Виталий Михайловăн чăвашла сайчĕ


Чăваш кĕвви

Кĕмелли форма

Категорисем
Шырав
    ЧĂВАШ ЧĔЛХИ ЯЧĔПЕ ПУРТЕ ПĔР ПУЛАР!
Вĕрентÿ хыпарĕсем
Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
free clock for website часы для сайта
Архив

2019 Çул - ГЕННАДИЙ АЙХИ (ЛИСИН) çУЛĕ

Геннадий Айхи


Ыйтăм

Мĕн вăл Çĕнĕ Çул парни?

Пурĕ миçе ответ: 94
Чат

Сайт тусĕсем
  • Сайт ту
  • Пĕтĕмпех веб-маçтăр валли
  • Пурне те кирлĕ программăсем
  • Санкт-Петербург чăвашĕсен сайчĕ
  • Рунетри чи лайăх сайтсем
  • Кулинари рецепчĕсем
  • Раççей уявĕсен календарĕ
  • Чăваш наци радиовĕ
  • ЧĂВАШ ЭСТРАДИН ФАН-КЛУБĔ
  • Чăваш эстрада юррисем
  • Виталий Михайловăн шкул сайчĕ
  • Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн музейĕ
  • Вĕрентекенсен порталĕ
  • Виртуаллă вĕренÿ пÿлĕмĕ
  • Калиниград чăвашĕсен сайчĕ
  • Самар чăвашĕсен сайчĕ
  • Красноярск чăвашĕсен сайчĕ
  • Раççей шкулĕсем

  • Чăваш ен телерадиокомпанийĕ
    Трак Ен сайчĕ
    Нестер Янкас пĕрлĕх сайчĕ
    Чăваш ачисем валли
    Тутар чăвашĕсен хаçачĕ
    "Кăмăл" веренÿ пĕрлешĕвĕ
    Чăваш халăх сайчĕ
    Красноармейски район сайчĕ


    GanGstA
    Статистика



    Паян çак сайтра пулнă юзерсем:
    Праздники России
    Çанталăк
    Красноармейски ялĕ
    rp5.ru

    noscript>>

    Виталий Михайлов

    Раççей символики
              Чăваш патшалăх ялавĕ

    Хапăл тăватăр-и,       ырă тăванăмăрсем! Эпĕ ялан хавас Сире курмашкăн хамăн сайтра

    Эрнекун, 29.11.2024, 20:24
    Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх хыпарĕсем

    Чăваш чĕлхи. Электронлă пособи
    Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 23 » ПАЯН - РЕСПУБЛИКА КУНĔ
    ПАЯН - РЕСПУБЛИКА КУНĔ
    22:43
    Материал сăн ÿкерчĕкĕ
    Чăваш Республикин чи пысăк уявĕ – Республика кунĕ. Ăна çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче уявлатпăр. 
    1920 çулта шăпах çав кун Чăваш автономи облаçне туса хунă. 1995 çулта вăл 75 çул тултарнă май, Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров официаллă праçник – Республика кунне çирĕплетнĕ. 2000 çултанпа вара вăл патшалăх уявĕ шутланать.
    Çулленех эпир ăна питĕ анлăн та çÿллĕ шайра, ĕçри, вĕренÿри çитĕнÿсемпе паллă тăватпăр. Шупашкара Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен, ют çĕр-шывран хăнасем пухăнаççĕ. Тĕп хулара та, районсемпе ытти хуласенче те выставкăсем, конференцисем, спорт вăййисем йĕркелеççĕ, çурхи ĕçсем вĕçленнине пĕлтерсе Ака туй кĕрлет.
    Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ те йăлана кĕнĕ йĕркепе çав кунсенче иртет. Кашниех хăй халăхĕн культурине туллин кăтартма тăрăшать. Çĕр-çĕр илемлĕ тум, эреш, юрă-кĕвĕ çынсен кăмăлне çĕклеççĕ.
    Пирвайхи хут фестиваль Шупашкарта 1993 çулта "Атăл çи çăл куçĕсем" ятпа пуçланнă. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче республикăри фольклор ушкăнĕсемпе пĕрле Мордвапа Тутар Республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен килнĕ коллективсем те куракансене юрри-ташшипе савăнтарнă. Фестивале хутшăнакансен йышĕ паян палăрмаллах ÿсрĕ. Халĕ пирĕн пата Чул хула, Саратов, Астрахань, Кĕмер, Ярославль, Самар, Ростов, Смоленск, Иваново, Свердловск, Киров, Владимир, Кострома, Новгород тата ытти облаçсенчен, Тутар, Мордва Удмурт республикинсенчен артистсем килеççĕ. Тĕрлĕ çулта Египет, Нигери, Итали, Германи, Серби, Черногори, Украина, Белоруси, Эстони артисчĕсем чăваш çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
    Праçник вăхăтĕнче Шупашкар заливĕн хĕрринче Ăстасен хули ÿссе ларать. Кунта йывăçран касса тĕрлĕ скульптурăсем, хăва авса тĕрлĕ сĕтел-пукан, тăмран тĕрлĕ савăт-сапа тăвакансене, бисерпа ĕçлекенсене тата тĕрĕ тĕрлекенсене куратăн. Вĕсем валли ятарласа "Ăста Раççей" конкурс иртет. Çĕнтерÿçĕ Чăваш Ен Президенчĕн парнине тивĕç пулать.
    Кăçал Республика кунне халалланă чи пĕлтерĕшлĕ мероприятисем Шупашкарта тата Патăрьел районĕнче иртĕç. Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен каллех художество пултарулăх коллективĕсем çитĕç. Бельги, Голланди тата Болгари артисчĕсем те хăйсен çĕр-шывĕсен культурипе паллаштарĕç.

    Чăвашсем çеç мар, республикăра тĕпленнĕ 97 халăх çынни çаплах калама тивĕçлĕ: Чăваш Ен - пирĕн пĕрлехи кил. Çак «пĕрлехи çурт» çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче 90 çул тултарать. Çавна май кĕçнерни кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай тытăмлă залĕнче шăпах çак ятпа - «Чăваш Ен - пирĕн пĕрлехи кил» ыйтупа - «çавра сĕтел» иртрĕ.
    ЧР культура министрĕ Роза Лизакова ертсе пынă мероприятие ЧР Президенчĕ Н.Федоров, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ В.Шурчанов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, ЧР вĕренÿ министрĕ Г.Чернова, Чăваш наци конгресĕн активĕ, Федерацин патшалăх статистика службин Чăваш Ен территори органĕн ертÿçи Э.Максимова, ЧР Культура министерстви çумĕнчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн членĕсем, республикăри наци культура пĕрлĕхĕсемпе обществисен пуçлăхĕсем, тĕн çыннисем, журналистсем хутшăнчĕç.
    Сумлă юбилее халалланă «çавра сĕтеле» хутшăннисене Николай Федоров саламларĕ.
    - Пысăк уяв çулĕнчи Республика кунĕ умĕн çак залра наци культура пĕрлешĕвĕсен, тĕрлĕ конфесси ертÿçисем, ăсчахсем, журналистсем, республика шăпипе кăсăкланакансем, тĕрлĕ наци çыннисем пуçтарăнни ахальтен мар. Паянхи мероприятин тĕп шухăшĕ - «Чăваш Ен - пирĕн пĕрлехи кил» - пирĕн пурнăç тытăмĕн /пĕрлĕх, килĕшÿ тата пĕр-пĕрне ăнланни/ тĕшшине палăртать, - терĕ ЧР Президенчĕ. - «Чăваш Ен» ятлă туслă çемьере хальхи вăхăтра 97 халăх, 9 этника ушкăнĕн, 12 конфесси представителĕсем пурăнаççĕ.
    Патшалăхлă пулни Чăваш Ене сулмаклă утăмпа аталанма май пани пирки те чарăнса тăчĕ Николай Федоров. Халĕ кашни яла асфальт çул çитерет, кашни килте çут çанталăк газĕ çунать, хуласемпе ялсенче тĕнче шайĕнчи çемье врачĕн офисĕсем ĕçлеççĕ. Çак ÿсĕмĕн вăрттăнлăхĕ питĕ ансат - ÿркенмелле мар, пĕрмай вĕренмелле, тăван çĕре юратмалла, авалран килекен тымара татмалла мар. Президент çавна май Аслă вĕрентÿçĕн Иван Яковлевăн халалĕнчи сăмахсене аса илчĕ: «Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякка тăрăр... Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă - çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр...» Николай Васильевич çак сăмахсене вырăсла куçарма çăмăл маррине палăртрĕ. «Шухăша тĕрĕс пĕлтерес тесен тивĕçлĕ сăмахсем тупма хĕн. Çавăнпа чăвашла вĕренме тăрăшăр», - терĕ.
    «Çавра сĕтелте» Чăваш автономи облаçĕн йĕркеленĕвĕ, унăн кун-çулĕ, çав ĕçре палăрнă йăхташăмăрсем пирки ăсчахсем каласа кăтартрĕç.
    «Чăваш патшалăхĕ: йĕркеленÿ историйĕ» ыйтупа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори уйрăмĕн пуçлăхĕ Владимир Клементьев çак самантсем пирки чарăнса тăчĕ:
    - 1917-1918 çулсенче чăваш наци юхăмĕн программа тĕллевĕ наци культура автономийĕ тăвассипе çырлахнă. Граждан вăрçи вĕçнелле унăн тĕп шухăшĕ хăй тĕллĕн тытăнса тăма пултаракан администраци территори единици йĕркелесси пулса тăнă. Çапла тума кÿршĕсен тĕслĕхĕ те - Пушкăрт тата Тутар автономийĕсем - хистенĕ.
    РСФСР Национальноçсен халăх комиссариачĕн /НХК/ Чăваш пайĕн пуçлăхĕ Д.Эльмень «Чăваш халăхĕн ятарлă администраци единици çинчен кĕске доклад» проект хатĕрленĕ. Ăна 1920 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче НХКна тăратнă. Унăн никĕсĕнче - «Чăваш Ĕç Коммуни» тăвасси. Унта Чĕмпĕр, Хусан кĕпĕрнисенчи чăвашсем йышлă пурăнакан лаптăксене кĕртме палăртнă.
    1920 çул пуçламăшĕнче НХК Чăваш пайĕн пуçлăхĕсем В.Ленинпа тĕл пулнă. Çĕршыв ертÿçи республика йĕркелеме, тĕп хулине Чĕмпĕрте тума сĕннĕ. Шел те, çак шухăша Д.Эльмень хирĕç пулнă.
    1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче ВЦИК тата СНК «Чăваш Автономи Облаçĕ çинчен» декрет йышăннă, Совнарком Председателĕ В.Ленин, ВЦИК Председателĕ М.Калинин алă пуснă. Çĕнĕрен чăмăртаннă территорие Хусан кĕпĕрнин Шупашкар, Çĕрпÿ тата Етĕрне уесĕсем, Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăвапа Кăрмăш уесĕсен хăш-пĕр вулăсĕ кĕнĕ. Çав вăхăтрах чăвашсем йышлă пурăнакан Чистополь, Спасск уесĕсем, Теччĕпе Пăва уесĕсенчи чылай вулăс Тутар АССРĕнче юлнă.
    Автономи облаçĕн территорийĕнче вăйлă аталаннă промышленноç çукки, экономика хавшак пулни тата ытти сăлтав ЧАО ертÿçисене çĕнĕрен «ура» çине тăратнă. Вĕсем территорие Чĕмпĕр, Самар кĕпĕрнисен, Тутар АССРĕн шучĕпе анлăлатма, тĕп хулана Чĕмпĕре куçарма ыйтса çырусем çырнă...
    Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх аслă сотрудникĕ Виталий Иванов «Чăваш халăхĕ - Раççей Федерацийĕн патшалăх тăвакан халăхĕ» докладра çак самантсем пирки чарăнса тăчĕ:
    - Автономи пушă вырăнта йĕркеленмен. Çак самант патне çитиччен халăх вăрăм çул утса тухнă. Йăхташăмăрсем тĕрлĕ кĕпĕрнере тĕпленсе пурăнни те чăмăртану ĕçне чăрмантарнă, апла пулин те пысăках мар ушкăнри чăваш хастарĕсем çине тăнипе автономи йĕркелеме май тупнах. Çакна та палăртса хăвармалла: территорие пайланă самантра ыйтăва кÿршĕсемпе вăрçă-харçăсăр татса пама пултарнă. Атăлпа Кама хутлăхĕнчи халăхсем чăтăмлă, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннине хăй вăхăтĕнче И.Фальк академик та палăртнă. «Вĕсен килĕшÿлĕхĕнчен тĕлĕнмелле, - çырнă вăл. - Чикĕшĕн те, хĕсĕрленишĕн те, ытти япалашăн та хирĕçмеççĕ».
    И.Максимов-Кошкинскин аса илĕвĕнче çакăн пек самант пур. Вăл Д.Эльмень калаçнине итлесе тăнă-мĕн. «Енчен те Тутар-Пушкăрт республикине кĕрес темесен хăвăрăн Автономи Совет республикине тăвăр», - тенĕ И.Сталин. «Ун валли пирĕн йĕркеллĕ хула çук», - хуравланă Эльмень. Тарăхнипе Сталин çапла хушса хунă: «100 çул каялла Вашингтон мĕнле пулнине пĕлетĕр-и? Тĕп хулашăн кулянмалла мар, кирлĕ тĕк - çĕннине тăватпăр».
    Чăн та, Шупашкарта 1920 çулта пурĕ те 8-9 пин çын çеç пурăннă. Халĕ вара пирĕн тĕп хуламăр - Атăлçи хутлăхĕнчи чи илемлĕ хуласенчен пĕри. Малалла та çаплах пултăр!
    Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн управлени пуçлăхĕ Анатолий Ухтияров Чăваш патшалăхĕн право аспекчĕсен чăмăртанăвĕпе тата аталанăвĕпе паллаштарчĕ.
    Чăваш Ен хăйĕн кун-çулĕнче тăватă Конституци йышăннă. Анатолий Ильич пĕрремĕшĕ, 1926 çулхи Конституци, пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
    Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕн, «Хыпар» Издательство çурчĕн генеральнăй директорĕн-тĕп редакторĕн Алексей леонтьевăн шухăшне итлесе пăхар-ха:
    - Республика кунĕ ахаль уяв, юрă-ташă çеç мар, чи малтанах - пĔтĔмлетŸ.
    Питех те çÿхе матери пулнă май культурăна строительствăри пек сăвай çапса çĕклейместĕн, уй-хирти пек вăрă акса çитĕнтерейместĕн. Тата культура инфратытăмĕ ытла та кăткăс конструкци. Калăпăр, тĕслĕх библиотекăна çÿрекенсен йышĕ ÿснĕ тейĕпĕр. Анчах - çав шутра унта чăвашла кĕнекесем, хаçат-журнал хушăннă-и? «Чĕлхесем çинчен» саккун пурнăçланать-и? Хула ачисене 20 çула яхăн чăвашла вĕрентетпĕр. Миçе ача çак чĕлхепе вулама, çырма, калаçма пĕлет? Статистика çук. ЧНК шухăшĕпе, чăваш чĕлхине татти-сыпписĕр вĕренни кирлĕ. Эппин, ача сачĕсенче те вĕрентмелле. Ку - хальлĕхе çук. Çак ыйтусене татса пама укçа мар, кăмăл кăна кирлĕ. Паллах тивĕçлĕ методика хатĕрĕсемсĕр те май килмест.

    Надежда СМИРНОВА


    Статья оригиналĕ: http://hypar.ru/nws/show/58/7758/index.php?id=s211213152120
    Çыпăçтарнисем:
    Категори: | Миçе çын пăхнă: 703 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегисем: | Рейтинг: 3.9/18 |
    Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


    Copyright © Аксар Чунтупай Cайт тăваканни: Михайлов Алексей (alex-net)