕ Л.Г.Петрова хатĕрленĕ «Текст: тишкерӳ ыйтăвĕсем, ĕçсем» (Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн издательство центрĕ, 2011. — 143 с.) вĕренӳ кĕнеки пичетлесе кăларчĕ. Унпа чăваш шкулĕн 6-9 класĕсенче вĕренекенсем урокра, килте усă курма пултараççĕ. Текстсем содержанийĕпе, тĕп шухăшĕпе нумай енлĕ — çынна хисеплеме, Тăван çĕршыва юратма, çут çанталăка упрама т.ыт. те вĕрентеççĕ. Текстсем çумĕнчи ĕçсем чăваш чĕлхи программипе мĕн вĕреннине аса илме, çирĕплетме, текст тăвас пултарулăха аталантарма пулăшаççĕ. Кĕнекене Институтăн издательство центрĕнче туянма пулать. Хакĕ — 67 тенкĕ. Инçетрисем ăна «СУМ» лавкка урлă туянайраççĕ — кунти хак 72 тенкĕ (почта урлă).