Константин Иванов поэт пурнăçĕ çинчен кĕнеке пичетленнĕ
19:59
«Замечательные люди Чувашии» (чăв. «Чăваш Енĕн чаплă çыннисем») кĕнекесен ярăмĕ çĕнĕ кăларăмпа пуянланнă — Чăваш кĕнеке издательстви Юрий Артемьев паллă литературоведКонстантин Ивановпоэт пурнăçĕ çинчен кĕнеке хатĕрлени пирки пĕлтерет. «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессемертие» (чăв.Константин Иванов: пурнăçĕ, шăпи, вилĕмсĕрлĕхĕ) ят панăскер вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕн кун-çулне тĕплĕн уçса парать. Тăван халăхăмăрăн классикĕн пултарулăхне тишкернĕ майЮрий Артемьевтĕнче культурипе çыхăнтарса уçса пама пăхнă тесе хыпарланă издательство сайтĕнче. Кĕнекене хатĕрленĕ май автор архив хучĕсемпе, фактсемпе, хальхи вăхăтра пурăнакансен аса илĕвĕсемпе усă курнă.
Автор пирки каласан, вăл — СССР писательсен союзĕн пайташĕ, критик, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор. 1941 çултаКанаш районĕнчиСиккассинчеçуралнă. Хусанти патшалăх университетĕнче, М. Горький ячĕллĕ Тĕнче литературин институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ. 1982 çултанпаЧăваш патшалăх университетĕнчепреподавательте ĕçлекенскер вырăс тата тĕнче литературин, халĕ вара вырăс литературин кафедрине ертсе пырать.